16 ноября 2016 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи республикăра право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту алкоголь рынокĕнчи лару-тăрăва тишкересси пулнă.
Республикăн официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, Михаил Игнатьев çакна палăртнă. Алкоголизм тыткăнне лекнĕ çамрăксен шучĕ ÿснĕ, 352 çынна шута илнĕ, çакă иртнĕ çулхинчен 38 процент ытларах. Çынсем эрехпе, тĕрлĕ суррогатпа наркăмăшланса вилнĕ факт та нумай. Пăтăрмах эрех ĕçнипе кăна вĕçленмест-ха. Ÿсĕр çын çăмăллăнах преступлени тума пултарать, мĕнпур преступленин çуррине яхăн пайне çынсем ÿсĕрле тăваççĕ. Ку кăтартупа республика Раççейре те, Атăлçи округĕнче те малти ретре. Кăçал республикăра 182 çын спирт продукципе наркăмăшланса вилнĕ.
Район администрацийĕн экономика пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ уйăх вĕçĕ тĕлне район территорийĕнче алкоголь продукцийĕпе 28 лицензиат суту туни паллă. Асăннă тавара 164 объект сĕнет, вăл шутра обществăлла апатланăвăн 28 предприятийĕ.
Саккунпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсенче алкоголь продукцине ваккăн сутма юраман лаптăксене палăртнă. Çакăнпа тĕплĕнрех район администрацийĕн официаллă сайтĕнчи "Экономика" пайра паллашма пулать.
Федерацин 2015 çулхи 182 - ФЗ номерлĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ваккăн тата курттăммăн суту-илÿ тăвакан организацисемпе предприятисем ЕГАИС системипе ĕçлеме пуçламалла, алкоголь продукцине сутнине асăннă системăна кĕртмелле. Иртнĕ уйăх вĕçĕ тĕлне алкоголь продукцийĕпе суту тăвакан 4 предприяти асăннă системăпа ĕçлеме пуçламан.
Район администрацийĕн экономика пайĕ кашни кварталта суту-илÿ объекчĕсенче, обществăлла апатлану предприятийĕсенче вырăнти алкоголь продукцийĕпе суту тунине тишкерет. Райпо объекчĕсенче асăннă продукци 50 - 60 процент шайĕнче пулсан ытти предприятисенче вырăнти продукци 10 процент кăна е пачах та çук. Çавăна та ăна валли çул ытларах уçсан вырăнлăрах пулмалла.
Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем те асăннă продукципе суту-илÿ тăвассинчи йĕркелĕхе тĕпре тытаççĕ. Вĕсен сотрудникĕсем алкоголь продукцийĕпе суту тăвакан объектсенче тĕрĕслевсем ирттернĕ, çитменлĕхсем те çук мар.
Районта кăçалхи тăхăр уйăхра эрех ĕçнипе 104 преступлени тунине палăртнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта çакăн йышши 131 преступлени регистрациленĕ. Эрех ĕçсе йĕркесĕрлĕхпе палăрнă 29 çемьене профилактика учетне илнĕ.
Районта икĕ райпо потребитель ыйтăвне туллин тивĕçтерет. Экономика пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, вĕсенчен пĕр райповĕ кăна кăçалхи 9 уйăхра 44927 декалитр (1 декалитр 10 литрпа танлашать) 100659 пин тенкĕлĕх алкоголь продукцийĕ сутнă. Иртнĕ çулхи тăхăр уйăхра 108702 пин тенкĕлĕх 50063 декалитр сутнă пулнă. Шутласа пăхар-ха, кăçалхи тăхăр уйăх пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, районти пĕр çын пуçне вăтамран 1,94 декалитр эрех тухать. Ку официаллă кăтарту кăна, ытти суту-илĕве шута илсен эпир сиплĕ чей пирки пачах та манни курăнать.
Кăçалхи тăхăр уйăхра спирт пур шĕвекпе наркăмăшланнă 17 факт регистрациленĕ, вăл шутра 11 çыннăн кун-çулĕ татăлнă. Унчченхи çулхи çав тапхăрта наркăмăшланнă 12 факт пулнă.
"Фанфурик" ыйтăвĕ район территорийĕнче çав-çавах çивĕч тăрать-ха. Ку - сутуçăшăн тупăш çăлкуçĕ, анчах унпа наркăмăшланнă çыншăн тата унăн çемйишĕн калама çук пысăк хуйхă. Пĕр енчен сывлăх хавшать, кун-çул татăлать, тепĕр енчен çемье бюджечĕ палăрмаллах пĕчĕкленет. Сутуçăн çынлăх туйăмĕ тĕпсĕр-йĕрсĕр çухалнă ĕнтĕ, вăл потребителе "фанфурик" тыттарнă май ăна вилĕм сĕнет.
"Татьяна" лавкка çумĕнчи аптека çав-çавах çак тавара сутма пăрахасси пирки килĕшÿ туман-ха. Район администрацийĕ иртсе пыракан çулта вĕсем патне ултă хутчен çак ыйтупа тухнă. Анчах та яланах хирĕçле хурав кăна пулнă. Ăна тĕрлĕ комиссие чĕннĕ ĕнтĕ. Предпринимателе вара çын шăпи мар, укçа кăна пăшăрхантарать.
Экономика пайĕ лицензи илнĕ объектсем алкоголь продукцийĕпе саккун шайĕнче суту-илÿ тунине, ăнлантару ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелессине яланах тĕпре тытать.
Р. Илларионова.