Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк ăру ăс-хакăлпа пуян пултăр

17 декабря 2016 г.

Хальхи вăхăтра çамрăксене кăна мар, çав шутра аслисене те нравственноç, ăс-хакăл воспитанийĕ парассин пĕлтерĕшĕ пĕчĕк мар. Раççей - нумай наци çĕршывĕ. Пирĕн районта та тĕрлĕ наци çынни пурăнать. Вĕсен кашнин хăйĕн чĕлхи, культури, йăли-йĕрки. Тĕрлĕ наци çынни ĕмĕртенпе пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă, пĕр-пĕрне хисепленĕ, пĕрлехи ыйтусене пĕрле татса пама тăрăшнă. Кулленхи пурнăçăн çак принципĕсене малалла та аталантарса пырас пулать.

Шăпах çакăн пирки сăмах пынă та ĕнтĕ декабрĕн 13-мĕшĕнче районти наци ĕçĕсен ыйтăвĕсемпе тата тĕн пĕрлешĕвĕсемпе ĕçлекен канашсен пĕрлехи ларăвĕнче. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Лилия Тарасова ертсе пынă.

Малтанах районти "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçатăн тĕп редакторĕ Анатолий Тихонов нацисем хушшинчи хутшăнусене шайлаштарассин, экстремизмпа терроризм профилактикин ыйтăвĕсемпе çыхăннă социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене, Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен йăли-йĕркипе культурине хаçатра çутатассипе редакци коллективĕ мĕнле ĕçлесе пыни пирки каласа панă. Тĕп редактор палăртнă тăрăх, асăннă ыйтусене хаçат страницисенче çутатасси çине коллектив пысăк тимлĕх уйăрать. Çак вăхăта кăна ку ыйтусемпе хаçатра 84 материал пичетленнĕ. Вĕсене хатĕрленĕ чухне журналистсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, специалистсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.

Вĕренÿ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Людмила Федорова палăртнă тăрăх, нравственноç тата ăс-хакăл хаклăлăхĕсене ăса хывасси çине районти шкулсенче те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тематика класс сехечĕсене, Аслă Отечественнăй вăрçă тата ытти çапăçусен ветеранĕсемпе тĕл пулусем ирттересси йăлана кĕнĕ. Пур шкулта та патриотика юррисен конкурсĕ иртнĕ. Çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисем те çÿллĕ шайра иртеççĕ. Ку енĕпе Муркаш, Мăн Сĕнтĕр, Чуманкасси, Шурча, Атапай шкулĕсене ырăпа асăнмалла.

Район администрацийĕн культура, архив ĕçĕсен тата туризм пайĕн пуçлăхĕ Елена Чернова вара ку тĕлĕшпе шкулсем ял библиотекисемпе тачă çыхăнса ĕçлени пирки каласа панă.

Çынсене ăс-хакăл воспитанийĕ парассинче Православи чиркĕвĕн прихучĕпе çыхăнса ĕçленин пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ пирки ларура Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Ермолаев тухса калаçнă. Юлашки вăхăтра чиркĕве çÿрекенсем хушшинче çамрăксене те ытларах курма пулать. Турă Амăшĕн Владимирти турăшĕн Муркашри чиркĕвĕн настоятелĕпе Федор (Ягушов) аттепе çыхăнусем лайăх, тĕрлĕ ыйтăва пĕрле татса пама тăрăшаççĕ.

Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Лаптев та Федор атте тата Игнатий атте çамрăксем çине лайăх витĕм кÿни пирки каланă.

Кăçалхи ĕçсем çинче чарăнса тăнă май, Лилия Тарасова ларусене вырăнсене тухса ирттерни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Кун пек ларусене Йÿçкасси, Уйкас Янасал ял тăрăхĕсенче ирттернĕ. Канашсен членĕсем кун пек чухне чиркÿсенче, музейсенче, Культура çурчĕсенче пулса курнă. "Вырăнсене тухса кун пек мероприятисене çитес çул та йĕркелеме палăртатпăр", - тенĕ Лилия Юрьевна.

Пĕрлехи ларура наци ĕçĕсен ыйтăвĕсемпе тата тĕн пĕрлешĕвĕсемпе ĕçлекен канашсен 2017 çулхи ĕç планĕсене йышăннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика