26 ноября 2016 г.
Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар, теççĕ халăхра. Кашни çын хăйĕн ĕмĕрне телейлĕ, килĕшÿллĕ пурăнса ирттересшĕн. Çулланнă çынсем хăйсен шăпи çине тĕрлĕрен пăхаççĕ: пĕри иртнĕ вăхăтшăн пăшăрханса хăйне шеллет, тепри тарăхса вĕчĕрхенет, виççĕмĕшĕ вара йăл кулса кăмăллăн аса илет.
Ильинка тăрăхĕнчи чыслă-сумлă асанне Апполинария Федоровна Соколова (сăн ÿкерчĕкре) хăйĕн ĕмĕрне хурламасть. "Ĕçе юратни, малашлăха шанни пурнăç тăршшĕпех ертсе пырать. Наянланса, алă усса ларнипе нимĕн те пулмасть. Тăрăшни вара сая каймастех", - тет вăл.
Апполинария Федоровна 1936 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче Тренккăра çуралса ÿснĕ. Вăхăчĕ çăмăл мар пулнăран, темĕнле вĕренес тесен те, тăватă класран ытла вĕренме май килмен унăн. Хăрушă вăрçа пула хăй çурма тăлăх ÿснине аса илнĕ чух асаннен куçĕ шывланать: "Манăн атте, Федор Ильич, 1941 çултах тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайрĕ. Эп ун чухне пиллĕкреччĕ. Юратнă аттене эпир урăх курман, унран пĕр çыру та илмен, Тверь облаçĕнче хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен хут таткисĕр пуçне..."
Амăшĕ те, Федора Александровна, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Апполинария Федоровна пурпĕр шăпине хурламасть.
Вăл çамрăклах тăван колхозра вăй хунă. Шупашкарти агрегат заводĕнче, пир-авăр комбинатĕнче те тăрăшнă, анчах юратнă вырăнсем ялах туртнă. Телей хулара мар, анлă Атăл хĕрринчех пулнине туйнă вăл. Тяпакасси ялĕнчи Василий Афанасьевичпа çемье чăмăртанă, икĕ ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех Ильинка шкулĕнче техперсоналта тăрăшнă, "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ.
Апполинария Федоровна паянхи кун та алă усса лармасть. Юратнă мăнукĕсене, вĕсем унăн пиллĕкĕн, юмах-халап каласа савăнтарать, пĕрле пурăнакан ывăлĕпе кинне кил хуçалăхне тытса пыма пулăшать, тепĕр ывăлĕпе кинĕ патне Тренккăна çитсе ырă канаш пама та ĕлкĕрет.
Апполинария Федоровна - юрă ăсти. Çамрăк чухне Йăлăмри каç кÿлĕм юрланă юрăсене хитре çавăрса шăрантарать. "Чăн-чăн юрă маçтăрĕ", - çапла кăмăллăн калаççĕ ун пирки ял çыннисем.
Л. Семенова.
Ильинка шкулĕ.