Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

23 ноября 2016 г.

Кинемей  95 çулта

Муркашра пурăнакан тыл ĕçченĕ, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă ветеранăн тăлăх мăшăрĕ Татьяна Чугунова çак кунсенче 95 çул тултарчĕ. Сумлă уявпа чыслама хăнасем районтан тата ял тăрăхĕнчен килсе çитрĕç. Çав тапхăрти чылай çыннăн пекех юбилярăн та шăпи çăмăл килмен. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр колхоз ĕçĕнче тимленĕ. Хутла пĕлнĕрен вăрçă çулĕсенче налук агентĕнче тимленĕ. Унăн тăрăшулăхне тĕрлĕ шайри чыслав çирĕплетет. Мăшăрĕпе А. Чугуновпа çемьеленсе 61 çул алла-аллăн тытăнса утнă. Халĕ юбилярăн йышĕ пĕчĕк мар: икĕ хĕр тата ывăл, 5 мăнук тата 11 кĕçĕн мăнук.

 

Професси  чуна килĕштĕр

Пурнăç епле пуласси професси суйлавĕпе тачă çыхăннă. Юлашки вăхăтра ĕç рынокне ĕç профессийĕсем ытларах кирли палăрать. Шкул ачисем хушшинче профориентаци ĕçне вăйлатас тĕлĕшпе Чăваш Республикинче ноябрĕн 21 - 25-мĕшĕсенче волонтер профориентаторсем тимленипе "Санăн професси суйлавĕ" акци иртет. Çак ĕç шайĕнче Оринин ял библиотекин ертÿçи Екатерина Захарова асăннă ялти шкулти 9-мĕш класс вĕренекенĕсемпе тĕл пулу ирттерчĕ. Ачасем тĕрлĕ професси тата профессипе çыхăннă ăнлавсем тавра калаçрĕç.

 

Аннерен хакли çук

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Раççейре Амăшĕсен кунне ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тăваççĕ, пурнăç панă çынна пур енлĕн чыслаççĕ. Çак сумлă уява халалласа районти библиотекăсенче ноябрĕн 24 - 26-мĕшĕсенче чылай мероприяти ирттерме палăртнă. Ноябрĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа "Амăш çутти - юрату çутти" кĕнеке куравĕ ĕçлет. Çавăн пекех анне уявне халалланă ытти материалпа та паллашма май килĕ. Аннене калемçĕсем, ÿнерçĕсем, хайлавçăсем, юрă-кĕвĕ ăстисем хăйсен ĕçĕсенче пысăка хурса хаклаççĕ. Мероприятисене хутшăнакансене тĕрлĕ вăйă, конкурс, хавхалантару кĕтет.            

 

Ĕç вырăнĕсем пур

Çулталăк пуçланнăранпа ĕçпе тивĕçтерекен районти центра 1211 çын ĕç вырăнĕ шыраса пулăшу ыйтма килнĕ. Ноябрĕн 21-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕррисен йышне 53 çынна официаллă майпа регистрациленĕ. Предприятисемпе организацисем 200 ваканси пурри çинчен информаци тăратнă. Çулталăк пуçланнăранпа 1061 çынна яланлăх тата вăхăтлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Обществăлла ĕçре 92 çын вăй хума пултарнă. Ĕç вырăнĕ тупассипе йывăрлăх туякан 5 çынна вăхăтлăх тимлеме май туса панă. 14 - 18 çулсенчи 562 çамрăка вăхăтлăх ĕç сĕннĕ. Професси хатĕрленĕвне, квалификацие ÿстерме 26 çынна янă.  

Р. Илларионова  хатĕрленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика