16 ноября 2016 г.
ОСАГО (обязательное страхование автогражданской ответственности) вăл - уçă килĕшÿ. Çавăнпа та страхлакан фирма кун пек килĕшĕве вĕсен кăмăлне кура кашни клиентпах тума тивĕç. Анчах та хальхи вăхăтра хăш чухне автотранспорт хуçисем ОСАГО полисне илнĕ чухне тÿрĕ кăмăллă мар страховщиксемпе тĕл пулни вăрттăнлăх мар. Вĕсене ОСАГО-па пĕрле вăйпах хушма услугăсем сĕнеççĕ. Çавăнпа та автотранспорт хуçисен тĕрлĕ фирмăсене çитме тивет.
Страхлакан фирма ОСАГО полисне сутасшăн мар пулсан, ку факта сирĕн епле те пулин çирĕплетни кирлĕ пулать. Калăпăр, страхлакан фирма адресĕпе çирĕплетнĕ формăпа страховани килĕшĕвĕ тума ыйтса заявлени яма пулать. Ăна почта урлă ярас пулать, çырăва адресата пани пирки уведомлени килмелле тумалла. Кун пек чухне компани сирĕн заявление чăннипех илнине çирĕплетме май пулать. Офисра чухне сире полис сутма килĕшменнине çынсем курнипе, фото-, аудио- тата видеоустройствăсемпе çирĕплетме пултаратăр. Ку ăçта пулса иртнине, кунне, вăхăтне палăртма май пултăр.
Страхлакан компанисем автотранспорт хуçисем полис илесси пирки патне çитсен кăна хыпкаланма тытăннипе те усă курма тăрăшаççĕ. Çавăнпа та ытларахăшĕ кун пек чухне кирек епле условипе те килĕшет, компани сĕнекен хушма услугăсемшĕн те тÿлет.
Раççей банкĕн 2015 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнчи 3854-У номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн страхлакан компанисем 2016 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ирĕклĕ майпа хăш-пĕр страховани ĕçĕсем тунă чухне уйрăм тапхăр пăхса хăварма тивĕç. Ку тапхăрта страхователь страховани килĕшĕвне пăрахăçлама ыйтма пултарать. Уйрăм условисенче вара унăн тÿленĕ мĕнпур страховани премине е ку суммăн пĕр пайне каялла илме май пулмалла. Çак тапхăр страховательпе килĕшÿ тунăранпа 5 кунран кая пулмалла мар. Çакă çăхавсен шутне палăрмаллах чакарма тивĕç.
ОСАГО килĕшĕвĕ тунă чухне сире хушма услугăсем вăйпах сĕнеççĕ пулсан, эсир çăхава çак инстанцисене ярса пама пултаратăр:
- Раççей автостраховщикĕсен союзĕ*
- Роспотребнадзор*
- Раççей тĕп банкĕ*
- финанс рынокĕн федераци служби.
Ытларах чухне çăхава пăхса тухма 30 куна яхăн иртет. Çавăнпа та страховка тăвассин ыйтăвĕпе маларах шухăшласа пăхма сĕнетпĕр.
Енчен те ку е вăл сăлтавпа компетентлă органсен йышăнăвĕ заявителе тивĕçтермест пулсан, унăн кирек хăçан та пĕтĕмĕшле инстанци судне пыма ирĕк пур.
Аса илтеретпĕр, потребительсен прависене хÿтĕлессин сферинче хăвăра интереслентерекен ыйтупа эсир консультаци илес тетĕр пулсан, пирĕн пата 56-46-66, 56-29-01 телефонсемпе шăнкăравлама пултаратăр. Пирĕн пата килме те май пур. Адресĕ: Шупашкар хули, Ф. Гладков урамĕ, 17-мĕш çурт, 200-мĕш тата 202-мĕш кабинетсем. Шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне 10 сехетрен тытăнса 12 сехетчен тата 13 сехетрен тытăнса 15 сехетчен йышăнатпăр.
Федерацин "Чăваш Республикинчи гигиена тата эпидемиологи центрĕ" бюджет учрежденийĕ.