Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

16 ноября 2016 г.

Хÿтĕлевçĕ

салтак ячĕпе

Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕрти библиотекăра "Вĕсен паттăрлăхĕ ăрусен асĕнче" проектпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене чысласа "Хÿтĕлевçĕ салтака мухтав" историлле экскурси иртнĕ. Ун вăхăтĕнче Т. Яковкина библиотекарьпе Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта вĕренекенсем ял тăрăхĕн территорийĕнче уçнă палăксен историйĕпе паллашнă.

Экскурси ĕçне Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лаптев та хутшăннă. Вăл асăннă проектăн пĕлтерĕшне, шкул ачисемпе библиотекарьсен ĕçĕ вырăнлă пулнине палăртнă.

Пухăннисем ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ З. Лобанова вăрçă пуçланни, ашшĕне фронта ăсатни, канма пĕлмесĕр çĕнтерÿшĕн ĕçлени çинчен каласа панине тимлĕ итленĕ.

 

Çĕнĕ çула

хатĕрлен

Çĕнĕ çул уявĕ халăхăн пĕрлехи уявĕ пулнăран ăна самай маларах хатĕрленме пуçлатпăр. Çакна шута хурса район администрацийĕ чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Çĕнĕ çула хатĕрленсе территорисене илемлетессипе районта конкурс ирттерме йышăну тунă. Конкурс раштав уйăхĕн 1 - 22-мĕшĕсенче иртет. Çапла вара Çĕнĕ çул алăкран шакканă вăхăтра эпир ăна хатĕрленсе чи лайăх илемлетнĕ çурт, урам, тÿрем, ĕç вырăнĕ ăçта пулнине тата илеме камсем епле хатĕрленине пĕлĕпĕр. Ку вăл пуриншĕн те Çĕнĕ çул парни пуласси, уяв кăмăлне ÿстересси никама та иккĕлентермест.

 

Сăвăм пĕчĕк мар

Çу кунĕсенче выльăх апатне ытлă-çитлĕ янтăланисем тата паян ĕнесен рационне пуян йĕркелекенсем производствăна хĕл кунĕсенче те çÿллĕ шайра тытаççĕ. Сăвакан пĕр ĕне пуçне тивекен районти вăтам сăвăм кăçал иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 0,63 кг нумайрах - 11,2 кг. Уйрăм хуçалăхсен сăвăмне пăхсан ÿсĕмлĕрех ĕçлекенсем пурри те курăнать. Вĕсем: Суворов яч. хис. (14,3 кг), "Оринино" (12,3 кг), "Герой" (12 кг), "Свобода" (11,8 кг).

Район паян талăксерен пурĕ 22285 кг сĕт суни иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 275 кг нумайрах.

 

«Улăп çĕрĕ çинче»

Хамăр ачасене тăван ен культурипе, туризмпа çывăхарах паллаштарасси паян тĕрлĕ енлĕ вăй илсе пырать. Çав шутра - виртуаллă мелпе те. Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче тăватă уйăх çурăна яхăн тăсăлнă "Улăп çĕрĕ çинче" республикăри виртуаллă викторина ĕçне пĕтĕмлетнĕ.

Асăннă викторинăна пирĕн вĕренекенсем те хутшăннă. Пĕтĕмлетÿре вара 9 - 13 çулсенчи ачасем хушшинче Шурчари пĕтĕмĕшле пĕлÿ пракан тĕп шкулта вĕренекен Степан Борзаев çĕнтерни палăрнă.

А. БЕЛОВ хатĕрленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика