19 ноября 2016 г.
Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕ, промышленноç тата суту-илÿ министерствин официаллă сайчĕ тăрăх, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2014 çулхи 560 номерлĕ "О применении отдельных специальных экономических мер в целях обеспечения безопасности Российской Федерации" Указĕпе тата Раççей Федераци Правительствин çав çулхи августăн 7-мĕшĕнчи 778 номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн хак мониторингне кĕртмелли социаллă пĕлтерĕшлĕ хăш-пĕр апат-çимĕç таварĕн вăтам хакĕ юлашки тапхăрта чакнă, тĕслĕхрен, хура тул кĕрпи, сахăр песукĕ тата ытти те. Çуллахи - кĕркуннехи тапхăр иртнĕ май çĕр улми, пан улми, помидор, хăяр, çăмарта, сĕт-çу продукцийĕн хакĕ ÿснĕ.
Çÿлерех асăннă йĕркепе килĕшÿллĕн район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕ кашни эрнере социаллă пĕлтерĕшлĕ тавар хакĕн мониторингне тăвать. Унта Муркаш райповĕн "Гастроном" лавккинчи, Муркаш пасарĕнчи тата "Нико" пĕрлешĕвĕн "Родничок" лавккари хаксене кĕртнĕ. Асăннă пайăн ертÿçи Ольга Тимофеева, Лариса Николаева специалист черетлĕ хут суту-илÿ точкисене çитсе килчĕç (сăн ÿкерчĕкре).
Экономика пайĕ палăртнă тăрăх, пĕтĕмĕшле илсен социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕ шайлашуллă, ăна сăлтавсăр ÿстерни палăрмасть. Асăннă пайăн пĕтĕмлетĕвĕнчен çакă курăнать. Тулă çăнăхĕн пĕр килограмĕ "Гастрономра" 23 тенкĕ те 20 пус тăрать (виçĕ объектран чи пĕчĕк хак, малалла та çапла ăнланмалла). "Гастрономра", пасарта рис кĕрпине 46 тенкĕпе туянма пулать. Хура тулă кĕрпи те çак икĕ объектра йÿнĕрех - 68 тенкĕ. Макарон изделийĕн чи пĕчĕк хакĕ 28 тенкĕ (пасар, "Гастроном). "Гастрономра" тип çу 81 тенкĕ те 60 пус, сахăр песукĕ 45 тенкĕ, тăвар 8 тенкĕ 90 пус, пулă консерви 21 тенкĕ. "Родничокра" вара шăнтнă пулă 45 тенкĕ, тăварланă пулă 85 тенкĕ тăрать.
Р. Илларионова.