Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хунавлă йăх

26 ноября 2016 г.

Ачалăхра аннесем чĕрçи çине лартса сиктерни, ÿксен-тусан макăрнипе пуçран шăлса лăпкани, ÿсерехпе инçе çула алăк умне тухса куççуль шăлса та алă сулса ăсатни, ачисен ÿсĕмĕшĕн пĕрле савăнни, хăйхă-суйхăра юнашар пулма тăрăшни пурнăçра вун-вун çул иртсен те асран тухмасть. Тăван ене, хăй йăх-ăратне юратакан çын унăн сăнарне пур енлĕ упрама-сыхлама тăрăшать. Çак сăмахсем ашшĕ-амăш юратăвĕпе тулнисемшĕн ячĕшĕн мар. Шăпах вĕсем, ман шутпа, ыттисене хисеплеме, çынсене çур сăмахран ăнланма, ыттисене ытларах ырă сунма пултараççĕ.

Маларах каланисем Анаткас Апашри Алексеевсем тĕлĕшпе те вырăнлă. Амăшĕсен кунĕ умĕн эпĕ хунавлă çак йăха сиктерсе хăвараймарăм. Туслă çемьере паян кашнин пиркиех ыррине, вĕсем мал туртăмлă ĕçленине нумай каласа пама пулать пулин те, тĕп вырăнта - Амăшĕ.

...Мăнукĕ çывăрнă вăхăтра ĕнепе сурăхсем, сыснасемпе кроликсем, чăх-чĕп патĕнче кăнтăрлахи ĕçсене пуçтарса 71 çулхи кукамай-асанне йытă вĕрнипе кил хушшине тухрĕ. Çак вăхăтра эпир çитрĕмĕр, пирĕн умра - яла качча тухнă Надежда хĕрĕ. Эпир пÿрте кĕнĕ çĕре мăнукĕсем шкултан, вĕсен амăшĕ ĕçрен килсе çитни, ку вăхăтра Ваçли арăм инкин кĕçĕн мăнукĕ те вăранни пÿрт ăшчиккине самантрах ача-пăчан савăк сассипе тултарса лартрĕ.

- Ĕмĕрлерĕм ачасем пăхса. Çавăнпа манăн ватăлма юрамасть. Ачапа ача пек пулмалла вĕт. Пурнăçри пуян опытпа усă курса çавăн чухне çеç вĕсене тулли воспитани пама пулать, - шăкăл-шăкăл калаçрĕ Зоя Яковлевна.

Хĕрарăма çемье тĕрекĕ тесе чыслани - манăн паянхи тĕслĕхре тĕп вырăнта. 6 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ, хăй те 5 ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă Зоя Яковлевна ыттисем пирки ытларах шутлать. Тĕп вырăнта, паллах, ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем. Çемьера таса юратупа çирĕп туслăх хуçаланни кашни хутшăнурах палăрчĕ: ачисем амăшне юратаççĕ, мăнукĕсем асламăшне-кукамăшне чи асли вырăнне хураççĕ, кинĕ-кĕрĕвĕсем те ăна хисеплесе анне теççĕ. Çакă мар-и-ха вăл çемьери килĕшÿпе юрату, пурнăçри телей;

- Пурнăç урапи вăл пĕр тикĕс кусмасть. Ĕмĕр сакки сарлака, тем те курăн пурнăçра. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен йывăр суранпа инвалид пулса таврăннă аттерен Аслă Çĕнтерÿ хыççăн çуралнăран мирлĕ пурнăç вăй илнине нумай астăватăп эпĕ. Вăрçăччен çуралнă 2 аппапа пичче пире вăрçă хыççăнхисене (2 ывăлпа пĕр хĕр) - самай тĕкĕ паратчĕç. Çапах пирĕн те ачаллах ĕçпе туслашма тиврĕ, - чĕрçи çинчи мăнукне ачашласа калаçрĕ асанне.

Якаткассинче çуралса ÿснĕ, ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне тăван енри ял хуçалăх аталанăвне уйăрнă хĕр вăтам шкултан лайăхах вĕренсе тухнă, анчах малалла пĕлÿ илме укçа-тенкĕ çитменрен вăл ĕç фронтне суйласа илнĕ. Çапла вара 1965 çулта пĕрле вĕреннĕ Василийпе çемье çавăрсан, тĕрлĕ çулсенче тăван хуçалăхра чăх-чĕп ферминче, уй-хирте, йĕтем çинче, кладовщикра, ревизи комиссийĕнче вăй хурать. Çав вăхăтрах 5 ача çуратса ÿстерет. Ĕçченлĕхне кура Анаткас Апашра ырă ята тивĕçет.

Хăй вăхăтĕнче хĕвелтен иртерех вăранса пĕрлешÿллĕ хуçалăха кайиччен килти ĕçсене пуçтарнă амăшне Надежда хĕрĕ ырăпа çеç аса илчĕ:

- Хамăр ачасене те эпир паян анне пире ăс панă пек вĕрентме тăрăшатпăр. Паян пурсăмăр та çемьеллĕ, кил-çуртлă та хваттерлĕ, - терĕ вăл амăшĕ хăйсене аслă пĕлÿ парайманни çинчен сăмах хускатсан.

Нумай ачаллă амăшĕн пурнăç çулне тишкернĕ май унăн хăйĕнпе пĕрле пурăнакан кĕçĕн кинĕн Эльзăн та 4 ача пулнине каламасăр иртме çук.

- Хуняма мана ытлă-çитлех пулăшать. Çавăнпа ача çуратассипе эпĕ те унран юлас темерĕм пулас, - амăшĕ çине ăшшăн пăхса калаçрĕ ĕçе васкакан Эльза.

Ĕçре хастар пулнă кинемей ялти обществăлла пурнăçран та пăрăнса тăман. Ял клубĕнчи художество пултарулăх коллективĕнче пушă вăхăтра сахал мар юрă шăрантарнă вăл. Çавăнпа та ял клубĕн ертÿçи А. Семенова Ваçли арăм инкене Амăшĕсен кунĕ ячĕпе саппунпа тутăр парнелерĕ.

Чылая тăсăлнă калаçуран пĕр пĕтĕмлетÿ турăм: ĕçрен хăрамасан пурнăç ăнать. Ку пире савăнтарать, ыррине шантарать, малалла пăхтарать.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика