03 декабря 2016 г.
Пĕтĕм Раççейри Раççей художникĕсен союзĕн регионти "Чăваш Ен художникĕсен пĕрлешĕвĕ" уйрăм Муркашри Тури чăвашсен музейĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Союз йышĕнчи художниксем виçĕ çул ĕнтĕ Муркаш районĕнчи илемлĕ вырăнсенче пленэр ирттерчĕç, çав вăхăтрах Ильинка шкулĕнче мастер-классем те йĕркелерĕç. Интереслĕ экскурсисемшĕн вĕсем районти таврапĕлÿçе Игорь Каргина тав сăмахĕ калаççĕ. Вăл пулăшнипе художниксем хăйсем валли Муркаш тăрăхĕнче картинăсем çырма илемлĕ вырăнсем татах пуррине палăртса хунă.
Шăмăршă районĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Головинский пленэрсемччен те Муркаш районĕнче пулнă.
- 1980-мĕш çулсенче Ильинкăри кану çуртĕнче пулнăччĕ, каннă. Ун чухне илем пирки шухăшласах кайман. Халĕ вара илем чăнах та тыткăнларĕ. Çавăнпа та сăрăпа та, графика мелĕпе те çав илеме кăтартма тăрăшрăм. Хам ÿкернĕ тăватă картинăна (графика) кунти Тури чăвашсен музейне парнелеме шутларăм. Илеме тĕрлĕ майпа çынна кăтартса пама пулать - прозăра, поэзире, юрă-кĕвĕре... Пирĕн, художниксен, çут çанталăк илемне хамăр чĕре витĕр кăларса, хут е урăх пусма çине куçарса ыттисене кăтартма май пур, - каласа парать вăл.
Акă ишĕлнĕ кĕперте нимĕн те илĕртÿлли çук пек, анчах та художник ăна та куç илмелле мар илемлĕ кăтартса панă. Ĕмĕрсем витĕр тухнă юманăн мăнаçлăхне те вăл хăйне май кăтартнă - юман тÿпе таранах курăнать.
Районти шыв сикки те художниксене тыткăнланă. Унта татах пулса курас кăмăллине каларĕ А. Головинский.
Чăваш художникĕсен пĕрлешĕвĕн правлени членĕ Анна Брагина хăйсен ĕçĕпе паллаштарнă май акă мĕн каласа пачĕ:
- Çулсеренех эпир тĕрлĕ района çитетпĕр. Ку таранччен Тăвай, Канаш, Çĕрпÿ тата Муркаш районĕсенче пултăмăр. Çитес çул Пăрачкав тăрăхне çитесшĕн. Пирĕн ушкăнра 5-7 çын. Эпир пурте Чăваш Енри художниксен пĕрлешĕвĕн йышĕнче тăратпăр. Эпĕ, сăмахран, 1995 çултанпа. Кашни пленэр хыççăн Шупашкарта тата Муркаш районĕнче куравсем йĕркелетпĕр. Мĕншĕн Муркаш районĕнче; Мĕншĕн тесен эпĕ хамăр района питĕ юрататăп. Çынсем умне илеме кăларас килет, художниксемпе паллаштарас килет, вăл шутра - хамăр районтан тухнисемпе те. Картинăсене те парнелетпĕр.
Художниксем тĕрлĕ шайри куравсене хутшăнаççĕ: тĕнче шайĕнчисене те, çĕршыврисене те. Çулсеренех "Савнă Шупашкарăм" курав йĕркелеççĕ. Çав кураври хăйĕн хăш-пĕр картинисене Анна Брагина Крымра та кăтартма пултарнă. Картинăсене унти пĕр музейра шыв тематикипе иртнĕ курава тăратнă. Картинăсене парнелесе хăварнă.
А. Головинский ĕмĕр тăршшĕпех ÿкернĕ пулин те (шкулта ĕçлет), 2007 çулта кăна художниксен пĕрлешĕвĕн йышне кĕнĕ. Унччен хăй тĕллĕн ÿкернĕ, аталаннă. Художниксен пĕрлешĕвĕнчи ăстаçăсен вара хушма ответлăх - ĕçсемпе çынсене усă кÿмелле. Унăн картинисем, сăмахран, 13 çĕршывра. Ÿкернисем вара пинрен те иртнĕ.
Муркаш тăрăхĕнче иртнĕ пленэрсем хыççăнхи курав ноябрь уйăхĕнче вĕçленчĕ. Картинăсене илсе каяс умĕн вара хăшĕсене парнелесе хăварчĕç.
- Çак картинăсем пирĕншĕн те питĕ хаклă. Сирĕн юманĕ те пур, картини те, - тесе шÿтлесерех калаçрĕ пултаруллă художник.
Апла музея килекенсем çак илемлĕ вырăнсем пуррине нихăçан та манмĕç.
Н. Николаева.