Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ман тавра ырă çынсем пулнă"

26 ноября 2016 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул Зоя Лобанова (сăн ÿкерчĕкре) Мăн Сĕнтĕрти шкула пĕрремĕш класа кайнă. Çĕн Шоккăн ялĕнчен шкула утнă чух çичĕ çулти хĕр ача кашни кунах ялтан кама та пулин вăрçа ăсатнине курса тăнă.

Черет унăн ашшĕ патне те çитнĕ. "Çав кун мана уроксенчен иртерех ячĕç - аттене ăсататпăр-çке. Пурте пĕрле сăн ÿкерчĕк турăмăр. Çак сăн ÿкерчĕк халĕ те упранать", - аса илет Зоя Александровна.

Шкулта краççын лампăсен çутинче вуланă, çырнă. Ачасем яланах выçă пулнă, анчах пурте тăрăшса вĕреннĕ. Кашни ачан шкул хутаççинче хут, перо, чернил ямалли хатĕр тата пĕçернĕ çĕр улми пулнă. Уроксем хыççăн ачасем колхоз уй-хирĕсенче çанă тавăрса ĕçленĕ, кĕтÿ пăхнă.

Зоя Александровнăн питĕ лайăх, ăслă та пултаруллă учитель пулнă - Матвей Иванович Багров. Тен çавăнпах пулĕ шкул пĕтерсен хĕр Шупашкарти пединститута çул тытнă. Вырăс тата чăваш чĕлхисен факультетĕнче ăс пухнă специалист педагог ĕçне Комсомольски районĕнче тытăнать. Каярах, 1961 çулта, çамрăк учитель Каршлăхри ачасен санаторине ĕçлеме куçать, çав вăхăтрах иккĕмĕш аслă пĕлÿ илет. Санаторире вăл 27 çул ĕçленĕ, педагогăн пĕтĕмĕшле стажĕ вара 40 çултан та иртнĕ. Зоя Александровна ачасемшĕн учитель кăна мар, яланах юлташ та пулма тăрăшнă.

Хăй те виçĕ ача çуратнă, анчах вĕсенчен пĕри пĕчĕклех сарăмсăр вилнĕ. Ыттисен халĕ кашнин хăйĕн çемйи. Çавăнпа та Зоя Александровна амăшĕ кăна мар, асанне те. Пурнăçра çак "рольсене" вăл питĕ лайăх шайлаштарса пырать. Тивĕçлĕ канăва 1989 çултах тухнă пулин те, вăл хăйĕн çулĕсенчен çамрăкрах курăнать. Яланах активлă, пурнăçри çĕнĕлĕхсемпе интересленсех тăрать.

"Пурнăçра чи кирли - ырă кăмăл тата юрату. Эпĕ хамăн çывăх çынсене юрататăп. Ман тавра яланах ырă çынсем нумайрах пулнă. Çакă пурăнма пулăшать те ĕнтĕ", - тет хисеплĕ ветеран.

Мăн Сĕнтĕрти библиотека ĕçченĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика