Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Функцисем налук служби çине куçаççĕ

26 ноября 2016 г.

2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çынсем вăхăтлăх ĕçлейменнипе тата амăшĕ ача çуратнипе çыхăннă тапхăршăн страхлама страховани взносĕсем тÿлессипе çыхăннă функцисене социаллă страховани фончĕ вырăнне федераци налук служби пурнăçлама тытăнать. Çывăх малашлăхрах пĕтĕм çĕршывĕпех тÿрремĕнхи тÿлевсем тата ĕçлейменнин электрон листокĕ çине куçма палăртаççĕ. Вĕсем пирки кĕскен РФ социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Галина НИКОЛАЕВА каласа пама кăмăл турĕ:

- Обязательнăй социаллă страхованин страховани взносĕсен расчечĕсене страховательсем 2016 çулшăн унчченхи пекех социаллă страховани фондне тăратма тивĕç. 2017 çулхи 1-мĕш кварталшăн вара федераци налук службине тăратмалла пулать.

Пирĕн республикăра хальхи вăхăтра вăхăтлăх ĕçлейменнипе тата ача амăшĕ пулнипе çыхăннă пособисене ĕçлекен граждансене вĕсем ĕçлекен вырăнта параççĕ. Тÿрремĕнхи тÿлев çине куçсан вара социаллă страховани фончĕн территори уйрăмĕ гражданинăн банкри счечĕ çине куçарса пама тытăнать. Тÿлевпе тивĕçтерме çыннăн ĕçлекен вырăнта заявлени çырмалла тата кирлĕ документсене тăратмалла пулать. Пособие мĕнле шутласа панине гражданин РФ социаллă страховани фончĕн сайтĕнче страхланă çынсем валли уçнă кабинетра тĕрĕслеме пултарать.

Ĕçлекен çынсене пособипе тÿрремĕн тивĕçтермелли çĕнĕ йĕрке çине пирĕн республикăра хăçан куçассине хальлĕхе палăртман-ха.

Тĕрлĕ сăлтава пула ĕç паракан организаци çынна вăхăтлăх ĕçлейменшĕн пособи тÿлемест пулсан, унăн социаллă страховани фончĕн регион уйрăмне заявлени çырса пама, юридици пулăшăвĕ илме право пур. Регион уйрăмĕ ĕçлекен граждансен интересĕсене судра та хÿтĕлеме тивĕç.

Тĕрлĕ ыйтупа çынсем социаллă страховани фончĕн республика уйрăмне пыма пултараççĕ. Адресĕ: Шупашкар хули, Ярославль урамĕ, 56-мĕш çурт, 203-мĕш пÿлĕм. Ыйтса пĕлмелли телефон: 30-39-15. Кирлĕ информаци социаллă страховани фончĕн республика уйрăмĕн wwwĕr21ĕfssĕru сайтĕнче те пур.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика