19 ноября 2016 г.
Чи лайăххисене
палăртнă
Полицин участокри уполномоченнăйĕн кунне халалласа ноябрĕн 17-мĕшĕнче Муркашри "Сывлăх" спорт шкулĕнче "Муркаш районĕнчи полицин участокри чи лайăх уполномоченнăйĕ" конкурс ирттернĕ. Участковăйсемсĕр пуçне унта халăх дружинин членĕсем те хутшăннă. Ăмăрту-конкурса хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьев, шалти ĕçсен районти пайĕн полици пуçлăхĕн çумĕ В. Григорьев саламланă.
Конкурса хутшăнакансем теори енĕпе те, практикăра та вăй виçнĕ. Халăх дружинин членĕсем хушшинче арçынсенчен М. Николаев, хĕрарăмсенчен И. Быркина çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Полици уполномоченнăйĕсем хушшинче А. Николаева çитекенни пулман. Хыççăнхисем - Н. Кудряшовпа Г. Димитриев.
Ачасем хÿтлĕхре
пулччăр
Ноябрĕн 20-мĕшĕ - Ачасен пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Ачасене право пулăшăвĕ памалли Пĕтĕм Раççей кунĕн тата республикăн "Чăваш Ен - тăлăхсемсĕр!" автокараван шайĕнче ноябрĕн 18-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕрти Культура çуртĕнче "Ачасем хÿтлĕхре пулччăр" республика мероприятийĕ иртнĕ. Унта ачасене усрава йышăннă çемьесем, район администрацийĕн тата ачасен прависене хÿтелессишĕн, вĕсене пулăшупа тивĕçтерессишĕн яваплă пулса тăракан органсен республика тата район представителĕсем хутшăннă.
Тĕплĕнрех - çитес номерте.
Çамрăксем шанăç
çуратаççĕ
Çак кунсенче Чул хула облаçĕнчи Кстово хулинче тата Самарăра çамрăк боксерсен Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕсем иртнĕ. Пирĕн районти "Сывлăх" спорт шкулĕн спортсменĕсенчен чылайăшĕ малти вырăнсене тивĕçме пултарнă.
Çамрăк экологсен Раççей слетĕнче вара Муркаш шкулĕнче 8-мĕш "а" класра вĕренекен А. Прохорова республика чысне хÿтĕленĕ, 6 çĕнтерÿçĕ-финалистран пĕри пулса тăнă.
Районти çамрăк çăлавçăсем - Муркашри çамрăк техниксен станцийĕн команди - районсен дружинисем хушшинче çамрăк пушар хуралçисен республика спорт ăмăртăвĕсенче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Мĕнех, районти çамрăк ăру пысăк шанăç çуратать.
Паян - Сывлăх кунĕ
Республикăра, апла пулсан районта та, паян черетлĕ Сывлăх кунĕ иртет.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Сывлăх кунĕнче муниципалитет харпăрлăхĕнчи спорт сооруженийĕсене пурне те тÿлевсĕрех кĕртеççĕ. Апла пулсан Муркашри "Сывлăх" спорт шкулне çитме тăрăшăр. Паян эсир тренажер залĕсенче пулса, бассейнра ишсе хăвăрăн сывлăхăра çирĕплетме пултаратăр.
В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.