19 ноября 2016 г.
Куç курманнисен пĕтĕм тĕнчери кунне тата "Шурă туя" уйăхлăха халалланă мероприятисем анлă иртрĕç. Асăннă уйăхлăх октябрĕн 15-мĕшĕнче пуçланчĕ. Ку тапхăрта районпа республика шайĕнче фестивальсем, калаçусем, çавра сĕтелсем тата ытти ĕçсем те иртрĕç. Тĕпре вара куç курман çын ыйтăвĕ пулчĕ.
Ноябрĕн 17-мĕшĕнче ял тăрăхĕсем хушшинчи районти тĕп библиотекăра Раççейри куç курманнисен районти обществăлла организацийĕн членĕсем, хăнасем пухăнчĕç. Кунта ыр кăмăллăх сехечĕ иртрĕ.
Мероприятие социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ертÿçи Ольга Иванова тата социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Валентина Аникина уçрĕç. Вĕсем асăннă кун пĕлтерĕшне палăртрĕç. Çавăн пекех куç курманнипе инвалида тухнисене çăмăллăхпа, тимлĕх кирлĕ пĕччен çынсене хÿтлĕхпе тивĕçтерес йĕрке çинче тĕплĕн чарăнчĕç.
Пĕтĕмĕшле илсен куç курманнисен йышĕнче пултаруллă çынсем питех те нумаййăн, вăл шутра хамăр хушăра та. Библиотека ĕçченĕсем ăста çынсемпе, вĕсем хайланă тĕрлĕ произведенипе паллаштарчĕç. Çавăн пекех куç курманнисем хайланă произведенисен куравĕ те питĕ кăсăклă пулчĕ.
Куç курманнисен районти организацийĕн ертÿçи А. Михайлова мероприятие хутшăнакансене кулленхи тата малашнехи ĕçпе паллаштарчĕ. Палăртма кăмăллă, асăннă организаци çулсеренех çитĕнÿсемпе савăнтарать. Акă районти организацин пултаруллă йышĕ кăçал та республика шайĕнчи конкурссенче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Республикăри организацисем хушшинче муркашсем чăннипех те маттур.
Р. Илларионова.
Сăн ÿкерчĕкре: организаци ĕçне активлă хутшăнакан Р. Мерлова тата В. Налимова.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.