Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ентеш - спорт мастерĕ

03 декабря 2016 г.

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта хăвăрт утассипе Чăваш Республикин кубокĕн юлашки - тăваттăмĕш тапхăрĕ иртрĕ. Медальсем çĕнсе илессишĕн республикăри тĕрлĕ районпа хуларан пурĕ 100 ытла спортсмен старта тухнă, вăл шутра - пирĕн район спортсменĕсем те.

В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн тренерĕ В. Киселев каланă тăрăх, муркашсем япăх мар ăмăртнă. Шкулăн Нискасси уйрăмĕнче ăсталăха туптакан Яна Николаева, Анастасия Попугаева, Алексей Алексеев тата Çатракасси уйрăмĕнчи Анастасия Скворцовăпа Юрий Иванов пысăк шанăç панине палăртать вăл. Спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Даниил Зайцев та хастарлăх кăтартать.

Пирĕн ентеш Лилия Степанова вара çак ăмăртăвăн пур тапхăрĕнче те лайăх результатсем кăтартса хăйĕн ÿсĕмĕнче çĕнтерÿçĕ пулма тивĕçнĕ. Ку кăна та мар. Лилия хăвăрт утассипе Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Çак ятпа ăна ăмăртура мастерăн паллипе тата удостоверенийĕпе чысланă. В. Киселева вара "Çĕнтерÿçĕн тренерĕ" медальпе наградăланă.

Декабрĕн 3-4-мĕшĕсенче пирĕн çамрăк спортсменсем черетлĕ республика ăмăртăвне хутшăнаççĕ.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика