19 ноября 2016 г.
Паллă ĕнтĕ, "Тÿрĕ ыйту - тÿрĕ хурав" телефонĕ çине ытларах чухне çынсем чун кÿтсе çитнипе, хăйсене канăç паман ыйту çине хурав илес тесе шăнкăравлаççĕ. Çакна ăнланмалла та. Çав вăхăтрах хăш чухне шăнкăравлакансем хушшинче ял çыннисене канăç паман ку е вăл ыйтăва татса пама май тупнăшăн, хăйсене ăнланнăшăн тав тăвас шухăшлисем пулни питех те савăнтарать. Мĕншĕн тесен шăпах ĕнтĕ ăшă кăмăл, тав сăмахĕсем тепĕр чухне çитсех каймаççĕ пире хальхи пурнăçра. Лайăххи, ырри, ыттисене каласа памалли те пирĕн сахал мар. Анчах та темшĕн-çке нумай чухне эпир ыррине, лайăх тунине питĕ хăвăрт хăнăхатпăр та манăçа кăларатпăр, кÿренÿ туйăмне вара хăш чухне ĕмĕрĕпех ăшра тытса усратпăр, кÿрентерекене тавăрма тăрăшатпăр, япăххине сунатпăр.
Черетлĕ шăнкăрав Çатракасси ял тăрăхĕнчи Шупуç ялĕнчен пулчĕ. Ял çыннисем ячĕпе Н. Максимов шăнкăравларĕ. Асăннă ялти Орлов урамĕнче пурăнакансем Çатракасси ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхне Геннадий Трофимова тав сăмахĕ калаççĕ. Шыв çуккипе ку урамра пурăнакансем тахçантанпах тертленнĕ. Халĕ вара ял тăрăхĕн администрацийĕ тимленипе, ял çыннисем хăйсем те чылайăшĕ пуçаруллă та хастар пулнипе ял урамĕпе 700 метр таран шыв пăрăхĕ чавса хунă. Шыва кашни киле (уйрăм çынсен 24 хуçалăхĕ ку урамра) кĕмелле тунă.
Паллă ĕнтĕ, ял тăрăх администрацийĕн укçи-тенкипе кăна пур ĕçе те туса ирттерме май пулас çук. Çавăнпа та ял çыннисен хăйсен те самаях тăккаланма тивнĕ. Апла пулин те никам та кăмăлсăрланма шухăшламасть. "Такам валли мар-çке, хамăр валлиех", - теççĕ вĕсем.
Халĕ ку урамри çынсене шыв йĕркеллĕ парса тăма ятарлă çуртра 250 литр кĕрекен гидропичке вырнаçтарнă. Шыва унта насус тултарса тăрать. Кунтанах шыв пăрăхсем тăрăх ял çыннисен хуçалăхĕсене каять.
Эпĕ интересленмесĕр пултараймарăм: "Халĕ хĕл кунĕсенче юрĕ-ха. Шывпа пурте харăс усă курмаççĕ, гидропичке тивĕçтерсе çитерĕ. Кайран вара, çу кунĕсем çитсен, ял çыннсен килти пахчисене те шăварма тытăнмалла пулсан, пăтăрмахлă пулмĕ-и;"
Çу кунĕсем çитсен вара çынсем ял пуçĕнче шыв уçламалли башня лартас шухăшлă иккен. Нимĕн те калаймăн, япăх мар. Çакă, паллах, укçа-тенкĕ расхутламасăр пулас çук, ĕç вăйĕсем те кирлĕ пулĕç. Анчах та çынсем пĕр шухăшлă пулсан вĕсем ку ыйтăва та татса пама май тупасси иккĕлентермест. Апла пулсан вĕсене ăнăçу сунмалли кăна юлчĕ.
Сăмах май, юлашки вăхăтра ял тăрăхĕн территорийĕнче ырă улшăнусем пулса иртнине çынсем курмасăр пултараймаççĕ. Акă çывăх вăхăтрах Кашмаш ялĕнчи çĕнĕ урамра çĕнĕ çул хута каймалла. Строительство ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ ĕнтĕ.
Кунпа пĕрлех Çатракасси ялĕнчи Çĕнтерÿ паркĕнче тирпей-илем кĕртес ĕçсем анлă сарăлнă. Кунти çăл куçсем тапса тăракан таса вырăнта шыва кĕрсе тасалмалли купелсем туса пĕтереççĕ ĕнтĕ. Çак хăтлă вырăна пыма çулĕ те, çĕрле çутатакан илемлĕ хунарсем те пулĕç. Çавăн пекех Çатракасси ялĕнче асфальт çул хĕррипе тротуар тăвассин ыйтăвне татса парасси те вырăнтан тапраннăн туйăнать.
Çапла, пурте пĕрле пулсан, пĕрле тăрăшсан кăна çак ырă улшăнусем малашне татах та ытларах, татах та сумлăрах пулĕç.
Вулакансене аса илтеретпĕр, тÿрĕ ыйту çине тÿрĕ хурав илме пирĕнпе çыхăнмалли телефон номерĕсем: 62-2-82, 8-927-857-42-06.
В. ШАПОШНИКОВ
хатĕрленĕ.