23 ноября 2016 г.
Каратэ ăмăртăвĕнче
Районта спортăн тĕрлĕ енĕсем аталанса пыраççĕ, вăл шутра - каратэ те: секцисем Муркаш тата Çатракасси шкулĕсенче ĕçлеççĕ. Унта пурĕ 50 ытла ача çÿрет.
Иртнĕ шăматкун Муркаш районĕн кубокне çĕнсе илессишĕн каратэ-до енĕпе уçă ăмăрту иртрĕ. Унта Чул хула, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенчен тата ытти хăш-пĕр районтан килнĕ 145 спортсмен хутшăнчĕ. Паллах, Муркаш каратисчĕсем те айккинче юлман.
Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе Сетокан каратэ-до республика федерацийĕн команди мала тухнă. Хыççăнхи вырăнсенче - "Урмары" тата "Коршун" спорт клубĕсем.
Хĕрарăмсем ăмăртĕç
Амăшĕн кунне халалласа районти хĕрарăмсен командисем хушшинче волейбол ăмăртăвне ирттерме йышăннă.
Турнира районти предприятипе организацисен тата тĕрлĕ учрежденипе ял тăрăхĕсенчи хĕрарăмсен физкультура командисене йыхравлаççĕ. Мала тухнă командăсене тата уйрăмах палăрнă вылякансене медальсемпе дипломсем тата парнесем кĕтеççĕ.
Ăмăрту ноябрĕн 26-мĕшĕнче "Сывлăх" спорт шкулĕнче 10.00 сехетре пуçланать.
Хамăр инф.