Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр ыйтăвĕ яланхиллех малта

19 ноября 2016 г.

"РФ юстици министерствин федерацин Чăваш Республикинчи суд экспертиза лабораторийĕ" бюджет учрежденийĕн пуçлăхĕ Леонид Морозов ертсе пыракан ушкăн Турай ял тăрăхне çул тытрĕ. Асăннă тăрăх пуçлăхĕпе Николай Павловпа тĕл пулса калаçнă хыççăн Анаткасри Культура çуртĕнче тата Турай шкулĕнче тĕл пулу иртрĕ.

Чи малтанах Л. Морозов Чăваш Республикин çитес виçĕ çулхи тапхăрти бюджечĕ çинче чарăнчĕ. Вăл каланă тăрăх, патшалăх пулăшу уйăрассин мĕнпур мелне сыхласа хăварнă. Социаллă инфраструктурăна аталантарассипе малалла та ĕçлесе пыраççĕ. Çитес çулта вĕренÿ сферине 10295,3 миллион тенкĕ, социаллă политикăна 11306,3 миллион тенкĕ, спортпа физкультура сферин аталанăвне 699,5 миллион тенкĕ, культура сферине 593,6 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

Вырăнсенчи бюджета шайлаштарас тĕлĕшпе çитес çул республика бюджетĕнчен уйăракан дотаци калăпăшне ÿстерме йышăннă. Иртсе пыракан çулталăкрипе танлаштарсан, 3,4 процент ытларах е 1 миллиард та 002,5 миллион тенкĕ.

Модульлĕ ФАПсене хута ярассипе малалла та тухăçлă ĕçлеме палăртнă. Ăна валли 79,6 миллион тенкĕ уйăрĕç. Турай ял тăрăхĕсем каланă тăрăх, фельдшер пункчĕсем аван ĕçлесе пыраççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вĕсенчи лару-тăру япăх мар. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Павлов каланă тăрăх, çитес вăхăтра тепĕр ФАП хута ярас ыйту тăрать.

Çитес вăхăтра республика пĕлтерĕшлĕ автоçула тума, юсама, тытса тăма питех те пысăк укçа-тенкĕ тăкаклама палăртнă, çак ĕçсем валли 3141,6 миллион тенкĕ питех те вырăнлă пулĕ. Турайсен те ку енĕпе ыйту пур. Асламас патне тухакан çул пуласса тахçанах чăтăмсăррăн кĕтеççĕ вĕсем.

Черетлĕ ыйту ял хуçалăх ĕçне пырса тиврĕ. Пĕтĕмĕшле илсен район тата республика шайĕнчи тыр-пул тухăçĕ пĕчĕк мар. Мĕнпур муниципалитет кăтартăвĕ тăрăх, 656,4 тонна тĕш-тырă пухса илнĕ. Пĕр гектар пуçне вăтамран 23,2 центнер тухнă. Ытларах кĕрхи культурăсем ăнса пулни курăнать. Çитес çулхи тухăçшăн кăçал та ăнăçлă никĕс хывса хăварнă, 96,6 пин гектар çинче кĕрхи ака ĕçне пурнăçланă. Ку юлашки пилĕк çулхи пысăк кăтарту.

Ноябрĕн 18-мĕшĕ Пĕтĕм Раççейри ачасене право пулăшăвĕ памалли кун пулнă май çак калаçу та кун йĕркинчен аякра юлмарĕ.

Декабрĕн 12-мĕшĕнче вара Раççей шайĕнчи черетлĕ тăваттăмĕш йышăну кунĕ иртмелле. Çынсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене Раççей Федерацийĕн йышăну пÿлĕмĕсене, патшалăх тата вырăнти органсене тăратма пултарĕç. Çак тата ытти ыйту çинче чарăнчĕ Леонид Морозов.

Районти лару-тăру çинче социаллă пулăшу паракан центр ертÿçи Ольга Иванова чарăнчĕ. Вăл каланă тăрăх, мĕнпур сфера япăх мар аталанать. Тĕслĕхрен, сахал тупăшлă çемьери ачасене çăмăллăхлă мелпе аталантарасси малтанхи пекех сыхланса юлнă, ăна валли сахал мар укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Вĕренÿ учрежденийĕсенче те юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ тата ытти те. Çавăн пекех вăл ял хуçалăх сферин тухăçĕ те ÿссе пынине палăртрĕ.

Тĕл пулăва пухăннисене ытти ыйту та кăсăклантарчĕ. Анаткасри вĕренÿ учрежденийĕнче ĕçлекенсене шывшăн тÿлесси пăшăрхантарчĕ. Çынсем каланă тăрăх, Турай больницин ĕçĕ-хĕлĕ маларах туллин тивĕçтернĕ. Халĕ вара йăлтах урăхла, врач куллен пуласса та чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çавăнпа та район центрне çул кĕске пулманран тата халăх йышĕ те пĕчĕк мартан больницăн ĕçне малтанхи пек йĕркелеме ыйтаççĕ.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика