17 декабря 2016 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи бюджет тупăшне ÿстерессипе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи комиссин черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьев ертсе пычĕ.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - районăн социаллă пурнăçпа экономикăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕпе - экономика пайĕн ертÿçи О. Тимофеева паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, кăçалхи вунă уйăх кăтартăвĕпе промышленноç производствин тухăçлăхĕ чакни курăнать. Ял хуçалăх отраслĕнче вара тупăшлăрах вăй хунă.
Районти промышленноç отрасльне яланхи пекех "Сеспель" предприяти пысăк тÿпе хывать. Районти çак предприяти тавар туса кăларса ăсатнинче 45,1 процент йышăнать. Предприяти вăя кĕртме пуçланă черетлĕ инвестици проекчĕ 200 миллион тенкĕпе танлашать. Ăна хута янă май хушма 50 ĕç вырăнĕ йĕркеленмелле. Проект хăвачĕ çине тухма пуçласан вара çулталăкне 470 миллион тенкĕ тупăш илме палăртаççĕ.
Муркаш кирпĕч завочĕн вунă уйăхри кăтартăвĕ тăрăх, тавар хатĕрлесе ăсатасси 55,5 процент чухлĕ чакнă. Малтанласа палăртнă тăрăх, тавар ăсатасси çулталăк вĕçне 50 миллион тенкĕ шайĕнче пулмалла. Çакă унчченхи çулхинчен 46,4 процент сахалтарах. Районти çак предприяти тавар туса кăларса ăсатнинче 1,9 процент йышăнать. Складра сутлăха ăсатман тавар 9 миллион тенкĕлĕх упранать.
"ТрубПласт" предприяти çулталăка тупăшлă вĕçлет. Çак тапхăр тĕлне 857 миллион тенкĕлĕх е, унчченхи çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 153,1 процент тавар туса кăларса сутлăха ăсатнă. Районти çак предприяти тавар туса кăларса ăсатнинче 39,2 процент йышăнать.
Ял хуçалăх аталанăвĕ курăмлă, выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстернĕ. Мĕнпур категорири хуçалăхсем иртсе пыракан çулта 2 миллиард та 763 миллион тенкĕлĕх продукци туса илме палăртнă. Çакă унчченхи çулхи кăтартуран 5,2 процент ытларах.
- Çулталăк çăмăллисен шутĕнче пулмарĕ, çапах та ăна япăх мар шайра вĕçлетпĕр. Ял хуçалăх отрасльне аталантарас тĕлĕшпе Чăваш Республикинчи çурçĕр зонăра пирĕн район виççĕмĕш вырăнта пулма тивĕçрĕ. Вырăнти тупăша ÿстересси район администрацийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шутланать. Çавăнпа та мĕнпур мелпе усă курма тăрăшмалла, - терĕ В. Ананьев.
Вырăнти бюджета тÿлес, парăм татас ыйтусем çинче районсем хушшинчи налук инспекцийĕн ертÿçин тивĕçне пурнăçлакан Т. Таранова чарăнчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, районта декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 311 юридици сăпачĕ, 628 индивидуаллă предприниматель регистрациленĕ.
Районти предприятисемпе предпринимательсенчен çак тапхăрта федераци бюджетне 18 миллион та 324 пин тенкĕ налук куçнă. Çакă иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 10,8 процент сахалтарах. Вăл парăмçăсене ятран уйрăммăн палăртрĕ. Республика бюджетне налук куçарасси 11,6 процент, вырăнти бюджета тÿлесси 1,6 процент чухлĕ ÿснĕ.
Черетлĕ ыйту ĕç килĕшĕвне саккун шайĕнче йĕркелесси çине куçрĕ. Çакă çав-çавах çивĕч тăрать-ха. Ку тĕлĕшри лару-тăрупа О. Тимофеева паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, ĕçлеме пултарас çулсенчи йыш районта 19911 çынпа танлашать. 4701 çын ниçта та ĕçлемест.
Ĕçлессине саккун шайĕнче йĕркеленине вырăна 17 хутчен тухса тĕрĕсленĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн 197 субъектне çитсе унти ĕç-хĕлпе паллашнă. Саккуна пăсса ĕçлени пирки район прокуратурине информаци тăратнă. 1415 çынпа ĕç килĕшĕвĕ туманни палăрнă. Çак тапхăр тĕлне 1343-шĕнпе çак хутшăнăва саккун шайĕнче йĕркелесе çитернĕ.
Районпа вырăнти бюджетра çĕр арендин тÿлевне вăхăтра куçарни пысăк вырăн йышăнать. Çакăнпа пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи И. Захаров паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, уйăх пуçламăшĕ тĕлне район администрацийĕ умĕнчи ку тĕлĕшри парăм 631 пин тенкĕпе танлашать. Пысăк парăмçăсене Илья Николаевич ятран асăнчĕ. Пĕтĕмпе 2 миллион та 368 пин тенкĕлĕх 89 хирĕçлев çырăвĕ çырнă. 55 арендатортан 1766 пин тенкĕ парăм шыраса илнĕ.
Комисси ларура çавăн пекех бюджет тупăшне ÿстерес тĕлĕшпе 2017 çул валли ĕç планне йышăнса çирĕплетрĕ.
Р. Илларионова.