Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта пăхатăн - унта тĕлĕнтермĕш

23 ноября 2016 г.

Çын сывлăхлă пуласси çут çанталăкран та нумай килет. Çавăнпа та хамăрăн тăван тавралăха упрамалла, тăван тавралăхри паллă вырăнсене тирпейлесе тăмалла. Ахальтен мар Раççейре те çитес çула Экологи çулталăкĕ тата Çут çанталăкăн уйрăмах упрамалли территорийĕсен çулталăкĕ тесе палăртнă.

Нумаях пулмасть эпир, Муркаш шкулĕн 5 класра вĕренекенĕсем, хамăр тăрăхри паллă вырăнсемпе паллашас тĕллевпе çул çÿревре пултăмăр.

Çул çÿрев Ильинка тăрăхĕнчен пуçланчĕ. Ильинка вăрманĕнче эпир 380 çултан иртнĕ юмана курса тĕлĕнтĕмĕр. Вăл Чăваш Енри чи сумлă юмансенчен пĕри шутланать. Ун таврашне экологсем тирпейлесех тăни курăнать.

Хыççăн Ильинка шкулĕнчи музейра Б. Гузовский пурнăçĕпе тата ĕçĕпе тĕплĕн паллашрăмăр.

Çул çÿрев малалла пычĕ. Акă пирĕн умра Каршлăх вăрманĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнта вырнаçнă арçынсен мăнастирĕ. Кунта сиплĕ çăл куçран шыв ĕçме тата шыва кĕме таçти тăрăхран та килсе каяççĕ. Эпир те сăваплă шыва ĕçсе пăхрăмăр.

Юлашкинчен маршрут пире Калайкасси шкулне илсе çитерчĕ. Кунта эпир Афганистанра çапăçса паттăрлăх кăтартнă совет салтакĕсен аса илĕвĕсемпе, вĕсен çи-пуçĕпе, вăрçă хатĕрĕсемпе паллашрăмăр.

Мĕн тери пуян та илемлĕ иккен пирĕн Муркаш тăрăхĕ! Ăçта пăхатăн - унта тĕлĕнтермĕш. Курмалли, тĕпчемелли чăнах та чылай. Çак çул çÿрев пирĕн ăс-тăна, тавра курăма чылай пуянлатрĕ.

Д. Демьянова.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика