23 ноября 2016 г.
Афганистан вăрçине хутшăннисен пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн тата çарта суранланнисен - "Вăрçă инваличĕсен" - районти пĕрлешĕвĕ - коммерциллĕ мар организаци. Çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçласа пысăк йывăрлăхсем чăтса ирттернисемшĕн, сывлăха вăхăтсăр хавшатнисемшĕн - вăл паян хăйне евĕр çăлăнăç утравĕ. Асăннă организацин районти пĕрлешĕвĕн ертÿçи К. Петров каласа панă тăрăх, кунти йышра паян сахал мар салтак стройра тăрать. Стройра тетĕп, мĕншĕн тесен вĕсем пĕр-пĕрне пулăшассипе те, çамрăксене патриот воспитанийĕ парассипе те, вĕсене Тăван çĕршыва юратма вĕрентессипе те - пирĕн обществăра малтисен ретĕнче. Яланах стройрискерсем йыхравсене приказ пек йышăнса чĕннĕ çĕре темĕнле пулсан та вăхăтра çитме тăрăшаççĕ. Вĕсем хушшинче тăтăшах Итакачкасси каччине Илья Паргеева та курма пулать.
ĔÇлĔ Çемье
Илья Ильичпа аппăшĕ Наталья ялти хресчен çемийнче çуралса ÿснĕ. Çемье ĕçрен пăрăнманран шăпăрлансен те ачаллах алла ĕç хатĕрĕсем тытма тиврĕ: утă çинче кĕрепле, çумпа кĕрешнĕ чухне тата çĕр улми кăларнă вăхăтра - кĕреçепе витре. Кĕтÿ хĕрне ĕне кĕтме çÿрени, ашшĕпе амăшĕ ĕçе кайсан кроликсемпе кăвакалсене пăхассишĕн яваплă пулса юлни, кил-çуртри тирпейлĕхшĕн тăрăшни хĕрачапа арçын ачана хĕр-каччă çулĕсене çитичченех ĕç тути-масине самай астивтерчĕç.
Ярапайкассинчи вăтам шкул пĕтерсен 1991 çулта çуралнă Илья аслисен ятне ярас мар тесе нимĕн шутласа тăмасăрах çара кайма хатĕрленме пуçларĕ. Спортран катара тăманскер районти çар комиссариачĕ урлă ДОСААФ шкулне водителе вĕренме кайрĕ.
- Аттепе пĕрле ларса автомашинăпа ĕçлеме пĕлни çарта çеç мар, унтан таврăнсан мирлĕ пурнăçра та яланах кирлĕ пулать тесе шутларăмăр та çар комиссариачĕ урлă водителе вĕренме кайрăм. Çавăн чухне хамăр тĕрĕс çул суйланине эпĕ паян та кулленех куратăп, - терĕ Илья коляскăпа çăмăл автомашина кабининчен тухса мана алă панă май.
Йывăрлăхĕ ытлашшипех пулин те, Илья Ильич чи малтанах хăйĕн пирки мар, çывăх çыннисем çинчен шутлани курăнчĕ. Çапла вара вăл паянхи пурнăçра хăйне çуратса ÿстернĕ ашшĕ-амăшĕ мĕн ĕçлени çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Паргевсен çемье харпăрлăхĕнче хальхи вăхăтра 3 гектара яхăн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пай çĕрĕ пур. Унпа вĕсем тухăçлă усă курнăран килти хушма хуçалăхра ĕне те, пăру-вăкăра та, сыснасем те, кроликсемпе кăвакалсем те, чăх-чĕп те тытаççĕ. Кунсăр пуçне çулленех ял хуçалăх культурисем, улма-çырла ытлă-çитлĕ туса илеççĕ.
ТивĔÇ
- Пирĕн çемьере манăн-санăн тесе уйăрас йĕрке пулман, паян та çук. Çапла вара ĕçре яланах юнашар аттепе анне - Илья Гавриловичпа Роза Всеволодовна - пирĕншĕн мĕн пĕчĕкрен ырă тĕслĕх пулнă, умри йывăрлăхсене харпăр хăй вăйĕпе çĕнтерме вĕрентнĕ. Вĕсем паян та пĕр-пĕрне пулăшасран пăрăнмаççĕ, пире те çавнах вĕрентеççĕ, - хăйĕн çинчен ыйтнине иккĕмĕш вырăна хăварса калаçрĕ юлташăм. Çын пирки ыррине çеç шутлакана Турри те пулăшать. Çак чăнлăх пурнăçра Илья Ильич тĕлĕпе те килсе тухнă...
Çул çитсен тата çар специальноçне алла илсен, 2009 çулта Итакачкасси каччине арçын тивĕçне пурнăçлама çара илеççĕ. Чăваш каччи çар службине инçетри Екатеринбург тăрăхĕнчи артиллери чаçне лекет. Маларах хатĕрленнĕ пекех çар автомашинипе приказсем пурнăçлама пуçлать. Йывăрлăхĕсем пулнах-тăр, анчах Илья пĕрре те нăйкăшман, командир приказĕсене вăхăтра пурнăçланăран тăтăшах ырă ятлисен шутĕнче пулнă. Çар пурнăçĕ вара вăл хăйне евĕр. Пĕррехинче Илья йывăр аманать, госпитале лекет. Çар тухтăрĕсем тем пек тăрăшрĕç пулсан та, салтака вĕçне çити сыватаймарĕç: чăваш каччи инвалид пулса киле таврăнчĕ.
Пулни пулнă, вырăнпа выртман çыннăн малаллах пурăнмалла. Киле таврăннă каччă та алă усма шутламарĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса вĕсем инвалид коляски туянчĕç, Ильян çийĕнчех унпа çÿреме вĕренме пуçларĕ. Малтанах йывăрччĕ, анчах та вырăнтан вырăна çын пулăшăвĕсĕр куçса çÿреме хăнăхни, шутланă вырăна хăв çитме пултарни каччăн куçне уçрĕ. Çитменнине çак вăхăтра унпа юнашар Афганистан вăрçи витĕр тухнă юлташ-салтаксем - Саша Паргеев, Радик Иванов - пулни, ырă сĕнÿсем пани, ялан пулăшма тăрăшни тата пулăшни çамрăка пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентрĕ.
ŸсĔмсем
Афганистан вăрçине хутшăннисен пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн тата çарта суранланнисен - "Вăрçă инваличĕсен" - районти пĕрлешĕвне кĕме ыйтсан та ĕнерхи салтак хирĕçлемерĕ. Паян вара вăл хăйне интернационалист-салтаксем уйăрса яманнишĕн хĕпĕртет кăна.
- Вĕсемпе пĕрле пулни мана пурнăç илемне туллин туйма, ÿсĕм çулĕпе утма хавхалантарчĕ. Çапла вара паян эпĕ хам тĕллĕнех Лада-Гранта автомашинăпа çÿретĕп. Эрнере виçĕ хутчен Шупашкара парабадминтон тренировкисене çитетĕп. Обществăлла мероприятисенчен те пăрăнса юлмастăп. Çакă мар-и-ха вăл тулли пурнăç; - ыйтуллăн тинкерчĕ мана Илья Ильич.
Кунта вара хăй тĕллĕн куçса çÿрессипе ÿсĕм тунă салтакăн спортри çитĕнĕвĕсем пирки каламасăр та иртме çук. Пурнăçра хăй вырăнне тупнă пĕлĕшĕм икĕ çул ачасемпе çамрăксен Шупашкарти адаптаци шкулне çÿресе кăçал хăйсен йышшисен ушкăнĕнче парабадминтонпа Раççей чемпионатĕнче 1-мĕш вырăна тухрĕ. Каярах Санкт-Петербургра иртнĕ хула чемпионатĕнче пирĕн ентеш тĕрлĕ номинацире 2, 3-мĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕ.
Хăй пирки çеç шутламан Илья Паргеев кунта та калаçăва ыттисем çине куçарса ячĕ. Унăн сăмахĕ Отарккăра пурăнакан хăйĕн пекех инкеке лекнĕ Алексей Ефимов пирки пулчĕ. Вăл та хăй тĕллĕн автомашинăпа çÿренишĕн, икĕ çул хăй суйласа илнĕ спорт тĕсĕпе тренировкăсенче пулса кăçал Раççей чемпионатĕнче 2-мĕш вырăна тухнишĕн савăннине пĕлтерчĕ.
- Инвалидсене нумай çĕрте çул уçса пани пире малалла пăхтарать. Кунта манăн Афганистан вăрçине хутшăннисен пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн тата çарта суранланнисен - "Вăрçă инваличĕсен" - районти пĕрлешĕвĕ, хамăр район администрацийĕ, Муркашри "Сывлăх" физкультурăпа спорт комплексĕ т. ыт. те пире майлă нумай ĕçленишĕн савăнатăп. Пĕрле пулни пурнăçа илемлетет, - терĕ Илья Ильич хамăр калаçăва вĕçленĕ май.
А. БЕЛОВ.