23 ноября 2016 г.
Этем Çĕр планета çинче пин-пин çул пурăнать, пиншер çул этеме çĕр тăрантарать. Тăрантарать кăна мар, тумлантарса пурнăçне йĕркелесе пырать. Кунсăр пуçне çĕр çинче вăрманĕ те пиншер гектар ÿсет. Вăл вара - этеме тулли пурнăçпа пурăнма вутă-шанкă та, кил-çурт та... Çавăнпах ĕнтĕ çĕртен хакли этемшĕн нимĕн те çук. Эпир кашниех кунсерен апатланатпăр, шыв ĕçетпĕр. Çитменнине пĕрре çеç те мар. Пурте тутлăрах, тĕрлĕ тĕслĕ çимĕçпе апатланасшăн.
Этемлĕх çĕр çинче яланах çĕре хисеплесе, ăна юратса, пурнăç аталаннă май наука вĕрентнĕ пек ĕçлеме тăрăшнă. Уйрăмах иртнĕ ĕмĕрте çĕр ĕç наукинче нумай çĕнĕлĕхпе тĕллевлĕ усă курма тытăннăччĕ. Пирĕн республикăра та нумай ученăй тĕрĕслевĕсене пĕтĕмлетсе ятарласа "Научно обоснованная система ведения сельского хозяйства в Чувашской Республике" текен наука çирĕплетнĕ документа йышăннăччĕ. Пирĕн районта та хăй вăхăтĕнче пур ял хуçалăх предприятийĕ те уй-хирсенчи пĕтĕм ĕçе çак документпа килĕшÿллĕн йĕркелесе пыма тăрăшатчĕ.
Асăннă документра ял ĕçченĕн тĕп задачи çĕр пулăхлăхне куç пек упрасси тата тĕрлĕ майпа усă курса ăна ÿстерсе пырасси пулса тăратчĕ. Çакна пурте ăнланса ĕçлесе пыратчĕç. Тăпран пулăхлăхне 5 çулта пĕрре республикăри агрохимслужба тĕрĕслесе тăратчĕ. Ăна пĕтĕмлетсе калакан картограммăсем кашни хуçалăхрах пурччĕ. Çапла вара вăл е ку уйра мĕн чухлĕ гумус, фосфорпа кали пулнине, çĕр йÿçеклĕхĕн виçине пĕлме пулатчĕ. Кунсăр пуçне хуçалăхсенче уйсен историне кăтартакан кĕнекесем те пулнă. Акса туса илекен ял хуçалăх культурисене çулсеренех пусă çаврăнăшĕсене шута илсе акса хăваратчĕç. Органикăллă тата минераллă удобренисемпе çĕр пулăхлăхне, тăпрара тутлăхлă япаласем мĕнле шайра пулнине шута илсе усă курма тăрăшатчĕç. Çакна валли удобренисемпе усă курмалли ятарлă плансем тăватчĕç. Вăл вара усă куракан удобренисен эффективлăхне ÿстерме май туса паратчĕ.
Мĕн куратпăр-ха эпир паян; Темиçе çул акман уйсенче çум курăкĕ алхасни, е тата вăрман ÿсме пуçлани çинче эпĕ чарăнса тăрасшăн мар. Çулсерен акакан-лартакан уйсенче те наука ыйтнине шута илсе ĕçлесси манăçа тухрĕ. Çакă тарăхтарать. Ăна уйрăмах фермерсем усă куракан çĕрсем çинче курма пулать.
Çĕр пушă выртманни паллах лайăх пулăм, анчах та çĕртен мăшкăллани, ун çинче паянхи кунпа çеç пурăнса ĕçлени пурăна киле мĕн патне илсе çитерĕ-ши пире; Ачасемпе мăнуксем валли мĕн хăварăпăр эпир; Пирĕн атте-асаттесем çĕр-аннемĕре ун пекех шута хумасăр ĕçлемен вĕт-ха! Ку паян пурне те шутлаттармалла, ахальлĕн кая юлма пултаратпăр.
Тăпран пулăхлăхне упраса хăварса ĕçлес тесен, пусă çаврăнăшĕсене çирĕп пăхăнса ĕçлени кирлĕ. Çавăн пекех органикăллă удобренисене те уй-хире вăхăтра тата кирлĕ чухлĕ хывса хăварни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шел пулин те, паян асăннă çак требованисене çирĕп пурнăçлакансем çук. Ытларахăшĕ çултан-çул тулă та урпа кăна туса илеççĕ. Тата вĕсем хăйсем усă куракан çĕр лаптăкĕсем çине вĕçсе иртекен кайăксем хăваракан каяшсемсĕр пуçне урăхла органикăллă удобренисене юлашки 15 - 20 çул хушшинче пĕр килограмм та хывман. Кам тĕрĕслет-ха çакăн пек ĕçлекен çĕр ĕçченĕн çĕрĕсен пахалăхĕ хăш еннелле улшăннине;
Маларахри çулсенче районта ял хуçалăх управленийĕ пурччĕ. Унăн специалисчĕсем çĕр ĕçĕнче йĕрке тăвассишĕн сахал мар вăй хуратчĕç. Халĕ вара ку чи кирлĕ учреждени районта çук, хамăр вара района ял хуçалăх тăрăхĕ тетпĕр. Çав вăхăтрах районта чиновниксен шучĕ миçе хут ÿсрĕ-ши; Кам кăна çук! Район бюджетĕнче вара укçа çук тетпĕр. Паянхи хуçалăхсем, ĕлĕкрех колхоз-совхозсем ĕçленĕ вăхăтрипе танлаштарсан, район бюджетне миçе хут сахалрах укçа хываççĕ-ши; Çĕрĕ çавах вĕт-ха, район калăпăшĕ те пĕртте пĕчĕкленмен.
Укçа-тенкĕ хĕсĕкки ял ĕçченĕсене минераллă удобренипе те наука ыйтнă пек туллин усă курма памасть. Тăпрари пулăхлă элементсене шута илсе пырасси те ниçта та çук, мĕн йÿнĕрех - çавна хывать паян çĕр ĕçченĕ. Уйрăмах азотлă удобренисене.
Туса илнĕ тыр-пул пахалăхĕ те паян ытларах чухне никама та хумхантармасть. Пахалăхсăр тухăç çавах килĕшÿсĕр тесе шутлатăп эпĕ. Кунта эпĕ ял хуçалăхĕнче нумай çул ĕçленĕ пĕр специалист сăмахĕсене илсе кăтартатăп. Вăл çапла каларĕ: "Пахалăхсăр тĕштырă - ашсăр кăлпасси пекех". Эпĕ унпа пĕтĕмпех килĕшетĕп.
Мĕн тумалла-ха тăпран пулăхлăхне упраса хăварас тесен; Чи малтанах пĕрчĕллĕ культурăсене çулсерен ытти ял хуçалăх культурисемпе ылмаштармасăр акса туса илессине чармалла. Фермерсен ура çинче çирĕпрех тăрас, мал туртăмлă аталанас тесен туса илнĕ тырă-пулăна выльăх-чĕрлĕх витĕр кăлармалла. Çакă вĕсен ĕç эффективлăхне ÿстерме май парĕччĕ. Тырă сутса ларнипе тата çĕр пулăхлăхне çаратнипе çеç нумай мала каяймăн.
Вырăнсенче тĕрлĕ сăлтава пула хальлĕхе органикăллă удобренипе усă кураймасан та сидерат культурăсем акса та пулин тăпрари пулăхлăха упрассишĕн тăрăшмалла. Кунпа пĕрлех усă куракан çĕр лаптăкĕсене вăхăтран вăхăта тĕрĕслессине йĕркелемелле. Çак ĕçе 5 çулта пĕрре те пулин туса ирттермелле. Çĕр пулăхлăхĕ япăхать пулсан, унпа усă кураканран çирĕп ыйтмалла.
Пирĕн çĕршывра китаецсем çĕрсене арендăна илсе тĕрлĕрен ял хуçалăх культури ÿстерсе усă куракан çĕрсене юрăхсăра кăларни пирки паян нумай калаçаççĕ. Эпир китаецсем мар вĕт-ха. Пирĕн тата пирĕн хыççăн пурăнакансен çак çĕрсемпех усă курмалла. Çавăнпа хамăра тăрантаракан çĕре упрасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла.
П. ВОРОБЬЕВ, ĕç ветеранĕ, агроном.