23 ноября 2016 г.
Декабрĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчипех СПИДа хирĕç кĕрешмелли куна паллă тăваççĕ. Ахальтен мар. Вич-инфекци эпидемийĕ - чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. 2015 çулти даннăйсемпе килĕшÿллĕн, тĕнчере çав вăхăта 38,8 млн çын ВИЧ-инфекциллĕ шутланнă.
Раççейри оперативлă мониторинг кăтартăвĕсемпе кăçалхи сентябрь вĕçне 1 млн та 87 пин те 339 çын ВИЧ-инфекциллĕ пулни паллă, вĕсенчен 76 пине яхăн çынна инфекци кăçал ернĕ.
Чăваш Енре кăçалхи тăхăр уйăхра ВИЧ-инфекци ернĕ 212 çынна регистрациленĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта - 151). Пурĕ вара республикăра ку вăхăта ВИЧ-инфекциллĕ 2200 ытла çынна регистрациленĕ, хальхи вăхăтра 1744 çын пурăнать. Чир ытларах Çĕмĕрле районĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă, Вăрмар, Куславкка, Çĕрпÿ районĕсенче сарăлнă.
Муркаш районĕнче кăçалхи 9 уйăхра учета 6 çынна илнĕ, пурĕ вара ВИЧ-инфекциллĕ 33 çынна регистрациленĕ. Çак кăтарту пурне те тарăн шухăша ямалла - хăрушлăх пирĕн урамрах, пирĕн ялтах.
Мĕн пĕлмелле-ха СПИД пирки; Пĕрремĕшĕнчен, ВИЧ тата СПИД тенине уйăрма пĕлмелле. ВИЧ - çыннăн иммунитетне хавшатса пыракан вирус (вирус иммунодефицита). Ытти вирус пекех, ăна та аталанма урăх клетка кирлĕ. ВИЧ-инфекцие аталанма пирĕн организмра пĕртен-пĕр клетка юрăхлă - иммунитет тытăмĕн клетки. Çапла вара ВИЧ аталаннăçемĕн иммунитет вăйсăрлансах пырать. Çакна сиплемесен ВИЧ СПИДа куçать. Çавăнпа та СПИД ерет тени тĕрĕс мар, ВИЧ ерет.
ВИЧ пуррине анализпа палăртаççĕ. Вирус организмра пур пулсан, ăна ернĕ хыççăн малтанхи эрнесенчех палăртма май пур. Анализ панă çынсен 95 проценчĕнне ВИЧ-инфекцие виçĕ уйăхра палăртнă, ыттисенне - çур çул хушшинче. Çавăнпа та ВИЧа тÿрех тупса палăртма май çук тени тĕрĕс мар. Анализ ăна çийĕнчех палăртать, чир паллисем çеç тÿрех куçа курăнмаççĕ.
ВИЧ ересрен, паллах, сыхланмалла, уйрăмах ар çыхăнăвĕсенче. ВИЧ-инфекциллĕ пулас амăшĕсенчен инфекци çуралакан ачине ан лектĕр тесе хальхи вăхăтра тухтăрсем пĕтĕмпех тăваççĕ. Çавăнпа пулас амăшĕсене ВИЧ-инфекцие тĕрĕслеме анализсем пама хистеççĕ.
ВИЧ-инфекци вилĕмпе хăрушă, мĕншĕн тесен вăл вăраха кайнă инфекци шутланать, çавăнпа та унран сипленме мелсем çук. Тĕрлĕ ултавçăсем çынсенчен укçа хăйпăтас тесе ВИЧ-инфекцие сиплени пирки калаççĕ. Çак таранччен ВИЧран сипленнĕ тĕслĕх пĕрре те пулман. Çапах та ку инфекцие пачах та сиплемелле мар тенине пĕлтермест.
Тухтăрсем вирус организмра ан сарăлтăр тесе ятарлă сиплев палăртаççĕ. Çакăн пек сиплевĕн тĕллевĕ - ВИЧ-инфекцие аталанма чарасси тата çынна СПИД пуçланассинчен асăрхаттарасси. Çавăнпа та ВИЧ-инфекцие вăхăтра тупса палăртса сиплев çирĕплетни питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен СПИД пуçлансан кая юлма пулать.
Г. СОКОЛОВА,
район тĕп больницин эпидемиолог врачĕ.