Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем ялан малти ретре

16 ноября 2016 г.

Иртнĕ шăматкун, чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче, "Сывлăх" спорт шкулĕнче Афганистан вăрçине хутшăннисен тата çарта суранланнисен пĕтĕм Раççейри "Вăрçă инваличĕсем" обществăлла организацийĕн республикăри пĕрлешĕвĕн районти уйрăмĕ йĕркеленипе çак организацире тăракансен тата вĕсен çемье членĕсен республикăри спорт фестивалĕ виççĕмĕш хут иртрĕ.

Çак фестивальте çĕршыв интересĕсене тĕрлĕ çулсенче хĕрÿ çапăçусенче хÿтĕленĕ ĕнерхи салтаксем паян та пĕр йышра пулни тепĕр хут куç умне тухрĕ. Маттурсене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, ЧР Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пайĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ А. Петров хутшăнчĕç.

- Хисеплĕ юлташсем! Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе çамрăклах çапăçусене хутшăнма тивнĕ салтаксем! Эсир паян çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăнине палăртма кăмăллă. Çакна шута илсе эпир те интернационалист-салтаксене нумай мероприятие явăçтаратпăр. Сирĕн тĕслĕхĕрпе çамрăк ăрăва воспитани паратпăр. Çак çыхăну пирĕн хушăмăрта нумай çул çухалмасса ĕненетĕп. Паянхи спорт ăмăртăвĕсенче вара эсир никам та выляса ямасса шанатăп, - терĕ Ростислав Николаевич хăйĕн салам сăмахĕнче.

ЧР Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пайĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ А. Петров интернационалист-салтаксем паян та стройра пулнине тата общество вĕсем çине уйрăммăн шаннине палăртрĕ.

- Пирĕн паянхи тĕллев спортри хастарлăха тĕрĕслесси мар. Пĕрле тĕл пулса калаçни пĕлтерĕшлĕрех. Канăç паман кулленхи ыйтусем, вĕсене татса парассипе кая хăвармасăр пурнăçламалли ĕçсем нумайăшне пăшăрхантараççĕ. Паянхи тĕл пулура сире вĕсене татса парассипе юлташсен çул-йĕрĕпе паллашма сĕнетĕп, - терĕ Афганистан вăрçине хутшăннисен тата çарта суранланнисен пĕтĕм Раççейри "Вăрçă инваличĕсем" обществăлла организацийĕн районти уйрăмĕн ертÿçи К. Петров.

Асăннă ăмăрту виççĕмĕш çул çеç иртет пулсан та унăн ячĕ республикăра анлă сарăлни çак тĕл пулура туллин палăрчĕ. Муркаша кăçал Етĕрнери тата çак районти, Шупашкарпа асăннă тăрăхри, Патăрьел, Елчĕк, Куславкка, Вăрмар, Çĕрпÿ районĕсенчи интернационалист-салтаксем йышлăн килсе çитрĕç.

- Муркашсене тав сăмахĕ калас килет. Эсир сăпайлă, ума лартнă тĕллевсене пахалăхлă пурнăçлама пултаракан çынсем. Çак фестивале йĕркелеме пултарни те çавнах çирĕплетет. Районти интернационалист-салтаксен ырă пуçарăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев тĕкĕ пани ырă сăмаха тивĕç, - терĕ Етĕрнери район больницин тĕп врачĕ Владимир Кузьмин.

Кун хыççăн ăмăртусем пуçланчĕç. Çăмăллăн иртмерĕç вĕсем, анчах ĕнерхи салтаксем хушшинчи туслăха çирĕплетрĕç кăна. Кунта           К. Петров калани вырăнлăрах пулĕ:

- Паян çĕнтерекенсем - сывă пурнăç йĕркине тытакансем. Вĕсем паянхи общество аталанăвĕшĕн яланах тĕслĕхре пулĕç, - терĕ Константин Иванович çĕнтерÿçĕсене медальсемпе дипломсем парса чысланă май.

Çĕршыв приказне туллин пурнăçланă ĕнерхи салтаксем туслă лару-тăрура дартс вăййинче, шашкăлла выляссинче, нард тата бочче вăййисенче, сĕтел çи теннисра, автомат сÿтсе пуçтарассинче, мечĕк ывăтассинче ăмăртрĕç. Кашни ăмăртурах хăйĕн çĕнтерÿçи пулчĕ. Анчах çак кун пĕри çĕнтернишĕн пурте пĕрле савăнни спорт фестивалĕн тĕп ÿсĕмĕ пулчĕ.

- Уйрăм тав сăмахĕ Афганистан вăрçине хутшăннисен тата çарта суранланнисен пĕтĕм Раççейри "Вăрçă инваличĕсем" обществăлла организацийĕн районти пĕрлешĕвĕн ертÿçине К. Петрова тата "Сывлăх" спорт шкулĕн ертÿçине А. Куликова. Вĕсем пĕр çыхăра ĕçлесе ĕнерхи салтаксене килте ларма памаççĕ тата вĕсемпе шкул ачисем хушшинчи çыхăнăва йĕркелесе пыраççĕ. Çак çыхăну малалла сулмаклăн аталантăрччĕ. Эпир вара унта хутшăнма яланах хавас, - терĕ Афганистанри çар çапăçăвĕсене хутшăннă, Етĕрнерен килнĕ паянхи подполковник Владимир Цветков. Унăн сăмахĕсене Патăрьел каччи А. Ильин, Çĕрпÿрен килнĕ В. Степанов, Шупашкартан çитнĕ О. Мишуткин çирĕплетрĕç.

Амăртусем çакна кăтартрĕç. Çĕршыв приказне туллин пурнăçланă салтаксене мирлĕ пурнăçра та шанма пулать. Паян вĕсем час-часах шкулсенче пулса ачасемпе ирттерекен тĕл пулусем ÿсекен ăрăва патриот воспитанийĕ пама пулăшаççĕ. Вĕсен ĕçри хастарлăхĕ те ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.

А. БЕЛОВ.

Сăн ÿкерчĕксенче: салтак тусĕ - автомат. Ăна сÿтсе пуçтарасси - хăнăхнă ĕç* Етĕрнери район больницин тĕп врачĕпе Владимир Кузьминпа Е. Андреев яч. хис. хуçалăх ертÿçи Виталий Семенов шашка вăййине кăмăллаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика