Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сад-пахчаçăн уйăх календарĕ

03 декабря 2016 г.

Хĕл вăй илсе пынă май кил хуçин хушма хуçалăхри пахчара юр тытассипе те паянах тăрăшма пуçламалла. Çырла тĕмĕсене юрпа купаласа витмелле, улмуççи вуллисем тавра юр таптаса пусăрăнтармалла.

Çĕр ĕçĕпе туслисем иртнĕ кунсенче хăйсем пурăнакан пÿлĕмре симĕсле çиме сухан, ыхра, кресс-салат тата çулçăллă горчица акнă-лартнă пулсан, вĕсен ĕçĕ сад-пахчаçăн уйăх календарĕпе килĕшсе тăнине палăртатпăр.

Раштав уйăхĕн 3 - 6-мĕшĕсем. Сад-пахчара та, пÿлĕмре те ÿсен-тăранпа тÿрремĕнех ĕçлеме юраман тата купăста тăварлама сĕнмен кунсем. Çак вăхăта усăсăр сая ярас мар тесен вăрлăх, акнă-лартнă ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли препаратсем, удобренисем, ÿсме пулăшакан стимуляторсем ытлă-çитлĕ туянса хумалла.

Раштав уйăхĕн 7 - 8-мĕшĕсем. Уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн пÿлĕмри пур ÿсен-тăрана та касма тата сайралатма юрăхсăр кунсем. Шăварма тата апатлантарма юрать. Вăрлăх туянăр тата çитес çул валли ÿсен-тăран хÿтĕлемелли препаратсем, удобренисем, ÿсме пулăшакан стимуляторсем янтăлăр. Хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлăр. Пахчара юр тытăр.

Раштав уйăхĕн 9 - 10-мĕшĕсем. Уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн пÿлĕмре ÿсекен культурăсене симĕсле çиме акни-лартни вырăнлă. Пÿлĕмри ÿсен-тăрана сăтăрçăсенчен хÿтĕлессипе тăрăшăр, чечексене апатлантарăр. Пахчари йывăçсем çинче хĕл каçакан сăтăрçăсен йăвисене курсан вĕсене çийĕнчех иртĕр. Юр хулăнăшне тĕрĕслесех тăрăр.

Раштав уйăхĕн 11 - 12-мĕшĕсем. Пÿлĕмре симĕсле çиме сухан тата ыхра лартни вырăнлă. Витаминлă калча ÿстерме кирек епле культура акни те ытлашши мар. Пÿлĕмри чечексене те акма-лартма юрать. Пахчара юр тытассипе ĕçлемелле. Юр пусакан туратсене силлемелле. Çырла тĕммисене юрпа картламалла. Йывăçсем таврашĕнчи юра таптаса пусăрăнтармалла.

Раштав уйăхĕн 13 - 15-мĕшĕсем. Уйăх календарĕ пахчаçăсене çак кунсенче кирек хăш ÿсен-тăранпа та ĕçлеме тăхтама сĕнет.

Раштав уйăхĕн 16 - 18-мĕшĕсем. Пахчара юр тытассипе, юр пусакан туратсене силлессипе, çырла тĕммисене юрпа картлассипе, йывăçсем таврашĕнчи юра таптаса пусăрăнтарассипе малалла ĕçлĕр. Юр хулăнăшне тĕрĕслĕр. Пÿлĕмри ÿсен-тăран сăтăрçисемпе кĕрешме меллĕ. Çуркунне сыпма сапансем янтăлăр. Купăста тăварлама, пан улми йÿçĕтме, сокпа хĕрлĕ эрех хатĕрлеме юрăхсăр тапхăр.

Раштав уйăхĕн 19 - 21-мĕшĕсем. Юр хулăнăшне тĕрĕслесе тăрса пахчара ăна тытассипе малалла ĕçлĕр, туратсем çинчи юра силлĕр. Пÿлĕмри ÿсен-тăрана сăтăрçăсенчен хÿтĕлессипе ĕçлĕр. Çуркунне сыпма сапансем янтăлăр. Купăста тăварлама, пан улми йÿçĕтме, сокпа хĕрлĕ эрех хатĕрлеме юрăхсăр кунсем.

Раштав уйăхĕн 22 - 23-мĕшĕсем. Уйăх календарĕ çак кунсенче пÿлĕмри чечексене шăварма тата апатлантарма сĕнмест. Хатĕрленĕ пахча çимĕçе шăнтса хуни аван. Пĕр тытăнса тăмасăр вăрлăх тата ÿсен-тăран хÿтĕлемелли препаратсем, удобренисем, ÿсме пулăшакан стимуляторсем туянăр - кая юлсан каю шăтать.

Раштав уйăхĕн 24 - 26-мĕшĕсем. Уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн çак кунсенче пÿлĕмри чечексене шăварни тата апатлантарни лайăх. Асра тытăр, çак кунсенче купăста тăварлама, пан улми йÿçĕтме, сокпа хĕрлĕ эрех хатĕрлеме питех те меллĕ.

Раштав уйăхĕн 27 - 28-мĕшĕсем. Пахча çимĕçе шăнтса хума аван вăхăт пулнине асра тытăр. Хăвăра килĕшекен вăрлăха тата ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли препаратсене, удобренисене, ÿсме пулăшакан стимуляторсене туянăр. Пÿлĕмри ÿсен-тăрана сăтăрçăсенчен хÿтĕлĕр.

Раштав уйăхĕн 29-мĕшĕ. Уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн пур ÿсен-тăранпа та ĕçлеме меллĕ. Пустуй вăхăт çухатасран вăрлăх, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли препаратсем, удобренисем, ÿсме пулăшакан стимуляторсем туянăр. Хуçалăх ĕçĕсене ытларах пурнăçлама тăрăшăр.

Раштав уйăхĕн 30 - 31-мĕшĕсем. Пÿлĕмре вăрлăх акни, симĕсле çиме суханпа ыхра лартни, пахчара юр тытни, ăна йывăç вуллисем тавра таптаса пусăрăнтарни юрăхлă. Пÿлĕмри ÿсен-тăрана шăварни те, апатлантарни те халĕ ытлашши пулмасть. Кунпа пĕрлех иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетме те меллĕ вăхăт.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика