17 декабря 2016 г.
Вырăссен паллă писателĕн Лев Толстойăн "Анна Каренина" романĕнче çынсем пирки "телейлисем пĕр пек телейлĕ, телейсĕррисем вара кашни хăйне май телейсĕр" тени пур. Çакна паянхи пурнăçра çемьесем пирки кăна мар, районти ялсем пирки те калама пулать. Калăпăр, пĕрисен хулари пек çулĕ те, газĕ те, шывĕ те пур, теприсен вара вăл та, ку та çук.
Апла пулин те хулари пек пурнăç туса панă ялсенче те çамрăксем çанă тавăрса çĕр çинче ĕçлеме хатĕрри сисĕнмест-ха. Ахальтен каламан ĕнтĕ йывăрлăхсене пĕрле, пĕр йышпа çĕнтерме пулать тесе. Халĕ вара, ман шутпа, ял пурнăçĕ лайăх еннелле улшăнса пырать пулсан та, хамăр улшăнма васкамастпăр. Пурнăç условийĕсем çăмăлланнă май ялта пурăнакансен туслăхĕ, пĕр шухăшлăхĕ хавшаса пынăн туйăнать. Акă хĕл кунĕсенче пĕр-пĕрне час-час курма та пăрахрăмăр. Шывĕ те ытларахăшĕн пÿртрех, вутă та хутмалла мар.
Ял халăхĕн туслăхĕ çине ял ватăлса пыни те хăйне май витĕм кÿретех пулĕ. Кунсăр пуçне ялсенче хулара пурăнакан дачниксен хуçалăхĕсем çулран-çул хушăнса пыни те ял пурнăçне лайăхлатмастех. Çулла вĕсем "сăмсисене кăтарткалаççĕ" кăна. Ял пурнăçне пачах та хутшăнмаççĕ. Хамăрăн Туçи Олкаш ялне илес пулсан та, 40 ытла хуçалăхран 16-шĕ - дачниксем, тепĕр çавăн чухлĕ - пĕччен пурăнакансем е çемьеллĕ ватăсем. Ачасем вара ялĕпе те 5 кăна.
Юлашки вăхăтра пирĕн ял тăрăхĕнче пушарсем тăтăшах пулчĕç. Çак хăрушă синкерĕн сăлтавĕ, паллах, тĕрлĕрен. Пушара сÿнтерессипе пĕрлех вара ăна асăрхаттарасси пĕлтерĕшлĕрех пулнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Шел пулин те, хальлĕхе çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçре çитменлĕх нумай.
Ял тăрăхĕн территорийĕнче пушарсене асăрхаттарассин ыйтăвĕпе çулла ял çыннисемпе пуху ирттерни асрах. Пуху ирттерчĕç, калаçкаларĕç те çавăнпа ĕçĕ те пĕтрĕ. Малтанхи вăхăтра вара ял Совечĕн ĕçченĕсем пушар инспекцийĕн инспекторĕсемпе пĕрле килĕрен тĕрĕслесе çÿретчĕç. Çуллахи вăхăтра кашни хуçалăхрах саппас шыв пуррипе çуккине, электропроводкăсем йĕркеллине, кил-çурт таврашĕнчи тирпейлĕхе, пушар сÿнтермелли хатĕрсем пуррине, кăмака мăрйисене тĕрĕслетчĕç. Йĕркене пăсакансенчен çирĕп ыйтатчĕç.
Халĕ вара газ тата электричество счетчикĕсене тĕрĕслекенсемсĕр пуçне никам та ял тăрăх çÿрекен çук. Анчах та асăннă çитменлĕхсене пула ку кил-çурт кăна мар, кÿршисем те, çавăн пекех татах хăрушăраххи - пĕтĕм ял та шар курма пултарать.
Уйрăмах çĕрлехи вăхăтра вут-çулăм алхасни питĕ хăрушă. Ял çыннисем кунĕпе ĕçре ĕшеннĕ хыççăн çывăраççĕ. Çĕрлехи вăхăтра сыхă пулас тесе ĕнтĕ ялсенче ял хуралĕсем йĕркелеççĕ. Юлашки вăхăтра çак кирлĕ ĕç те хут çинче кăна юлчĕ. Графикпа çирĕплетнĕ пулсан та, çынсем хурала тухмаççĕ, вĕсене малтанхи вăхăтри пек тĕрĕслекен те çук. Хамăршăнах кирлĕ ĕмĕртен пулнă ĕçе те шута хума пăрахрăмăр пулать. Дачниксене вара нимĕн те кирлĕ мар. Вĕсен кил-çурчĕсене те ял çыннисен сыхласа пурăнмалла.
Пушар тухас пулсан, çывăхри пĕвесем патне шыв илме пыма та çулĕсем çук. Хĕллехи вăхăтра вакă касса, ăна шăнмалла мар туса хумаççĕ.
Мăн Сĕнтĕр ялĕнче пушар тухас пулсан шыв илме 60 тонна кĕрекен ятарласа цистерна вырнаçтарнăччĕ. Халĕ вăл та çук. Ялта водопровод пур пулин те, пушар гидранчĕсем йĕркеллĕ ĕçлемеççĕ. Паллах, пĕлнĕ-пĕлмен çын унта кĕрсе каяймасть, ăна ăнланакан çын кирлĕ.
Ялсене тирпей-илем кĕртме хавхалантарас шутпа ку енĕпе конкурссем йĕркелекенччĕ. Юлашки çулсенче кун пекки манăçа тухрĕ курăнать. Ялсенче тирпейсĕр пурăнакан хуçалăх сахал мар. Пушар тухас пулсан, кун пек хуçалăхсен çурчĕ-хуралти патне пыма ытларах чухне çулĕ те çук. Мĕн кăна купаласа хуман пулĕ;
Юлашки вăхăтра пĕвесемпе кÿлĕсене пăхса тăрасси кирлĕ шайра мар. Вĕсене вăхăтра юсамасан, кайран расхучĕсем те темиçе хут пысăкрах пулма пултараççĕ. Эпĕ пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартасшăн. Хам Апчар тăрăхĕпе депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ пулнă вăхăтра Апчарпа Туçи Олкаш ялĕсем хушшинчи çырмари пĕвене юсаса йĕркене кĕртес тесе спонсорсем тупсах ĕçсене пурнăçларăмăр. Шыв юхмалли шахтăна 1,5 метра яхăн хăпартрăмăр. Пĕвине те çÿллĕлетсе сартăмăр. Пĕве хĕррине тикĕслесе шыва кĕмелли ятарлă площадка туса патăмăр. Çынсем савăнаççĕ, шыва кĕрсе киленеççĕ. Анчах та пĕвине пăхса тăракан çук. Уйран анакан шыв пĕр енчен пĕвене юшкăнпа тултарать, тепĕр енчен вара шыв пĕве çине юхса ăна ишĕлтерет. Юрать-ха юлашки çулсенче шыв-шур çукрах. Унсăрăн пĕве тахçанах ишĕлсе анмалла.
Эпĕ çакăнпа мĕн каласшăн-ха. Ман шутпа, ял çыннисен пурнăçне йĕркелесе пырас ĕçре хăйне май йĕркене пăхăнмалла. Ял çыннисем тума пултаракан ĕçсене ялта пурăнакансен хăйсен пĕрлехи вăйпах тăвас пулать.
Кунта манăн пĕр тĕслĕх çинче те чарăнса тăрас килет. Акă нумаях пулмасть район хаçатĕнче ял çыннисем ыйтнине тивĕçтерсе Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Вăрманкасси ялĕнче урамсенче электричество хунарĕсем вырнаçтарса пани пирки çырнăччĕ. Питĕ лайăх, нимĕн те калаймăн. Анчах та хальхи вăхăтра ыйтнипе кăна пурăнма хăнăхмалла мар пулĕ. Çынсен те пуçаруллăрах пулас пулать.
Акă пирĕн патра та ял урамĕнче электричество хунарĕсем вырнаçтарассин ыйтăвĕ пулса. Эпир вара ку ыйтăва хамăрăн вăйпах татса патăмăр. Пирĕн патра урам комитетне суйланă. Урам комитечĕн председателĕ пулма мана шаннă. Комитет председателĕн çумĕпе кассир та пур пирĕн. Унчченхи электричество нумай çунтаракан хунарсем вырăнне диодлисене вырнаçтарас терĕмĕр. Никам хушмасăрах ял çыннисенчен 300-шер тенкĕ пухрăмăр та хунарсене те туянтăмăр, специалист тупса вырнаçтарса та тухрăмăр. Ял урамĕнче те çап-çутă, çитменнине электроэнерги те унчченхинчен 5 хута яхăн сахалрах расхутланать. Паллах, эпир те урамра çутă хунарĕсем вырнаçтармалла тесе çĕршыв президенчĕ патне те çырупа тухма пултарнă. Мĕн тума; Ку вăл пĕтĕмпех хамăр валли вĕт-ха!
П. ВОРОБЬЕВ.
Туçи Олкаш ялĕ.