Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашниех тимлĕхре

03 декабря 2016 г.

Чăваш Республикин официаллă кăтартăвĕ тăрăх, республикăра 85 360 инвалид пурăнать. Район территорийĕнчи пĕтĕмĕшле йышпа танлаштарсан, ку питех пысăк цифра пулнине кашниех ăнланать пулĕ. Çакă республикăри мĕнпур йышăн 7 проценчĕпе танлашать, юлашки тапхăрта ку кăтарту пĕр шайра тăрать. Çулсерен республикăра 6 - 8 пин çынна пĕрремĕш хут инвалида тухнине пĕлтереççĕ, иртнĕ çул çак хăрушă хыпара малтанласа 427 ача илтнĕ.

Интернат учрежденийĕсенче хÿтлĕх кирлĕ тĕрлĕ категориллĕ 2 пине яхăн çын пурăнать, вĕсенчен 95 проценчĕ инвалид. 2 пин ытла инвалида килти условире социаллă ĕçченсем пăхса тăраççĕ.

Районти ку тĕлĕшри лару-тăрупа социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçине Валентина Аникинăна паллаштарма ыйтрăм:

- Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тăвассинчен эпир те аякра юлмастпăр. Ăна ирттерессине вара ООН Генеральнăй Ассамблейи 1992 çулта çирĕплетнĕ. Çав вăхăтран пуçласа инвалидсене ытти чухнехинчен те ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Асăннă категорие патшалăх хăй хÿтлĕхне илнĕ. Раççей, республика правительствисем вĕсем тĕлĕшпе сахал мар программа вăя кĕртеççĕ.

Çак тапхăр тĕлне районта 2138 инвалид пурăнать, инвалид ачасем - 108-ăн. Инвалид ушкăнĕ пур çынсене социаллă тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтерме май пур.

Саккунпа килĕшÿллĕн асăннă категорие санаторипе курорт сиплевĕ валли путевкăпа черетсĕр тивĕçтерме право пур. Кăмăл тăвакансем "Волжские зори", "Чувашиякурорт", "Надежда" санаторисенче сывлăха çирĕплетме пултараççĕ. Санаторипе курорт канăвĕ тата сиплевĕ валли путевкăпа усă курас текенсен социаллă страховани фондне кайса черет тăмалла. Çакна палăртса хăвармалла, путевка тивĕçесси çыннăн кăмăлне кура мар, врач пĕтĕмлетĕвĕнчен килет.

Чăваш Республикинчи граждансене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессин патшалăхăн ятарлă программи шайĕнче социаллă пулăшу мелĕсем вăйра тăраççĕ. Социаллă тивĕçтерĕвĕн стационарлă учрежденийĕсенче черетсĕр йышăнассине пăхса хунă.

Саккунпа килĕшÿллĕн инвалидсене коммуналлă услугăшăн уйăхсерен тÿлес йĕрке вăйра тăрать. 2016 çулта федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемпе усă курнăшăн, вăл шутра капиталлă юсавшăн тăкакланнишĕн 2 пин çынна 7 миллион тенкĕлĕх компенсаци панă.

2015 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнчи 68 номерлĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин "О форме предоставления мер социальной поддержки по оплате жилого помещения и коммунальных услуг отдельным категориям граждан" саккунне улшăнусем кĕртнĕ.

Саккунпа килĕшÿллĕн 2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 31-мĕшĕччен социаллă пулăшупа тивĕçтермелли çĕнĕ йĕрке çине тăмалли куçăм тапхăрĕ пулчĕ. Çак тапхăрта çăмăллăхсене тивĕçнисене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăшăн тÿленине саплаштарма компенсацие республика стандарчĕсене кура парса тăнă. Çак стандартсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ.

Август уйăхĕнче федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансене пурне те пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăшăн чăннипе мĕн чухлĕ тивĕçтернине кура укçа тÿлевĕсене çĕнĕрен шутласа панă. Ăна февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 31-мĕшĕччен, сентябрь уйăхĕнче вара февральтен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен, октябрь уйăхĕнче февральтен пуçласа сентябрĕн 30-мĕшĕччен, ноябрь уйăхĕшĕн вара çав тапхăртан пуçласа октябрĕн 31-мĕшне кĕртсе шутланă. Çак ĕçе пурнăçланă чухне УК, ТСЖ, "Газпром межрегионгаз Чебоксары" ООО, "Чувашская энергосбытовая компания" АО кăтартăвĕсене шута илнĕ.

Енчен те гражданин хăйĕн компенсаци шайĕ урăхла пулма пултарать тесе шухăшлать пулсан, регистрациленнĕ вырăнти социаллă хÿтлĕх пайне каймалла. Пĕрле тÿлев тунин квитанцийĕсене илмелле. Тĕплĕнрех вара 62-2-40 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пулать.  

Районти социаллă пулăшу центрĕ çумĕнче мобильлĕ бригада йĕркеленĕ. Социаллă хÿтлĕх пайĕн, социаллă пулăшу центрĕн, пенси фончĕн, сывлăх сыхлав учрежденийĕн тата обществăлла организаци ĕçченĕсенчен тăракан пĕрлехи ушкăн аякри ялсене, вырăнпа выртакан чирлĕ çынсем тата инвалидсем патне тухса ку тĕлĕшри тĕрлĕ услугăпа тивĕçтерет. МСЭ бюровĕ граждансене йышăннă чухне çÿлерех асăннă ведомствăсен специалисчĕсемпе "пĕр чÿрече мелĕпе" усă курать.

Самантпа усă курса вара пирĕн хисеплĕ çыннăмăрсене чи пысăк пуянлăх - сывлăх, ăнăçу сунас килет.

Р. Илларионова калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика