Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра

17 декабря 2016 г.

Социаллă тÿлевсем ÿсеççĕ

Декабрĕн 14-мĕшĕнче республика Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Республикин "Ачаллă граждансене паракан патшалăх пособийĕсем çинчен" Саккунне улшăнусем кĕртме йышăннă. Çапла вара ача ашшĕ-амăшне уйăхсерен тивĕçтерекен пособи виçи 324 тенкĕпе, опекунсемпе ачана çемьене йышăннисене тата патронатлă воспитательсене паракан пособи 1524 тенкĕпе танлашма тытăнать. Асăннă пособисене çак вăхăта республикипе 72432 ачашăн тÿлесе тăраççĕ, пособисене 2008 çултанпа ÿстермен. Саккунсене кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн çавăн пекех вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсем уйăхсерен 1044 тенкĕ, Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем 1100 тенкĕ, реабилитациленисем 2634 тенкĕ, политика репрессийĕсене пула шар курнисем 2345 тенкĕ илсе тăма тытăнаççĕ.

 

Ĕç укçи ÿсмест. Чиновниксен

2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Республикин патшалăх граждан службин должноçĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçине индексацилесе ÿстермелле мар. Çакăн пек йышăнăва Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче тунă. Çавна май "Чăваш Республикин "Чăваш Республикин патшалăх граждан служби çинчен" Саккунĕн хăш-пĕр положенийĕсене чарса лартма йышăннă. Документпа килĕшÿллĕн патшалăх граждан служащийĕсем хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пĕр хут паракан субсидие те тивĕçеймеççĕ.

Сăмах май, индексацие 2014, 2015 тата 2016 çулсенче те туман.

 

Çĕнĕ производство йĕркеленет

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев декабрĕн 14-мĕшĕнче Мускавра Siemens тата Шупашкарти "ВНИИР" компанисем килĕшÿ тунипе çыхăннă церемоние хутшăннă. Çапла вара "ВНИИР" ОАО комплекс территорийĕнче тяга подстанцийĕсенче тата метрополитенсенче усă куракан пысăк технологи продукцине туса кăларма производство площадки йĕркелеме пăхнă.

Килĕшĕве енсем алă пусса çирĕплетнĕ май çакă вăл малашне татах тачăрах çыхăнса ĕçлессин малтанхи утăмĕ кăна пулнине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика