03 декабря 2016 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра декабрĕн 1-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырупа паллаштарнин церемонине хутшăннă.
Декабрĕн 1-мĕшĕнчех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Раççей Федерацийĕн транспорт министрĕ Максим Соколов чĕннипе министерствăри тĕл пулура пулнă. Унта çĕршывăн транспорт системине 2030 çулчченхи тапхăрта аталантарасси пирки сăмах пынă.
Ноябрĕн 30-мĕшĕнче вара Михаил Игнатьев пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фондăн генеральнăй директорĕпе - патшалăх корпорацийĕн правленийĕн председателĕпе Константин Цицинпа тĕл пулнă.