26 ноября 2016 г.
Анне тесе савса калатпăр
Мĕн пĕчĕкрен эпир ăна.
Чи çывăх ырă çын вăл маншăн,
Тăван сăнар ялан умра...
Кашни çын хăй чĕлхипе амăшĕ пирки каланă сăмахсем тесе хаклас килет çак сăвă йĕркисене. Аннесен кун-çулĕ - пуриншĕн те чи ырри. Çавăнпа вĕсене эпир нихăçан та манас çук...
Çĕнелсе пыракан ял пурнăçĕпе ĕçĕнче тата халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче пĕр кун юлмасăр ĕçлесе ирттернĕ ветерансем - паянхи çамрăксен пурнăçĕнче малашлăха йыхравлакан тĕслĕхсем. Вăхăта вĕренÿ çине уйăрман, кун-çула йăлтах ĕçре ирттернĕ ветерансем епле пурăннипе паллашса-интересленсех тăрасси - пирĕн паянхи тĕллев. Çак шухăшсемпе эпĕ ку хутĕнче Оринин ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн членĕпе Клавдия Михайловăпа тĕл пулса калаçма шутларăм.
Ĕç ĕмĕрне ĕçрен пăрăнса ирттермен, çын умĕнче ят яман Клавдия Ермолаевна Вăрманкассинче пурăнать. Вĕсен хăтлă кил-çурчĕ патне çитме мана нумаях вăхăт кирлĕ пулмарĕ. Кил хушшинче унăн кинĕ Рена кĕтсе илчĕ.
- Паян эпĕ ытларах ун çине шанатăп çав. Вăл вара хамах хывнă пулас: ĕçрен хăраса тăмасть, кашни ĕçе вăхăтра пурнăçлама тăрăшать, - пÿрте кĕнĕ-кĕмен кинне мухтаса илчĕ 81 çулхи Клавдия кинемей. Пĕрре пăхсах вăл ăшă кăмăллă пулнине асăрхарăм. Ĕçчен çынна мухтама вăл хăй те ĕмĕрĕпех ĕçрен пăрăнса çÿремен. Çакна эпĕ калаçу шалтан шала кĕнĕ май куç умне туллин кăларса, аслăрах ăрурисем каланипе танлаштарса пытăм...
Клавдия хресчен çемйинче çуралнă. Фронтра йывăр суранланнă ашшĕ сывалса тăван яла таврăнайман. Ăна аса илсе куççуль юхтара-юхтарах амăшĕн - Евгения Андреевнăн - виçĕ хĕрне пурнăç çулĕ çине кăларассипе çĕрне-кунне пĕлмесĕр колхоз ĕçĕнче вăй хума тивнĕ. Çити-çитми пурнăçпа пурăннă хресчен çемйинче аппăшĕ Лисук сĕм суккăр, йăмăкĕ пĕчĕк пулнăран унăн ачаллах ĕçпе туслашма тивнĕ. Юлташĕсем вăйăра чух вăл кил хуçалăхра ĕçленĕ, тантăшĕсем шкула чупнă чух макăра-макăра крахмал пуçтарма утнă. "Çак шăпа вăл вăхăтра пирĕншĕн çеç пулман, анчах мана, шкул çулне çеç çитнĕ хĕр пĕрчине, ăна тÿссе ирттерме уйрăмах йывăрччĕ. Çав вăхăтрах анне ĕç тиркеменнине, пире таса-сывă ÿстерессишĕн кунне-çĕрне пăхмасăр тăрăшнине эпĕ кураттăм. Çавăнпа та ăна ытларах пулăшу кирлине ăнланни те мана ĕçрен пăрăнтармастчĕ", - тутăр хĕррипе куçне шăлса илсе калаçма пуçларĕ асанне. Манпа сăмахланă май юнашар кинĕ çинчен куçне илмесĕр вăл вунă çултах аслисемпе пĕрле çурлапа тырă вырма кайнине, аппăшĕпе амăшне пулăшнине, ĕçе пула 5 çултан ытларах вĕренме май килменнине, ĕç ĕмĕрĕнче лашапа ытларах туслă пулма тивнине куç умне кăларса пычĕ. Аса илÿсен тыткăнĕнче 5 ача амăшĕн тăтăшах куçĕ шывланчĕ, тути чĕтрерĕ, ĕçре кушăрханă алли чĕрçитти саппунне лутăркарĕ.
Клавдия кинемей лашапа туслă пулнă тенĕрен пирĕн калаçура вăл тĕп вырăнта пулчĕ.
- Лашапа ĕçлени пирки уйрăммăн каласа парăр-ха, - интереслентĕм кинемейĕн пурнăçри ĕç страницине анлăрах уçас тĕллевпе. Ку вара уншăн юратнă калаçу пулчĕ.
- Эпĕ лашана питĕ юрататтăм. Ăна тулли кăмăлпа кÿлеттĕм, хаваслăн ĕçе тухаттăм. Урăхла епле-ха. 15 çулта лаша кÿлсе ĕçлеме пуçларăм та чĕлхесĕр янавар манăн пурнăçра чи çывăх тус пулса тăчĕ. Вăл пулăшнипе колхозра утă та, кĕлте те турттараттăм, тырă та кĕлете кĕртеттĕм, ăна акана та илсе тухаттăм. Атăл хĕрринчен турттарса килнĕ йывăçсенчен арçынсем ял хушшинче электричество тата телефон юписем лартрĕç, фермăсемпе сарайсем çĕклерĕç. Халĕ вăл вăхăтсене аса илетĕп те хамăр ĕçленинчен хам тĕлĕнетĕп: ăçтан вăйĕ çитнĕ; - ăшă кулăпа ман çине тинкерчĕ Клавдия Ермолаевна. - Лашапа ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухрăм вĕт.
Ĕçрен хăраса тăман кинемей пĕрлешÿллĕ хуçалăхра уй-хир бригадинче ытларах вăй хунă пулсан та, нумай çул выльăх-чĕрлĕх ферминче те ĕçленĕ. Кунта та унăн хăйне евĕр интереслĕ самантсем пур. Качча кайичченхи çулсенче колхозри хур-кăркка ферминче ĕçленине, хурсене чĕпĕ пусса кăларма яла валеçсе панине, чĕпсем тухсан вĕсене тăрантарма ял тăрăх тырă валеçнине, кăшт ÿссен чĕпсене фермăна пухнине кăмăллăн аса илчĕ вăл. Качча кайсан пĕр хушă сурăх ферминче ĕçленĕ чух апат пĕçерме тата выльăхсене шăварма шывне лашапа çырмаран турттарни те - пурнăçра пулнă ÿкерчĕксемех.
Пурнăç вăл хăй уттипех пырать çав. 1955 çулта Вăрманкас каччипех - Алексей Михайловичпа - çемье çавăрсан та ĕçчен хĕрарăм мăшăрĕ хыçне пытанса ĕçрен пăрăнман. Ялти платникпе 49 çул пурăнса вĕсем 5 ача çуратса ÿстернĕ, вĕсене те пурнăçа юратма, ĕçрен ютшăнмасăр пурăнма, ыттисене ытларах ырă тума вĕрентнĕ.
- Пĕчĕк ача пур тесе ĕçрен пăрăнас шут пулман манăн. Кăнтăрла колхоз ĕçĕнчеччĕ, каç пулттипе вара килти ĕç-пуçа пуçтараттăм. Вĕсене вĕçлесен ачасем çывăрнă вăхăтра - çĕрлехи 11 сехетре - ирпе вĕсене тăма тирпейлĕ пултăр тесе урай çуса тухаттăм, - аса илÿ çăмхине малалла тăсрĕ кинемей. Сăмах май, çĕршывра Амăшĕн кунне уявлас йĕрке çирĕпленнине те ырăпа палăртрĕ вăл.
50 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă К. Михайлова пенсире те алă усса ларман. Маларах хуçалăх ĕçне хутшăннă. Кайран килти хушма хуçалăха аталантарассипе тимленĕ. Ачисем пулăшнипе вăл хăйĕн килти хушма хуçалăхĕнче икĕ ĕне тытнине, кайăк-кĕшĕк йышлă усранине, пахчи пуян пулнине ял çыннисем паян та астăваççĕ. Çапла вара Клавдия кинемей сутмалли сĕт-турăха, çырла пиçнĕ вăхăтра ăна та витри-витрипе пасара илсе çÿренине пурнăç уттинчен уйăрса хăвараймăн.
Шкулта вĕренеймен, пуян пурнăçпа пурăнайман, анчах ĕçрен сивĕнмен Клавдия Ермолаевна ĕмĕр тăршшĕпех Турра ĕненнине те хамăр калаçура пытармарĕ. "Тавах Турра. Вăл пулăшнипе кăна хам та çын ретне тухрăм, ачамсене те пурнăçăн тÿрĕ çулĕпе утма вĕрентрĕм", - терĕ те кинемей, Турă кĕтессинелле çаврăнса сăх сăхса илчĕ. - Паян 10 мăнукпа 7 кĕçĕн мăнук пуррине шутласан, эпĕ самай пуян асанне-кукамай. Кăна Турă парни тесе шутлатăп".
Кун çумне эпĕ текех нимĕн те хушса калайрас çук. Ял хĕрарăмĕн тулли пурнăçĕ мар-и-ха çакă?
А. БЕЛОВ.