Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

26 ноября 2016 г.

Муркашра -  аслă шкулсем

Кĕçнерникун пирĕн районта Чăваш Енри пилĕк аслă шкулăн представителĕсем выпускниксемпе тĕл пулчĕç. Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ, Шупашкарти коопераци институчĕ тата Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти институчĕ - çак аслă шкулсем районти выпускниксене хăйсем çинчен пĕлтерчĕç. Вĕренме кĕмелли тапхăр пирки, студентсен вĕренĕвĕ тата вĕренÿ тулашĕнчи пурнăçĕ çинчен каласа пачĕç. Бюджет мелĕпе вĕренекенсен стипендие ÿстерме мĕнле майсем пуррипе те паллаштарчĕç.

Вунпĕрмĕшсем Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен студентсен концертне те пăхрĕç.

 

Уявра -  амăшĕсемпе ачисем

Муркашри Культура çуртĕнче Амăшĕн кунне халалланă уяв мероприятийĕ конкурс мелĕпе иртнĕ. Кĕçнерникун кунти сцена çине 11 амăшĕ хăйсен ачисемпе тухнă.

Ачасемпе амăшĕсем юмах тĕнчипе те паллаштарнă, пултарулăхĕпе те савăнтарнă. Жюри кашни çемье хăйне май хастар пулнине çирĕплетсе пурне те тĕрлĕ номинацире палăртса саламланă, парнесемпе чысланă.

Çак уяв каçĕнче нумай ачаллă пĕр çемьене çĕр лаптăкне тивĕçнине çирĕплетекен сертификат, тепĕр виçĕ çемьене амăш (çемье) капиталне тивĕçнине çирĕплетекен сертификат парса чысланă.

 

Йĕркелĕх кирлĕ

Çемьере тухма пултаракан хирĕçÿ-харкашусене асăрхаттарас тĕллевпе шалти ĕçсен районти пайĕ çак эрнере "Быт-семья" ятпа ятарлă профилактика операцине ирттерчĕ. Полицейскисем тăтăш харкашакансене, нумай ачаллă тата тулли мар çемьесене, учетра тăракансене тимлĕх уйăрчĕç.

Кăçалхи тăхăр уйăхра кăна çемьесенче пурĕ 198 хутчен харкашу тухнине регистрациленĕ, 87 тĕслĕхре ĕç хĕненипе вĕçленнĕ, вĕсенчен 37 факт тăрăх уголовлă ĕç пуçарнă.

Ашшĕ-амăшĕ хăйсене тивĕçсĕр тытни ачисене малашлăхра ура хума пултарнине манмалла мар.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика