19 ноября 2016 г.
Хорнуй ял тăрăхĕнчи Платкасси ялĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Ял хушшинчи тулли пĕвесем, çулсем хĕрринчи ешĕл курăк, çулла-çуркунне чекек хупласа илнĕ тавралăх, кашни кĕтесрех тирпей-илем хуçаланни кунта тăван ене юратакан çынсем пурăннине çирĕплетеççĕ. Çывăхарах паллашсан урăхла пулма та пултарайманни палăрать.
Ялти тирпейлĕхпе хăтлăх хăйсенчен килнине ăнланаççĕ кунта пурăнакансем. Çавăнпа та ял тăрăхĕн депутачĕ С. Матвеева (сăн ÿкерчĕкре) урамри тирпейлĕхшĕн пуçаракан ĕçсене те Платкассисем пĕр çемьери пек хутшăнаççĕ.
- Кунта пурăнакансем Светлана Николаевнăна хăйсен ялĕпе икĕ созыв ял тăрăхĕн депутачĕ пулма суйларĕç. Апла пулсан вĕсем ăна шанаççĕ тата ĕненеççĕ. Çапла вара кунта ял хапхисем юсасси, пĕвесем пăхса тăрасси, шыв пăрăхне юсавлă тытасси, çуркунне-кĕркунне йывăçсем лартасси яланах ытлашши ыйтусăр пулса пырать. Ял тăрăхĕн депутачĕ Питравра ял уявĕ ирттерессине те юлашки çулсенче хăй çине илнипе кун йĕркине кĕртрĕ. Килти хушма хуçалăх тытассипе те вăл паян ялта пурăнакансемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать, - паллаштарчĕ хамăр кайма тухнă хĕрарăмпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Манефа Колесникова.
Манефа Валериановна хаклавĕ вырăна çитсен куç умне туллин тухрĕ. Виçĕ ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă Светлана Николаевна малтанхи сăмахранах йывăрлăхсене парăнман хĕрарăм пулни палăрчĕ. Çакнах вăл ачисемпе кинĕсенчен (кĕçĕнни мăшăрланман-ха хальлĕхе - ред.), мăнукĕсенчен, ял çыннисенчен, хăйĕн суйлавçисенчен ыйтать. Нумай ĕçре вара хăй тĕслĕх пулса тăрать.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн 7 ачаллă çемйинче çуралса ÿснĕскер Муркашра ĕçленĕ, ял тăрăхĕн депутачĕн тивĕçĕсене пурнăçланă хушăрах килти хушма хуçалăх пирки самантлăха та манмасть. Кунта вара унăн ĕç фрончĕ чăннипех пысăк. Сумалли 4 ĕне кунсерен 30 килограмм ытла сĕт патшалăха сутма май туса параççĕ. Çу кунĕсенче ку кăтарту 80 килограмран та иртет. Ĕнесемсĕр пуçне ял тăрăхĕн депутачĕ 2 вăкăрпа тепĕр тына, 4 пуç сурăх хĕл каçарма хатĕрленет. Çулла алă усса ларманнипе вĕсем валли паха уттине те, çĕр улмипе выльăх кăшманне те ытлă-çитлех янтăлама ĕлкĕрнĕ.
- Сĕт укçипе мĕн тăватăр вара; - интересленетĕп кил хуçи хĕрарăмĕнчен.
- Ялта кунсерен пăта çапмасан кил хуçалăх куç умĕнчех ишĕлсе анать. Килти хушма хуçалăхри юсав ĕçĕсене пурнăçлама, ĕнесемпе кайăк-кĕшĕк валли тырă-пулă туянма çак резервпа усă куратăп. Ку таранччен çын патне ыйтма кайни пулман-ха, - пулчĕ хурав.
Тăрăшса вăй хурсан умри йывăрлăхсем те парăнаççĕ. Ăна валли вара нумаях та кирлĕ мар иккен...
М. БЕЛОВА, ЧППУ студентки.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.