Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотика хирĕç тăрар

16 ноября 2016 г.

Раççейре наркотика хирĕç кĕрешмелли "Вилĕме ăçта сутаççĕ, пĕлтер" акци çулсеренех иртет. Черетлĕ акцин иккĕмĕш тапхăрĕ çак тунтикун пуçланчĕ. Ăна наркотикăн саккунсăр çаврăнăшне пÿлес, наркотика тата психоактивлă хутăшсене, вăл шутра туртмалли хутăшсене те, сарма парас мар тесе тата çынсем çак ыйтăвăн хăрушлăхне курмăш ан пулччăр тесе йĕркелеççĕ.

Ноябрĕн 25-мĕшĕччен пыракан акци вăхăтĕнче районта ирттермелли мероприятисен графикне çирĕплетнĕ. Шкулсемпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче, сăмахран, наркотик саракансем е наркотик хутăшĕсене йышăнакансем пирки аноним хыпарсем пĕлтермелли ешчĕксем вырнаçтармалла. Акци вăхăтĕнче çамрăксем хушшинче ятарлă ыйтăм ирттерме те палăртнă.

Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем вара çамрăксем йышлă пулакан вырăнсенче ятарлă рейдсем ирттереççĕ, "хĕрÿ лини" йĕркелеççĕ. Çапла Муркаш районĕнче пурăнакансен наркотикпа е туртмалли хутăшсемпе çыхăннă информацие шалти ĕçсен районти пайне çак номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле: 8(83541)62-6-67 е 02.

Наркотикпа çыхăннă хыпара район прокуратурине пĕлтерес тетĕр пулсан 8(83541)62-7-44 номерпе шăнкăравлама пултаратăр.

Наркотик никама та шеллемест, çавăнпа кашни çыннăн хыпарĕ пĕлтерĕшлĕ.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика