03 декабря 2016 г.
Раççей пирĕн пĕрре кăна
Çыру
Декабрĕн 1-мĕшĕнче Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне çулленхи Çырупа тухрĕ. Документа вăл 1 сехет те 9 минут вуларĕ. Унчченхи çул çавна валли ăна 58 минут кирлĕ пулнăччĕ.
Малтанах Путин Раççей гражданĕсене патриот хаклăлăхĕсем тавра пĕрлешнĕшĕн тав сăмахĕ каларĕ. "Анчах та пĕтĕмпех килĕшни, пĕтĕмпех тивĕçтерни пирки пĕрлешмен. Йывăрлăхсемпе проблемăсем пирĕн çителĕклипех. Вĕсен сăлтавĕсем тĕлĕшпе çынсен ăнланулăх пур, чи пĕлтерĕшли - эпир вĕсене кирек епле пулсан та çĕнтерессе çынсем шанаççĕ. Раççейшăн, унăн ырлăх-пурлăхĕшĕн çынсем пĕрле ĕçлеме хатĕр. Акă мĕн çынсене пĕрлештерет", - терĕ президент.
Кунсăр пуçне Çырура Владимир Путин çакăн пирки каларĕ...
ИртнĔ суйлав пирки
Президент Думăн суйлав кампанийĕ пирки асăнчĕ. Патшалăх Думин суйлавĕн хутăш моделĕ патне таврăнасси пирки 2012 çулхи Çырура каланăччĕ. Çакă вăл общество шухăшне шута илсе тунă принциплă утăм пулса тăрать.
Халăх суйлакан органăн - Патшалăх Думин пĕлтерĕшĕ ÿсрĕ, саккунсем йышăнакан влаç органĕн авторитечĕ те пĕтĕмĕшле çирĕпленчĕ. Апла ăна пулăшни те кирлех. Çавăнпа та, президент шухăшĕпе, "Единая Россия" парти çине пысăк яваплăх тиенет. "Хамăрăн пĕрлехи ĕçе граждансем умĕнчи мĕнпур обязательствăсене, шантарнисене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртессине тĕпе хурса йĕркелесе пырас пулать", - тесе чĕнсе каларĕ вăл.
Культура сферинчи
тавлашуллă самантсем пирки
Президент культура ĕçченĕсемпе граждан обществин яваплăхĕсем пĕр пекех пулнине каларĕ. Ку ыйту патне Культура канашĕн çитес ларăвĕнче таврăнма шантарчĕ.
Культура сфери тĕлĕшпе кирек кам та хăйĕн позицине уçăмлăн палăртма пултарать. "Енчен те кам та пулин хăйне ыттисенчен интеллигентлăрах, мал курăмлăрах, ăслăрах тесе шухăшлать пулсан, енчен те эсир чăннипех те çавăн пек пулсан та, ыттисене те итлеме пĕлĕр", - палăртрĕ Владимир Путин. Анчах та агрессиллĕ реакцие, уйрăмах çакă вандализма çывăх е саккунлăха хирĕçлет пулсан вара, ку тĕлĕшпе патшалăх позицийĕ çирĕп пулассине каларĕ.
Президент уйрăммăн палăртнă тăрăх вара "культурăра та, политикăра та, массăллă информаци хатĕрĕсенче те, общество пурнăçĕнче те, экономика ыйтăвĕсем тĕлĕшпе те никам та çынна хăйне май шухăшлама тата хăйĕн позицине уçăмлăн палăртма чарма пултараймасть".
Октябрьти революци
100 Çул тултарни пирки
Путин çитес çул Февральти тата Октябрьти революцисем пулнăранпа 100 çул çитнине аса илтерчĕ. Çак çĕр çуллăх тапхăрĕнче ку событисене тĕрĕс тишкерсе хак памалли пирки каларĕ. Истори урокĕсем пире пĕр-пĕрин хушшинчи кÿренÿсем пирки манмалли, татах пĕтĕçÿллĕрех пулмалли пирки аса илтермелли пирки каларĕ.
"Айтăр-ха çакна манар мар: эпир пĕрлĕхлĕ халăх, эпир пĕр халăх, Раççей те пирĕн пĕрре кăна", - терĕ Путин.
ПĔтĔм РаÇÇей политики пирки
Путин çапла палăртрĕ: "Пирĕн политикăн пĕтĕм тĕллевĕ - çынсене сыхласа хăварасси, çынсен ырлăх-пурлăхне ÿстерсе пырасси. Çакă пулса тăрать те Раççейăн тĕп пуянлăхĕ".
Президент асăннă тăрăх, 2013 çулта Раççейре ачасем çуралассин коэффициенчĕ 1,7 пулнă. Çакă Европăри ытларах çĕршывсенчинчен пысăкрах. 2015 çулта вара пĕтĕмĕшле коэффициент çав-çавах кăштах та пулин пысăкрах пулать - 1,78.
Медицина тата педагогика аслă вĕренÿ заведенийĕсене конкурс ÿссе пырать. Перинатальнăй центрсем пирĕн пачах пулманни те пулнă. 2018 çулта вара çĕршывра вĕсен шучĕ 94-а çитмелле.
Кунсăр пуçне 2015 çул итогĕсем тăрăх Раççейре чĕрĕ çуралнă ачасем хушшинчи вилеслĕх шайĕ пĕр пин ача пуçне 6,5 пулнă. Европăра вара - 6,6. 2016 çулхи 10 уйăх итогĕсемпе вара ку хисеп - 5,9.
Медицина пирки
Путин çак цифрăсене илсе кăтартрĕ. Юлашки 10 çул хушшинче пысăк технологи медицина пулăшăвĕн калăпăшĕ 15 хут ÿснĕ. Çĕршер пин кăткăс операцие федераци центрĕсенче кăна мар, регион клиникисенче те тăваççĕ. "Енчен те эпир 2005 çулта ку программăна пуçланă чухне Раççейре 60 пин çын пысăк технологи медицина пулăшăвĕ илнĕ пулсан, 2016 çулта вара вĕсен шучĕ 900 пин пулĕ", - терĕ Путин.
Президент шантарнă тăрăх, 2017 çултан тытăнса федерацин тата регионсен медицина центрĕсемпе аслă вĕренÿ заведенийĕсенче тухтăрсене вĕрентессине йĕркелĕç. Çавăн пекех çитес икĕ çул хушшинче çĕршыври мĕнпур больницăпа поликлиникăна пысăк хăвăртлăхлă Интернетпа çыхăнтарма сĕнчĕ.
Çитес çултан 34 регионта санитари авиацийĕн программине пурнăçа кĕртме тытăнĕç. Проектпа çавна валли 3,3 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă.
ВĔренŸ пирки
Путин çавна пĕлтерчĕ. 2016 çултан тытăнса шкулсенче çĕнĕ вырăнсем йĕркелессин программи ĕçлет. Ăна 2016 - 2025 çулсем валли йышăннă. Ун валли çуллен 25 млрд тенкĕ уйăрĕç. Çапла вара 2016 çултан тытăнса 2019 çулччен кăна шкулсенче вĕренекенсем валли çĕнĕрен 187998 вырăн йĕркелеме пăхнă. Çапла майпа, президент каланă тăрăх, шкулсенчи виççĕмĕш, кайран вара иккĕмĕш смена ыйтăвне татса парас пулать.
Президент палăртнă тăрăх, вĕренÿ системин тытăмĕнче тĕп принцип ачана пĕлÿ парасси кăна пулмалла мар. Кашни ачан пултарулăхне курма пĕлес пулать. Вĕсене хăйсем тĕллĕн шухăшлама, пĕччен тата йышпа ĕçлеме, пурнăç кăларса тăратакан задачăсене татса пама хăнăхтармалла.
Волонтерсем пирки
Президент шухăшĕпе паянхи пурнăçра çынсем тĕрлĕрен ыр кăмăллăх акцийĕсене активлă хутшăнаççĕ. Социаллă сетьсенче те, массăллă информаци хатĕрĕсенче те çынсене сыватма, ачасене пулăшма чĕнни сахал мар. Ырă кăмăллисем чунтан пулăшма тăрăшаççĕ. Путин Общество палатине тата Стратеги пуçарăвĕсен агентствине волонтерсене пулăшма ыйтрĕ.
Чиновниксем пирки
Президент чиновниксене халăхпа çывăхрах пулма, социаллă ыйтусене татса пама активлăрах хутшăнма чĕнсе каларĕ. "Служба кабинечĕсенче пытанса ларма кирлĕ мар, çынсемпе уççăн калаçма хăрамалла мар", - терĕ вăл.
Чиновниксен çавăн пекех хамăр пурăнакан хуласемпе ялсене хăтлăрах тăвасси, истори хаклăлăхĕсене сыхласа хăварасси, çынсене пурăнма лайăхрах условисем туса парасси çине те тимлĕх уйăрас пулать.
"Çитес çул эпир тирпей-илем программине пурнăçа кĕртме, çавăн пекех монохуласем валли регионсене 20 млрд тенкĕ уйăрса паратпăр. Çав укçа-тенкĕпе епле усă курасси пирки вара çынсен хăйсен шухăш-кăмăлне те шута илес пулать", - палăртрĕ Путин.
Çавăн пекех вăл икĕ çул хушшинче 40 млн çын таран пурăнакан хуласенче çурри таран çулсене йĕркене кĕртсе çитермелли пирки асăнчĕ.
Экономика пирки
"Икĕ çул каялла эпир чăннипех те экономика йывăрлăхĕсемпе, тĕнче рынокĕнчи ăнăçлах мар конъюнктурăпа, санкцисемпе тĕл пултăмăр. Пире хăшĕсем хăйсен юррине юрлаттарма, хамăрăн наци интересĕсенчен чакма хистеме хăтланчĕç. Анчах та экономика аталанăвĕн пăтăрмахĕн тĕп сăлтавĕсем чи малтанах хамăрăн шалти проблемăсемпе çыхăннă", - терĕ Путин.
Инвестици ресурсĕсем, хальхи технологисем, профессионал кадрсем çитсе каймаççĕ, конкуренци япăх аталаннă. Апла пулин те, президент палăртнă тăрăх, производство чакса пырасси чарăннă ĕнтĕ. Промышленноç продукцине туса кăларасси ÿсни палăрать.
2015 çулта 85 млн тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута яма пултарнă. Ку вăл çĕршыв историйĕшĕн те рекордлă кăтарту.
Çĕршыв ертÿçи палăртнă тăрăх, финанс ресурсĕсене сыхласа хăварма пултарнă. Тĕп банкăн ылтăн валюта резервĕсем чакман, ÿснĕ.
Ял хуÇалăХĔ пирки
Путин ял хуçалăхне хакласси пĕтĕмĕшле ырă еннелле улшăнса пыни пирки каларĕ. "Паян АПК - ăнăçлă отрасль. Вăл çĕршыва тăрантарать, тĕнче рынокĕсене çĕнсе илет", - терĕ.
Владимир Владимирович палăртнă тăрăх, хăш-пĕр çĕршывсен санкцийĕсем пире ура хума мар, малалла аталанма пулăшрĕç кăна. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх продукцине сутни çĕршыва хĕç-пăшал сутнинчен те ытларах укçа-тенкĕ илме май парать. Нумаях пулмасть эпир кун пирки шухăшлама та пултарайман. Президент цифрăсем те илсе кăтартрĕ. 2015 çулта çĕршыв тулашне хĕç-пăшал 14,5 млрд долларлăх сутнă пулнă, ял хуçалăх продукцине вара - 16,2 млрд долларлăх. "Ку вăл питĕ лайăх, айтăр-ха апла пулсан ял хуçалăх ĕçченĕсене тав сăмахĕ калар", - терĕ президент.