16 ноября 2016 г.
Район хаçачĕн вулавçисем астăваççĕ пулĕ, граждансен куçман пурлăха регистрацилессипе çыхăннă ыйтăвĕсене хуравлассипе "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçат редакцийĕ Росреестр управленийĕпе пĕрле акци ирттересси пирки пĕлтернĕччĕ. Тÿрех каламалла, вулакансенчен кун пек ыйтусем сахалах мар килчĕç. Вĕсенчен ытларахăшĕ çĕр участокĕсене харпăрлăха çирĕплетесси-регистрацилессипе çыхăннă. Паян сирĕн ыйтусене Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Муркаш тата Элĕк районĕсенчи пайĕн пуçлахĕ Людмила ПЕТРОВА хуравлама кăмăл турĕ.
- Хăй вăхăтĕнче патшалăх акчĕпе 15 сотка çĕр участокĕ илнĕччĕ. Унта пурăнмалли çурт çĕклерĕм. Шалти ĕçсене туса пĕтертĕм ĕнтĕ. Юнашарах татах 25 сотка çĕр арендăна илни пур. Вĕсене епле майпа харпăрлăха регистрацилемелле-ха;
- Чи малтанах сирĕн хăвăр арендăна илнĕ çĕр участокĕ вырнаçнă çĕрти ял тăрăхĕн администрацине пырас пулать. Çĕр участокне уйрăм çыннăн харпăрлăхне пама май пуррин ыйтăвне шăпах унта татса пама тивĕç. Çавна та ан манăр: 2017 çултан тытăнса çĕре арендăна е харпăрлăха парассин ыйтăвĕсемпе ял тăрăхĕ мар, каллех район администрацийĕ ĕçлеме тытăнать.
- Атте-анне çамрăк çынсемех мар. Вĕсене çĕр участокне актпа панă. Çĕр участокне тата пурăнмалли çурт-йĕре харпăрлăха регистрацилеме кирлех-и;
- Юридици тĕлĕшĕнчен сирĕн аçăрпа аннĕр çĕр участокĕн харпăрçисем шутланаççĕ. Мĕншĕн тесен патшалăх акчĕ çĕрĕн харпăрлăх правине çирĕплетекен документ шутланать. Çĕр участокĕн харпăрлăх правине Росреестрта регистрацилеме питех кирлĕ мар, анчах та эпир çапах та хăвăрăн правăна харпăрлăх правин пĕрлехи патшалăх реестрĕнче регистрацилеме сĕннĕ пулăттăмăр. Çапла тусан актуаллă пур сведени те электрон базинче сыхланса юлать. Пурăнмалли çурт-йĕре çĕр участокĕн докуменчĕсемпе регистрацилеме пулать. Анчах та ан манăр: пурăнмалли çурт-йĕр кадастр учетĕнче пулмалла.
- Пай çĕрĕсем пирки. Вĕсене харпăрлăха регистрацилемелле-и; Çынсем каланă тăрăх, çак ĕçе туса ирттермелли вăхăт кăçал вĕçленет. Тĕрĕсех-и;
- Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пай çĕрĕсене харпăрлăх правин пĕрлехи патшалăх реестрĕнче çынсен хăйсен харпăрлăхне çирĕплетесех пулать. Çак ĕçе туса ирттерессин вăхăтне пăхса хуман, анчах та ăна тăсса пыни те тĕрĕс пулмасть. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсен администрацийĕсем усă курман пай çĕрĕсене суд йышăнăвĕпе ыйтман пай çĕрĕсем шутне кĕртеççĕ. Енчен те вара эсир пай çĕрĕ çинче нимĕн те акса-лартса çитĕнтерместĕр тата унăн харпăрлăх правине çирĕплетмен пулсан, сирĕн çĕр участокне суд йышăнăвĕпе ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйне илме пултарать.
Енчен те пай çĕрĕ сире кирлĕ мар пулсан, ун пирки заявлени çырса парас пулать. Заявление МФЦ-ра та çырма пулать. Уншăн укçа тÿлемелле мар. Енчен те вара пай çĕрĕ хăвăра кирлĕ тесе шухăшлатăр пулсан, çĕр участокĕн чиккисене палăртса кадастр учетне тăратма тата Росреестрта унăн харпăрлăх правине регистрацилеме пултаратăр. Кун пек тусан эсир хăвăрăн пай çĕр участокне арендăна пама та, сутма та, парнелеме те, халаллама та, саклата хывма та пултаратăр.
- Кадастр хакĕ мĕн-ха вăл;
- Ку вăл куçман пурлăх объекчĕн кадастр хакĕ. Куçман пурлăх объекчĕсен кадастр хакне палăртма патшалăх кадастр хаклавне ирттереççĕ. Куçман пурлăх объекчĕсене профессионал хаклавçăсем хаклаççĕ. Хаклав ĕçĕсене туса ирттернĕ чухне вĕсем республика территорийĕнчи пĕр категорири мĕнпур çĕр участокĕсен е капиталлă строительство объекчĕсен кадастр хакĕсене харăссăн палăртаççĕ. Калăпăр, ял территорийĕсенчи çĕр участокĕсен кадастр хакĕсене. Куçман пурлăх объекчĕн кадастр хакĕ мĕн чухлĕ пулнинчен вара налук, аренда тÿлевĕ, патшалăх пошлинине мĕн чухлĕ тÿлемелле пуласси тÿрремĕнех килеççĕ.
- Пирĕн кÿршĕпе иксĕмĕрĕн хирĕçÿ сиксе тухрĕ. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, манăн хуралтă унăн çĕр участокĕ çинче ларать иккен. Кун пек те пулать-и; Ыйтăва суд çеç татса пама пултарать-и;
- Малтанах сирĕн хăвăрăн çурт-йĕр вырнаçнă çĕр участокĕ камăн харпăрлăхĕнче пулнине çирĕплетес пулать. Çавна валли харпăрлăх правин пĕрлехи патшалăх реестрĕнчен (ЕГРП) выписка ыйтса илес пулать. Унта вара çĕр участокĕн харпăрçи, участок лаптăкĕ тата ытти пирки те информаци пĕтĕмпех пулма тивĕç. Енчен те сирĕн çурт чăннипех те хăвăрăн кÿршĕн çĕр участокĕ çинче вырнаçнă пулсан, нимĕн тума та май çук, ыйтăва судра кăна татса пама пултаратăр.
- Пурăнмалли çурт тума эпир 5 çул каялла çĕр участокĕ илнĕччĕ. Строительство ĕçĕсене пуçăнма укçа-тенкĕне халĕ кăна пухса çитерме май килчĕ. Эпĕ илтнĕ тăрăх, администраци ирĕк памасăр халĕ строительсво ĕçĕсене пуçăнма юрамасть, кайран ăна харпăрлăха çирĕплетме май пулмасть. Çакă тĕрĕсех-и; Тĕрĕсех пулсан, ку вăл ма ун пек, çĕр участокне шăпах строительство валли уйăрса панă вĕт-ха; Строительство ĕçĕсем валли ирĕк пани мĕн тума кирлĕ; Кун пирки хаçатра вуласа пĕлес килет.
- Çурт-йĕр строительстви валли ирĕк пани яланах кирлĕ пулнă. Çавăнпа та строительство ĕçĕсене тытăниччен ирĕк илесех пулать. Мĕншĕн тесен ирĕк пани çук пулсан кадастр инженерĕ техплан хатĕрлесе параймасть. Апла пулсан кайран пурăнмалли çурта кадастр учетне тăратма тата харпăрлăх правине çирĕплетме те май пулмĕ. Строительство ĕçĕсене пуçăнма ирĕк илме сирĕн вырăнти администрацие каяс пулать.
В. ШАПОШНИКОВ
хатĕрленĕ.