19 ноября 2016 г.
Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕн директорĕ тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов ертсе пыракан информаци ушкăнĕ юнкун Чуманкасси ял тăрăхĕнче пулса вырăнти ĕç-хĕлпе паллашрĕ. Ял çыннисем хăйсен вăйĕ çине шанса ялти пурнăçа йĕркелесе пыраççĕ. Килти хушма хуçалăхра ĕне тытакансем сĕте вырăнти уйрăм предпринимателе Р. Иванова тата Муркаш райповне параççĕ. Килте ÿстернĕ вăкăрсене те предпринимательсем урлă реализацилеççĕ. Анчах кунта пурне те пĕр çивĕч ыйту канăç памасть: аслăрах çулхисем выльăх-чĕрлĕх тытассипе çанă тавăрсах ĕçлеççĕ пулсан, çамрăксем ку ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрмаççĕ. Çапла вара ял тăрăхĕнче ĕнесен йышĕ пĕчĕккĕн пулсан та чакса пырать. Ял тăрăхĕн администрацийĕ вара аслăраххисемпе çамрăксене те килти хушма хуçалăха аталантарма пурнăçа кĕрсе пыракан çĕнĕлĕхсемпе паллаштарсах тăрать. Апла пулин те хальлĕхе ку тăрăхра вăй илнĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, çемье фермисем çук.
Ял тăрăхĕн администрацийĕнче пулнă хыççăн тĕл пулу Чуманкассинчи вăтам шкулта ĕçлекенсемпе иртрĕ. Кунта вĕрентекенсем паянхи пурнăçпа кăсăклансах тăни палăрчĕ. Çавăнпах ĕнтĕ тĕл пулăва пынисем ял пурнăçне пырса тивекен нумай ыйтăва хускатрĕç. Вĕсем шкул пурнăçне, ялсене, вырăнти пĕрлешÿллĕ хуçалăха пырса тивеççĕ.
Тĕл пулура Александр Иванович малтанах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ĕçĕпе, республика бюджетне тытса пырассипе, ăна мĕн сăлтавпа 3 çуллăха йышăнма палăртнине каласа пачĕ. Кунпа пĕрлех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ патшалăх, республика шайĕсенчен ял çыннисене, çĕр ĕçченĕсене мĕнле пулăшусем пани тата ăна валли мĕнле программăсем ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ, ыйтусене хуравларĕ. Вĕрентекенсемпе ирттернĕ калаçу майĕпен ачасене шкулта вĕреннĕ çулсенчех ĕçе явăçтарасси тата вĕсене паянхи пурнăç условийĕсене хăнăхтарса вĕрентсе пырасси çине куçрĕ.
- Шкул пĕтерекенсем яла юлаççĕ-и; - интересленчĕ А. Федотов.
- Юлашки çулсенче ял хуçалăхне ĕçлеме юлнисем çук, - хуравларĕ шкул директорĕ Ф. Рылин.
- Ачасем яла юлманран ялсем хупăнасси те кун йĕркине тухма пултарать, - залран пулчĕ тепĕр асăрхаттару.
- Кунта эпĕ сирĕнпе килĕшетĕп. Анчах темле пулсан та çамрăксене ял хуçалăхне вăйпа хăварма çуках тесе шутлатăп. Пире çĕршывра, республикăра, хамăр ял тăрăхĕнче пысăк технологисене алла илнĕ, экономика тĕлĕшĕнчен çĕнĕлле ĕçлеме вĕреннĕ ăста специалистсем кирлĕ. Вĕсем пĕччен-иккĕнех вуншар çын ĕçне тума пултарĕç. Çавăн чухне пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен экономики те çĕнĕ шая ура ярса пусĕ, - хурав пачĕ Александр Иванович.
- Ялта çамрăксем валли интерес çук, - пулчĕ тепĕр каларăш.
- Мĕн тумалла; - тинкерчĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ. - Çав интерессене аслисен хамăрăн йĕркелемелле. Ахальлĕн пурсăмăра та малашлăх хытах шухăшлаттарать.
Кун хыççăн Александр Иванович Чуманкасси ял тăрăхĕнче сухаламан çĕрсем пурри-çуккипе интересленчĕ.
- Чкалов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕ кашни гектарах акма-лартма тăрăшнăран çум айĕнче выртакан çĕр лаптăкĕсем çук, - хуравларĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Белов.
- Апла пулсан сирĕн пĕрлешÿллĕ хуçалăх паянхи кунпа çеç мар, ыранхине пăхса та пурăнать, - пĕтĕмлетрĕ А. Федотов.
Чкалов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативне çитсен пысăк тĕл пулăвах пулмарĕ. Анчах бухгалтери ĕçченĕсемпе тата фермăра вăй хуракансемпе тĕл пулса калаçнинчен паянхи куна сăвăм чакнин сăлтавĕ нумай ĕнесем пăрулас умĕнхи вăхăтрине пĕлтĕмĕр.
Информаци ушкăнĕн членĕсем кашни тĕл пулурах унта хутшăнакансен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем пама тăрăшрĕç.
А. БЕЛОВ.