16 ноября 2016 г.
Ноябрĕн 18-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри ачасене право пулăшăвне памалли куна паллă тăваççĕ. "Раççей Федерацийĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен" федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн граждансен хăш-пĕр категорийĕ тÿлевсĕр юридици пулăшăвне тивĕçнине çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин 2012 çулхи мартăн 30-мĕшĕнчи 20 номерлĕ "Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридици пулăшăвне парасси çинчен" саккунĕн 5 статйинче вара тÿлевсĕр юридици пулăшăвне паракан патшалăх тытăмĕнчи адвокатсен граждансене çак пулăшăва памалли лару-тăрусене пăхса хунă. Çапла вара ачасен прависене тата интересĕсене пăснă тĕслĕхсенче те тÿлевсĕр юридици пулăшăвне тивĕçтермеллине çырса çирĕплетнĕ.
Саккунпа килĕшÿллĕн тÿлевсĕр юридици пулăшăвне паракан патшалăх тытăмĕнчи адвокатсем ачасен прависене пăснипе çыхăннă ыйтусемпе пыракан граждансене тÿлевсĕрех калаçу формипе е çыру формипе иртекен консультацисем параççĕ, заявлени, çăхав, ходатайство тата ытти хăш-пĕр документа çак тĕслĕхсенче хатĕрлесе параççĕ:
- куçман пурлăхпа çыхăннă килĕшÿсене чăн мар тесе палăртнă, пăрахăçланă, улăштарнă чухне е тата килĕшĕве тунă чухне, куçман пурлăхăн патшалăх регистрацине тунă чухне тата унпа çыхăннă ытти ĕçе пурнăçланă чухне (куçман пурлăх е унăн пайĕ гражданинăн тата унăн çемйин пурăнмалли пĕртен-пĕр вырăнĕ пулсан)*
- пурăнмалли çурт-йĕр правине çирĕплетнĕ чух, социаллă найм килĕшĕвĕпе пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ чухне, тăлăх ачасем валли е ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасем валли тунă ятарлă пурăнмалли çурт-йĕрпе найм килĕшĕвĕ тăрăх тивĕçтернĕ чухне, асăннă килĕшÿсене пăрахăçланă чухне, пурăнмалли çуртран кăларса янă чухне*
- харпăрăлăхри çĕр участокĕн правине çирĕплетессипе тата упрассипе, унпа яланлăха усă курассипе тата пурнăç тăршшĕпех еткерлĕхре усă курассипе çыхăннă лару-тăрусенче*
- çемьере тăрантаракан вилнипе е вăл ĕçлеме пултарайманнипе ачан прависене пăснă тĕслĕхсенче*
- ашшĕлĕхне (амăшлăхне) палăртнă, алиментсем шыраса илнĕ чухне*
- тăлăха е ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачана усрава е опекăна илнине палăртнă чухне е çак килĕшĕве тунă чухне*
- тăлăха е ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасен прависемпе интересĕсене хÿтĕленĕ чухне.
Маларах асăннă саккунпа килĕшÿллĕн граждансен интересĕсене хÿтĕленĕ чух хăш-пĕр лару-тăрура адвокатсен судра, патшалăх е муниципалитет органĕсенче представительствăпа та тÿлевсĕр тивĕçтермеллине çирĕплетнĕ. Çапла май кунта асăннă пур тĕслĕхре те ачасен прависемпе интересĕсене хÿтĕлемелле. Çавăн пекех инвалид ачасене, тăлăха юлнă ачасене тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли самантсемпе çыхăннă лару-тăрура та тÿлевсĕр представительство пулмаллине палăртнă.
В. Иванов,
"Республиканская" адвокатсен
коллегийĕн Муркашри филиалĕн ертÿçи.