14 ноября 2016 г.
2017 çулта Республика кунне хăйĕн территорийĕнче официаллă майпа уявлассине Пăрачкав районĕ çĕнсе илнĕ. Вăл республикăри муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ.
Çитес çул Республика кунне Пăрачкав районĕнче уявласси çинчен калакан Указа ноябрĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев алă пуснă.
Çакна май Министрсен Кабинетне 2017 çулта Республика кунне ирттермелли мероприятисен планне хатĕрлеме тата çирĕплетме, районти обществăлла инфраструктурăна аталантарма Пăрачкав районне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе тивĕçтерме хушнă.
Каласа хăвармалла, çитес çул Республика кунне уявлама республика бюджетĕнче 10 млн тенкĕ пăхса хунă.