26 ноября 2016 г.
Хĕл умĕнхи кунсем. Çут çанталăк сивĕ тăнине пăхмасăрах эпир çынсене çак вăхăтра юханшывсемпе кÿлĕсем, плотинасемпе пĕвесем çине кĕме тăхтама ыйтатпăр. Сăлтавĕ - пăр хулăн шăнман-ха. Çак тапхăрта асăрханулăха çухатнăран çулленех çынсем пăр айне кайнă тĕслĕхсем пулаççĕ. Ку вара - кирек камшăн та пысăк çухату.
Уйрăм асăрхаттару-хыпар пулăçсем валли. Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче кăнтăрла Шомик ялĕ çывăхĕнче Атăл çине пулă тытма тухнă 12 пулăçа, 23-мĕшĕнче 13 сехет тĕлĕнче 3 пулăçăна катăлнă пăр çырантан уйăрса юханшыв варринелле илсе кĕрсе кайнă. Юханшыв çинче ĕçлекен çăлавçăсем инкек вырăнне вăхăтра пырса çитнипе кăна икĕ хутĕнче те вĕсене çийĕнчех çырана таса-сывă кăларма май килнĕ.
Кунта çапла асăрхаттарса калас килет, 10 сантиметртан çÿхерех пăр çине - паян вăл вăтамран унран хулăнах мар - кĕме питех те хăрушă. Пулăçсем пулă тытма пăра юнашар шăтарни хăрушлăха ÿстерет кăна. Çак вăхăтра пăр çине автомашинăпа кĕни вара татах та хăрушăрах. Кунашкал тĕслĕхре çынсем шыва кайса пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни хамăр район территорийĕнче те пулнăччĕ-ха. Апла пулсан кунашкал инкек урăх ан пултăр.
Мĕн пĕлмелле-ха пăр çине пулă тытма каяканăн; Пăр тĕксĕмрех курăнакан вырăна кĕмелле мар - вăл пăр хулăн шăнманнин палли, пĕр вырăна йышлăн пухăнасран сыхланмалла, пăр çине пулла каяканăн çумра 12 - 15 метр тăршшĕ вĕрен пулмалла, пăр çурăлса кайсан урасене сарса тăмалла тата васкамасăр пăр çинчен тухма тăрăшмалла, хăрушлăх пысăк пулсан пăр çине саркаланса выртмалла та çыраналла васкамасăр шумалла. Ачасем пăр çинче выляма юратнине пĕлнĕрен вĕсене çирĕп пăрпа витĕнсе çитеймен пĕве-кÿлĕ çине выляма кĕртсе яни пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине ашшĕ-амăшĕн самантлăха та манмалли çук.
Иртнĕ çулхи хĕл тапхăрĕнче республикипе пăр çинче 11 инкек пулнă. Вĕсенче 5 çынна çăлнине пăхмасăрах 10 çын шыва кайса пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.
А. МЯСНИКОВ, район администрацийĕн
ятарлă программăсен пайĕн эксперт специалисчĕ.