03 декабря 2016 г.
Владимир Путин хăйĕн Çырăвĕнче çĕршыва 2017 çулта тата малашнехи çулсенче аталантармалли çул-йĕре палăртрĕ. Çырура çĕршыв экономикине аталантарасси, социаллă ыйтусем, шалти политика ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрчĕ.
Эпĕ шутланă тăрăх, ку Çыру вăл Федераци Пухăвне кăна мар, пĕтĕм Раççей халăхĕ патне янă Çыру пулса тăрать. Раççей Президенчĕ граждансем патриот хаклăлăхĕсем тавра пĕрлешме тăрăшнине, общество тĕрĕслĕх енне туртăннине пысăк хак парать. Президент çавна палăртса каларĕ. Пур проблемăсемпе ыйтусене пĕр харăс татса пама май çуккине çынсем тĕрĕс ăнланаççĕ. Йывăрлăхсем вара пире çирĕпрех тăваççĕ. "Эпир - пĕрлĕхлĕ халăх. Раççей пирĕн пĕрре кăна", - терĕ Владимир Владимирович. Çĕршыв пуçлăхĕн сăмахĕсемпе кашниех килĕшет пулĕ тесе шухăшлатăп - пирĕн вăй шăпах ĕнтĕ пирĕн пĕрлĕхре. Ку вăл çапла пулнă, малашне те çаплах пулĕ.
Президент палăртнă тăрăх, çĕршывра граждансене пурăнма хăтлă пултăр тесе пĕтĕмпех тăвĕç. Владимир Владимирович вĕренÿ системине аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл каланă тăрăх, вĕренÿ учрежденийĕсене реконструкцилес ĕçсем малалла та пулса пырĕç, шкулсенчи иккĕмĕшпе виççĕмĕш смена проблемисене татса парĕç. Кунпа пĕрлех вăл вĕренÿ процесĕн содержанине лайăхлатассин ыйтăвĕсене те мала кăларать. Мĕншĕн тесен шкулăн задачи вăл ачасене пахалăхлă пĕлÿ парасси кăна мар, çавăн пекех нравственноç воспитанийĕ парасси те. Педагогсем умне ачасен пултарулăхне уçма задача лартать. Мĕншĕн тесен çитĕнекен ăру - çĕршыв пуласлăхĕ.
Çĕршыв Президенчĕ юптарса калаçмасть. Нумаях мар пулсан та, промышленноç производстви ÿснине, пурăнмалли çурт-йĕр строительстви енĕпе кăтартусем рекордлă пулнине, АПК ăнăçлă аталаннине каларĕ. Çавăн пекех сывлăх сыхлавĕнчи ырă улшăнусене палăртрĕ. Кунпа пĕрлех вара ку сферăра тĕл пулакан проблемăсене те асăнмасăр хăвармарĕ, вĕсене пĕрле татса памалли пирки астутарчĕ.
Президент Çырура коррупципе кĕрешесси çине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Çĕшыври налук системине, пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантармалли çулсем çинче чарăнчĕ. Тĕрĕссипе экономикăн пур сфери пирки те калани пур. Владимир Путин инфляцие чакарса пымалли мелсене палăртрĕ, ăна 4 процента çити чакарма задача лартрĕ.
Тулашри политика çинче чарăнса тăнă май, В.В. Путин çĕршыв оборонипе хăрушсăрлăха çирĕплетессине, терроризмпа кĕрешессине тимлĕх уйăрать. Пирĕн хĕç-пăшаллă вăйсем Раççейпе унăн гражданĕсен интересĕсене çĕршыв тулашĕнче те хÿтĕлеме пултарччăр тет. Вăл палăртсах каларĕ, Раççей анăç çĕршывĕсемпе килĕштерсе ĕçлеме хатĕр. Америкăпа хутшăнусем юлашки вăхăтра япăхланнине пăхмасăрах, Раççей Америкăн çĕнĕ администрацийĕпе хутшăнусене йĕркелеме хатĕр. Раççей тĕнче тата регионсен шайĕнчи проблемăсене татса парассинчен айккинче тăмасть.
Президент çавăн пекех çĕршывăн, Раççей гражданĕсен вырăс чунĕн пĕлтерĕшне палăртать. Пирĕн çĕршыв хăйĕн проблемисене хăех татса парĕ, ытти çĕршывсен сĕнÿ-канашĕ пире кирлĕ мар.
Хăйĕн Çырăвĕнче Раççей Президенчĕ пирĕнтен кашнине канăç паман проблемăсене хускатрĕ. Çитсе килекен 2017 çула Раççейре Экологи çулталăкĕ пулать тесе пĕлтернĕ май, пире хамăрăн "пĕчĕк Тăван çĕршывра", хамăрăн урамсемпе ялсенче йĕрке тума, санкцилемен свалкăсене пĕтерме ыйтрĕ.
Владимир Путин палăртнă тăрăх, çак проблемăна та, ытти проблемăсене те татса парасси, çавăн пекех çĕршыв малашлăхĕ те пĕтĕмпех пирĕнтен хамăртан кăна килет. Пĕрле эпир хамăр ума лартнă задачăсене татса пама пултарăпăр.
Эпĕ çĕршыв Президенчĕн сăмахĕсемпе пĕтĕмпех килĕшетĕп, çавăнпа та районта пурăнакансене пурне те хамăрăн тăван районăмăра, тăван Чăваш Ене, аслă тăван Раççее малалла аталантарассишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума чĕнсе калатăп.
Р. ТИМОФЕЕВ,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.
* * *
Муркаш район тĕп больницин тĕп врачĕн çумĕ Оксана ПОПОВА:
- Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне тухнă Çырăвĕнче çĕршыв аталанăвĕн тĕп саманчĕсем çинче чарăнса тăчĕ.
Мана вара, медицина сферинче ĕçленĕ май, пирĕн ĕç пирки каланă самантсем ытларах кăсăклантарчĕç. Медицинăра татса паман ыйтусем пуррине палăртрĕ Президент. Вĕсем черетсемпе, пациента ячĕшĕн кăна тимлĕх уйăрнипе, врачсем хут ĕç ăшне путнипе тата вĕсен ăсталăхĕ çителĕксĕррипе çыхăннине каларĕ В. Путин. Çакна май врачсен хут ĕçне чакарассипе, вĕсен ăсталăхне ÿстерме ятарлă вĕренÿ йĕркелемелли çинче чарăнса тăчĕ. Чăнах та çавăн пек пулсан медицина ĕçченĕсемшĕн те, пациентсемшĕн те лару-тăру лайăх енне улшăнмалла. Кун пек чухне Президент "врачсен пациентсемпе ĕçлеме вăхăт ытларах пулать" тени те пурнăçланĕ.