19 ноября 2016 г.
Ноябрĕн 15-мĕшĕ Чăваш Ен онкологи службишĕн пĕлтерĕшлĕ кун пулса тăчĕ. Онколог врачсем хирурги операцийĕсене хальхи медицина оборудованийĕпе тивĕçтернĕ Республика клиника онкологи диспансерĕн çĕнĕ хирурги корпусĕнче ирттерме тытăннă.
"Паянхи куна эпир кунта кивĕ корпусран виçĕ уйрăм куçартăмăр. Пÿлĕмсем, оборудовани пĕтĕмпех çĕнĕ, пĕтĕмпех йĕркеллĕ ĕçлет. Персонал та, пациентсем те кăмăллă", - каласа панă Республика клиника онкологи диспансерĕн тĕп врачĕ Лидия Воропаева. Вăл каланă тăрăх, çĕнĕ корпус - çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пынин çĕнĕ пусăмĕ. Пысăк технологи операцийĕсене туса ирттерме май пур. Ку вара пациентсен пурнăç тăршшĕне ÿстерме пулăшĕ.
Ĕçлеме питĕ лайăх майсем туса панăшăн, чи çĕнĕ медицина оборудованийĕпе тивĕçтернĕшĕн хирурги уйрăмĕн заведующийĕ Вячеслав Григорьев республика ертÿçисене пысăк тав сăмахĕ калать. Онколог врач Андрей Раськин та ĕçлеме кун пек аван майсем туса панăшăн хăйĕн савăнăçне пытармасть.
Акă онкогинекологин хирурги уйрăмĕн пĕр пациенткине операцие хатĕрлеççĕ. Пациентка врачсем, медицина сестрисем кăмăллă пулни, сипленме лайăх майсем туса пани пирки калать.
Сăмах май, Республика клиника онкологи диспансерĕн хирурги корпусне 2012 çулта тума тытăннă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектра строительство ĕçĕсем мĕнле пынине регион ертÿçи Михаил Игнатьев хăй çирĕп тĕрĕслесе тăнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ республика Патшалăх Канашне янă Çырура лартнă здачăна - çак объекта 2016 çул вĕçлениччен хута ярассине - ăнăçлă пурнăçланă.
Сентябрĕн 6-мĕшĕнче çĕнĕ хирурги корпусне савăнăçлă лару-тăрура уçнă чухне Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова Чăваш Ен онкологие аталантарассипе инноваци площадки пулса тăма чăннипех те тивĕç тесе палăртнă.
Çĕнĕ корпусра çавăн пекех РФ Сывлăх сыхлав министерствин тĕп онкологĕ Михаил Давыдов профессор та пулса курнă.
Малашлăх планĕсенче вара - регионта онкологи службине аталантарса пырасси. Вăл шутра Чăваш Енре ядерлă медицинăна аталантарасси те.