Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван халăхшăн тăрăшнă

03 декабря 2016 г.

Спиридон Михайлов-Янтуш - чăваш хушшинчен тухнă чи пирвайхи çыравçă, этнограф тата историк. Вăл 1821 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче Юнкăпуçĕнче çуралнă.

Ку таврара шкулсем пулманпа пĕрех, çавăнпа та вăл, хутла вĕренме ĕмĕтленнĕскер, хăйне хулана яма ыйтнă. Вара унăн ашшĕ ăна Чикме хулине Михеев сутуçă патне вырăсла калаçма, вулама тата çырма вĕренмешкĕн янă. Унта вăл чиркÿ азбукине тата тĕн кĕнекисене вулама хăнăхнă. Вĕрентме пулнă купсан чăваш ачипе аппаланас килмен. Вăл ытларах хăйĕн усламĕшĕн хыпса çуннă. Чăваш ачин ытларах тарçăра ĕçлеме тата хăйне тĕллĕн вĕренме тивнĕ. Хула мещенĕсемпе купса тарçисем чăваш ачинчен тăтăшах мăшкăлласа кулнă.

1833 çулта С. Михайлов купса çуртĕнчен пăрахса кайнă та чăваш вулăсĕн кантурне ĕçе вырнаçнă. Выçăллă-тутăллă пурăннине пăхмасăрах пултаруллă ача хăй тĕллĕнех хут ĕçне хăнăхса пынă. Вăл тĕрлĕ вулăс правленийĕсенче, земство полицийĕнче ĕçленĕ. 1842 çултан пуçласа мĕн виличченех С. Михайлов Чикмери земство çурчĕн куçаруçи пулнă.

Йывăр пулсан та, С. Михайлов вĕренес тесе тăрăшнă. Вăл вырăс çыравçисен произведенийĕсене хаçат-журналта вуласах тăнă, вырăс тата чăваш халăх историйĕпе интересленнĕ. Каярахпа вара литература ĕçне те тытăннă.

1852 çулта çыравçă çине-çинех очерксем çырнă: "Балдран-базар в Козьмодемьянском уезде", "Предания чуваш", "Чувашские свадьбы" тата ытти те. Вĕсенчен хăшĕсем пĕчĕк сценка евĕр пулса тухнă.

1851 çулта С. Михайлов чăвашсем çинчен икĕ пайлă кĕнеке çырма шут тытнă, унта çак пайсем кĕмелле пулнă: чăвашсен йăли-йĕркине çырса кăтартни тата чăваш калаçăвĕсемпе юррисем. Çак ĕçе вăл 1852 çулхи çулла вĕçлеме палăртнă. 1853 çулта "Чувашские разговоры и сказки" кĕнеке пичетленсе тухать. Унта "Краткое этнографическое описание чуваш" ятлă очерк, ултă инсценировкăпа сценка тата юмахсемпе халăх сăмахлăхĕн ытти хăш-пĕр тĕслĕхĕсем кĕнĕ. Çакна палăртнă кĕнекен иккĕмĕш варианчĕ теме пулать.

С. Михайлов ытларах вырăсла çырнă, çакна валли сăлтавĕсем те пулнă. Çыравçă калав жанрĕнче те ăнăçлă ĕçленĕ. Ахальтен мар ăна чăваш калавĕн жанрне пуçарса яраканĕсенчен пĕри тесе шутлаççĕ.

Тăван халăха ытти халăхпа тан праваллă тăвассишĕн, унăн культурине çÿле хăпартассишĕн, ăна çутта кăларассишĕн, унăн литературипе искусствине аталантарассишĕн нумай тăрăшнă вăл. Вăл чăваш халăхĕ çинчен çырнă истори, этнографи, литература ĕçĕсем паллă вырăс ученăйĕсемпе писателĕсене интереслентерсе янă. Вĕсем малашне чăваш халăхĕн пурнăçне, йăли-йĕркине, чĕлхине, сăмахлăхне çине тăрсах тĕпчеме тытăнни С. Михайлов ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн пуçланнă.

Дмитрий пиччĕшĕ каласа панă тăрăх, пĕррехинче Спиридон яла хăй алăпа çырнă, ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ чăвашла букварь, хут, кăранташсем илсе килнĕ те кÿршĕри темиçе ачана Микола шăллĕпе ашшĕ килĕнче хут вĕрентме пуçлать. Ялта вара çакна "Çпирка школĕ" теме пуçлаççĕ. Хăйсен ялĕнчех вулама-çырма вĕреннине курма Михалисем патне кÿршĕ-аршă пухăннă, тĕлĕннĕ, çап-çамрăк учителе çăвар карса итленĕ. Кайран та Спиридон Михайлов ялти çамрăксене хăй патне вĕренме чĕннĕ. Вăл ăсласа хатĕрленĕ букварь ашшĕ килĕнче турăш хыçĕнче упраннă.

1840-1850 çулсенче, Чăвашра пирвайхи шкулсем уçма тытăнсан, С. Михайлов Етĕрне районĕнчи ялсенче, çавăн пекех Чемейри шкулсене уçассишĕн чылай вăй хунă. Чăннипех те çынсемшĕн ырă тĕслĕх пулнă.

Паян кун та эпир С. Михайлов ятне асра тытатпăр. Пирĕн шкул 1966 çултанпа ун ячĕпе хисепленсе тăрать. Шкулта музей та пур. Юнкăпуç ялĕнче ăна асăнса стела та лартнă.

Ентешĕмĕр çуралнăранпа 195 çул çитрĕ. Çавна май шкулта раштавăн 15-мĕшĕнче ăна халалланă наукăпа практика конференцине ирттерме йышăннă. Ытти конкурс-викторинăсем те иртеççĕ.

Юнкăри вăтам шкул коллективĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика