Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕне пăрулаттарасси

03 декабря 2016 г.

Ялта пурăнакан килти хушма хуçалăхри ĕнене хĕлле пăрулаттармалла пĕтĕлентерет. Çак тĕллевпе паха апат ытлă-çитлĕ янтăлассипе çăвĕпех ырми-канми тăрăшать вăл. Ĕнерен сывă пăру илесси уншăн тĕп ыйту пулса тăрать. Çавăнпа та паян эпир хамăр тĕпеле районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци тухтăрне Ольга МЕДОВĂНА чĕнтĕмĕр. Унăн сĕнĕвĕсем кил хуçисемшĕн вырăнлă та усăллă пуласса шанатпăр.

- Ял çыннисенчен нумайăшĕ хăйсен пурнăçне ĕне тытмасăр курмасть. Ытларах чухне вĕсем ĕнисене хĕлле пăрулаттармалла пĕтĕлентереççĕ. Çак ответлă ĕçĕн вара хăйĕн йĕрки пур. Ĕне пăруламалли вăхăт çывхарнине шута хурса паян ăнлантару калаçăвĕ ирттеретпĕр. Ĕнерен таса-сывă пăру илессине, тĕпрен илсен, виçĕ тапхăра пайлама пулать: умĕнхи вăхăт, пăруланă тапхăр, пăруланă ĕнепе çамрăк пăрăва пăхасси.

 

Малтанхи вăхăт

Ĕнесене пăрулаттарма хатĕрленессине 2 уйăх маларах пуçăнмалла. Хатĕрленÿ пĕлтерĕшĕ апатлантармалли правилăсене çирĕп пăхăннипе çыхăннă. Пĕтĕ ĕнесен хăйсен рационĕ пулмалла. Сума пăрахсан вĕсене кăшман та, сенаж-силос та памалла мар.

Ку вăхăтра килти хушма хуçалăхсенче ĕнесене сарайсемпе витесенче тытни вĕсене çутçанталăк пулăмĕсенчен сыхлама май парать. Кунпа пĕрлех ĕнесене тăтăш сарайĕнче тытассинчен те асăрханмалла. Ĕне пăруламалли кун çывхарнă май ответлăх ÿсет. Ку вăхăта ĕнен çилли самай пысăкланать, купарча шăммисенчи сыпăсем вăйсăрланаççĕ, 1-2 кун юлсан çиллесенчен сĕт тухать. Таса-сывă пăру илес тетĕр пулсан малтанах витене ытлашши хатĕр-хĕтĕртен тасатмалла, урайсемпе стенасене тата кормушкăна 2 процентлă натрий шĕвекĕпе е 2 процентлă креолин растворĕпе дезинфекцилемелле. Айсарăмлăх улăма маларахах пÿлĕме ăшăнма кĕртсе хумалла.

 

Пăрулаттарасси

Ĕнесем нумай чух выртса пăрулаççĕ. Ĕне йывăр пăруланине асăрхасан çийĕнчех выльăх тухтăрне чĕнмелле. Йăлтах йĕркеллĕ чух ĕне 30-60 минутра пăрулать. Пăру пысăк тата ĕнен купарча шăмми пĕчĕк пулсан выльăха пăрулама пулăшма тивет. Пăру çемçе улăм çине тухса ÿксен малтанах сăмсапа çăвар çинчен "кĕпене" илсе пăрахмалла, пăрăва сывлама пулăшмалла. Кирлĕ пулсан ăна искусствăлла майпа сывлаттарма та хатĕр пулмалла. Енчен те кăвапа хăй тĕллĕн татăлмарĕ пулсан, ăна пăру хырăмĕнчен 8 - 10 сантиметрта дезинфекциленĕ пурçăн çиппе çыхмалла та дезинфекциленĕ хачăпа касса татмалла. Кăвапа вĕçне йод настойкипе тĕксе илмелле.

Кăвапана касса тирпейленĕ хыççăн ĕнене пăрăва çуллама ирĕк памалла. Çакă вăл - пăрушăн хăйне евĕр массаж. Кун пек чухне унăн кĕлеткинче юн лайăхрах куçма пуçлать, ÿт урлă пулакан газ ылмашăвĕ йĕркеленет. Енчен те ĕне пăрăва çулламасть пулсан, ăна ним тăхтаса тăмасăр шăлса типĕтмелле, сăмсипе хăлхисене тата куçсене лăймакаран тасатмалла.

 

Ĕне пирки ан манăр

Пăруланă ĕнене çийĕнчех 10-15 литр ăшăтнă, тăварлăрах шыв памалла. Кăштахран ĕнене сумалла е пăрăва ĕмĕртме ямалла. Кунта çакнашкал асăрхаттару пур: малтанхи 2 сехетре ĕнерин пĕрремĕш порцине пăрăва ĕмĕртме тăрăшмалла. Çапла тусан çамрăк выльăх амăшĕнчен иммунитет илет. Хыç ÿкессине те асăрхасах тăмалла. Йăлтах йĕркеллĕ чух вăл 6-12 сехетре ÿкет.

Пăруланă хыççăн ĕнен çилли карăнса ларать. Çакăнтан пăрăнса иртме обязательнăй йĕркепе массаж туса ĕнене малтанхи талăксенче 5-6 хутчен суни те ытлашши мар.

Амăшĕн сĕчĕ пăрăвăн малтанхи апачĕ терĕмĕр. Ун урлă вăл хăйне кирлĕ япаласене илет, иммунитета вăйлатать. Сывă пăрăва 1-1,5 сехетрен сĕт ĕмĕртни лайăх. Сĕтре минераллă тăварсем нумайран пăрăвăн шыв ĕçес килни ÿсет. Çавăнпа ăна 4-5-мĕш кунран вĕретнĕ утă шывĕ ĕçтерсе пăхмалла.

Пăрăва кĕске хушăрах ĕнерен уйăрсан ăна амăшĕн сĕтне витререн çăта-çăта ĕçтересрен асăрханăр. Çакна валли ятарлă ĕмкĕчсемпе усă курăр. Пăру уйăха çитсен ăна çемçе утă хурса пани, пĕчĕкшер пайпа концентрат сĕнни вырăнлă. Çакă унăн мăн хырăмлăх микрофлорине йĕркеллĕ ĕçлеттерме пулăшĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика