14 ноября 2016 г.
Ял хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмесĕр аталану çулĕпе пыма çуккине кашни хресчен ăнланать. Ăнăçăвăн çирĕп никĕсне хывас тесе вăл çĕнĕ технологисемпе хĕç-пăшаллансах, ĕç йĕркелĕвне çĕнетсех выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарать. Çак ĕçсем нумай чух йывăррăн пулса пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕхĕн тĕрлĕ чирĕсем те кунта час-часах хăйне евĕр чăрмав пулса тăраççĕ. Вĕсенчен пăрăнса иртесси - пĕрлехи тĕллев.
Нумаях пулмасть-ха Чăваш Республикинче сыснасен африка чуми пысăк шăв-шав çĕклерĕ. Çак уйрăмах хăрушă чирпе пĕр вăхăтрах Владимир облаçĕнчи пĕр хресчен (фермер) хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăхсем ящурпа чирлени паллă пулчĕ. Асăннă чир ку регионта 10 çул пулманран халĕ вăл епле пуç çĕкленин сăлтавĕсене тĕпчеççĕ.
Инçетри хăрушлăх пире те асăрханма ыйтать. Республикăра ку тĕлĕшпе ĕçсем пуçланчĕç ĕнтĕ. Çак ыйтупа ЧР Правительствин ерекен чирсемпе кĕрешекен чрезвычайлă комиссин ларăвĕ иртрĕ. Унта Федераци шайĕнчи тата Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пĕр тĕллевлĕ ĕçлени асăннă чире хамăр ене кĕртесрен сыхланма пулăшасси пирки каланă.
Ящур - йĕкĕр чĕрнеллĕ чĕрчунсем (парнокопытные) хушшинче хăвăрт сарăлма пултарса ерекен чир. Вăл чĕрчунсене хушăран шăнтса пăрахнипе, çăварта, чĕрнесем хушшинче малти енре, сăмса çинче тата çиллесенче юхан-суран тухнипе палăрать. Çак хăрушă чире юлашки хут Чăваш Республикинче - Йĕпреç, Муркаш, Вăрмар тата Шăмăршă районĕсенче - 1968 çулта регистрациленĕ.
Асăннă чир сăтăрĕнчен сыхланма вырăнсенче комплекслă профилактика ĕçĕсем туса ирттермелле. Çакна валли районти тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕх йышне çирĕп шута илмелле. Хамăр республика территорине ящур килсе кĕресрен асăрханса ЧР патшалăх ветеринари служби выльăх апачĕ, выльăх-чĕрлĕх тата вĕсенчен хатĕрленĕ продукци тĕлĕшпе ветеринарипе санитари надзорне вăйлатрĕ. Тĕрĕссипе вăл яланах малти вырăнта тăнă. Ветсанэкспертиза кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн кăçал çеç 7,587 тонна какая, 29,501 тонна супродуктсене, 4,464 тонна пулăпа пулă продукчĕсене, 136,018 пин штук çăмартана, 13,871 тонна пахча çимĕçпе улма-çырлана, 11,465 тонна кăлпасси изделийĕсене, 6,120 тонна какайран хатĕрленĕ полуфабрикатсене иккĕленÿллĕ пулнăран пăрахăçлама тивнĕ.
Пулса тухнă лару-тăрура эпир пĕрлешÿллĕ кооперативсен тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисемпе килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытакансене çапла асăрхаттаратпăр. Çывăх малашлăхра хамăр енри выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк тата вĕсенчен илекен продукци тĕлĕшпе ветеринари асăрхавĕ татах ÿсĕ.
Калаçăва вĕçленĕ май çакна палăртатăп. Района ящур чирне кĕртесрен сыхланасси ветеринарсен ĕçĕ çеç пулманнине кашнин асра тытмалла. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи сывă лару-тăрушăн пĕрлешÿллĕ кооперативсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсен, килти хушма хуçалăх тытакансен пĕрлехи яваплăхĕ те малти вырăнта тăмалла.
Республикăри патшалăх ветеринари службипе тата Раççейри ял хуçалăх надзор управленийĕпе калаçса татăлмасăр кирек епле хуçалăха та ют регионтан выльăх апачĕ, выльăх-чĕрлĕхпе вĕсенчен илнĕ продукцие илсе кĕртме ан васкăр. Пĕрле килĕштерсе ĕçлесен çеç хăрушă чире хамăр пата кĕртмĕпĕр. Экономика аталанăвне те тивĕçлĕ шайра сыхласа хăварăпăр.
Л. БОЯРИНОВА,
ертсе пыракан выльăх тухтăрĕ.