Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан тупăш пулать

03 декабря 2016 г.

Ĕç çынна илем кÿрет. Ваттисен çак сăмахне ĕçе юратса пурнăçлакансемпе танлаштарса пăхатăп та вăл питех те тĕрĕсси курăнать.

Эсир паянхи сăн ÿкерчĕкре куракан Андрей Федорович Пайков Катькас ял тăрăхĕнчи Карамалькасси ялĕнче пурăнать. Вăл - тăрăшуллă хресчен. Çемйи пулăшнипе пĕтĕм тăрăшулăхпа килти хушма хуçалăха аталантарассишĕн тимлет. Ĕçре вăл ял çыннисемпе пĕр сăмах тупма пĕлнипе, йывăрлăхсене тарăна ямасăрах сирме пултарнипе палăрать.

- Эпĕ çĕр ĕçĕнчен катара ÿсмен. Çĕр хăйĕнпе ĕçлекене тăрантарнине ачаран пĕлетĕп. Атте-анне вĕрентнипе паян килти хушма хуçалăхри ĕçсене малалла тăсатăп. Хĕрĕмĕрсем те пирĕн ĕçпе кăсăклансах тăраççĕ. Май пур чухне пулăшаççĕ те, - каласа парать Андрей 9 - 10 килограмм таякан купăстасене тараса çине хунă май. - Кăçал 40 сотка çинче купăста, 20 сотка çинче çĕр улми, кишĕр, кăшман, сухан, ыхра çителĕклĕ туса илтĕмĕр. Вăй хурсан тупăш илме май пурри малашне татах та тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарать.

А. БЕЛОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика