Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă çыхăнусем ĕçре пулăшнă

14 ноября 2016 г.

Пирĕн Муркаш районĕ яланах спортпа туслă пулнă. Ăнсăртран мар ĕнтĕ муркашсем хушшинче республикăра кăна мар, Раççей тата пĕтĕм тĕнче шайĕнче палăрнă спортсменсем те çук мар. Спортăн тĕрлĕ енĕсем анлă сарăлнă. Ăмăртусенчен чылайăшне юлашки çулсенче предприятисемпе организацисем хăйсем йĕркелесе ирттерме пуçăннине ырламалла кăна. Çакă йăлана кĕчĕ ĕнтĕ.

Волейболла та пирĕн ентешсем хаваспах выляççĕ. Волейболла выляссипе те тĕрлĕ шайри ăмăртусем çулталăкĕпе сахал мар иртеççĕ. Вăл шутра районăн хисеплĕ гражданинĕ Владимир Рубцов ячĕпе ирттерекенни те.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, ăмăртăва Лантăш вăрманĕн уçланкинче Акатуй уявĕнче ирттереççĕ. Кăçал муракашсен Акатуйĕ июнĕн 11-мĕшĕнче кĕрлерĕ. Волейбол ăмăртăвĕ спортăн çак енне кăмăллакансене те, куракансене те çав кун чылай пухрĕ. Ăмăртса мала тухассишĕн, тĕп парнене - такана çĕнсе илессишĕн уçланкăра кĕрешÿ яланхиллех хĕрÿ пычĕ. Хĕрарăмсен командисем хушшинче Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче вĕренекенсем мала тухма пултарчĕç. Арçынсен командисем хушшинче вара "Райгаз" командăна çитекенни пулмарĕ. Иртнĕ çул та акционерсен "Чувашсетьгаз" уçă обществин "Моргаушимежрайгаз" филиалĕн çак команди мала тухма пултарнăччĕ. Апла пулсан асăннă предприятие чылайранпа ăнăçлă ертсе пынă Владимир Рубцова тăван коллективра манмаççĕ, унăн ячĕпе ирттерекен ăмăртăвĕн тĕп парнине те алăран вĕçертме шухăшламаççĕ.

Асăннă ăмăртăва йĕркелеме пысăк тÿпе хываканпа - халĕ пенсири Авенир Троицкийпе тахçанах тĕл пулас шухăш пулнăччĕ. Хăйĕн ĕç ĕмĕрне Шупашкарти электроаппарат заводĕнче ирттернĕ çыннăн пирĕн районта çак ăмăртăва ирттерессин шухăшĕ ăнсăртран пырса кĕнĕскер мар ĕнтĕ. Ахăртнех ăна Муркашпа, Владимир Рубцовпа хăйĕнпе çыхăнтараканни çук мар; Çавăнпа та унпа тĕл пулма май пулнă чухне хамăн ыйтусем çине хурав тупма тăрăшрăм.

Авенир Федосеевич 24 çулхи çамрăкла Шупашкарти электроаппарат заводĕнче ĕçлеме тытăннă та 40 çул хушши - 2001 çулччен кунта тимленĕ. Хыççăн татах, пенсире пулнине пăхмасăрах, 2007 çулччен Шупашкарти туризм тата сервис институчĕн директорĕн çумĕ пулса тăрăшнă.

Çамрăк специалист 55 çул каялла заводра инженер-технологра ĕç биографине пуçланă. Хăйĕн пĕлĕвне, професси ăсталăхне ÿстерсех пынă, çавна май служба картлашкипе те хăпарса пынă. 40 çул хушшинче кунта вăл маçтăрта та, цех пуçлăхĕн çумĕнче те, производство пуçлăхĕн çумĕнче те, пай пуçлăхĕнче те тимленĕ. Кунсăр пуçне хăш-хăш вăхăтра заводри комсомол организацийĕн секретарĕнче, парти комитечĕн секретарĕн çумĕнче, профсоюзăн завод комитечĕн председателĕнче те тăрăшса пăхнă. 1987 çултан тытăнса вара 2001 çулчченех заводăн генеральнăй директорĕн çумĕ пулса вăй хунă.

Муркаш районĕпе хăйне мĕн çыхăнтарни пирки ĕç ветеранĕ Авенир Троицикий акă мĕн каласа парать:

- Ун чухне, 1970-мĕш, 1980-мĕш çулсенче, Чăваш Ен тĕп хулинчи пысăк предприятисем республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе, уйрăм районсемпе туслă çыхăнусем йĕркелесси, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси пирки ятарлă килĕшÿсем тăвасси йăлана кĕнĕччĕ. Май килнĕ таран пĕр-пĕрне пулăшаттăмăр. Пирĕн енчен ку вăл хăйне май шефла пулăшу пулнă.

Кун пек çыхăнса эпир унччен Шăмăршă районĕпе ĕçленĕ. 1980-мĕш çулсенче Муркаш районĕпе çыхăнусем йĕркелерĕмĕр. Делегацисем, коллективсем пĕр-пĕрин патĕнче пулатчĕç. Пĕр-пĕрин патне уявсене тухса çÿреттĕмĕр.

Заводăн генеральнăй директорĕн çумĕ пулса ĕçлеме тытăнсанах мана Николай Соколов генеральнăй директор хăй патне чĕнчĕ те калать: "Итле-ха, айта-ха кăçалтан тытăнса Машинăсем тăвакансен уявне заводра урăхларах йĕркелетпĕр. Пĕр пек япала йăлăхтарать. Шухăшласа пăх", - тет.

Машинăсем тăвакансен кунне эпир сентябрь уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче уявлатпăр. Унччен хамăрăн уява мĕнле паллă тунă-ха; Ялан тенĕ пекех малтан директор доклачĕ, кайран малта пыракансене парнесемпе, Хисеп грамотисемпе чысласси, вĕçĕнче - концерт.

Ку хутĕнче вара, директор килĕшнипе, уява урăхларах йĕркелес терĕмĕр. Ирхине 7 сехетре, ĕç кунĕ пуçланнă чухне, завод коллективне уявпа генеральнăй директор Николай Соколов тата КПСС Муркаш райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Валериан Краснов саламлаççĕ. Кайран çынсем ĕçлеме хăйсен вырăнĕсене саланаççĕ. Кăнтăр апачĕ хыççăн уяв мероприятийĕсем пуçланаççĕ. Çав тĕлех Муркаш районĕнчи мĕн пур ял хуçалăх предприятийĕсен сутă тума хăйсен ял хуçалăх продукцине завода илсе пымалла пулнă.

Çавăнпа та манăн Муркаш районне çитсе парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕпе Валериан Красновпа тĕл пулма тиврĕ. Валериан Семенович пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ, ун чухне ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Владимир Рубцовпа ыйтусене татса пама сĕнчĕ. Акă ăçтан тытăнчĕç-ха пирĕн çыхăнусем Владимир Михайловичпа.

Пĕр сăмахпа калас пулсан, уяв питĕ аван иртрĕ. Заводра ĕçлекен хула çыннисем те кăмăллă юлчĕç. Юрăхлă хакпа пурте аш-пăшне те, сĕт-çуне те, пахча çимĕçне те, çĕр улмине те туянса юлма пултарчĕ. Колхоз-совхозсемшĕн те çакă тăкаклă пулчĕ тесе шухăшламастăп. Ахальтен мар ĕнтĕ кун пек суту-илĕве малашне тăтăшах йĕркелеме тытăнтăмăр. Хутшăнусем те çывăхланса аталанса пычĕç. Акатуйсене, ытти уявсене пĕрле уявлама пуçăнтăмăр. Пурăна-киле пирĕн коллективсем Муркаш тăрăхне, Муркаш районĕнчи коллективсем пирĕн пата ытларах та ытларах туха-туха çÿреме пуçăнчĕç. Канма-савăнма кăна мар, ĕçлеме те, тĕрлĕрен пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама та. Çак çыхăнусене йĕркелессинче Владимир Рубцовăн вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ пысăк тесе шухăшлатăп. Çавăнпа та ун ячĕпе ăмăрту йĕркелесе унăн ятне аса илмелле тăвас шухăш пулнăччĕ те, - каласа парать Авенир Троицкий.

Авенир Федосеевич ун чухнехи вăхăта тĕрĕсех сăнласа парать. Халĕ пулсан укçу пултăр - мĕн кирлине пĕтĕмпех тупса килме, туянма май пур. Ун чухне вара вăхăчĕ урăхларах пулнă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, йывăç материалсем, металл кÿрсе килессипе колхоз-совхозсен чылай хăшкăлма тивнĕ. Çав вăхăтрах Муркаш районне шефла пулăшупа тивĕçтерекен электроаппарат завочĕн ку тĕлĕшпе майсем ытларах пулнă.

Ветеран каласа панă тăрăх, ун чухне кашни уйăхăн 1-мĕш числинчех заводăн структура подразделенийĕсен ертÿçисен канашлăвне ирттернĕ. Ытти ыйтусемпе пĕрлех вĕсенче кашни хутĕнчех Муркаш районĕнчи хăш хуçалăха мĕнпе пулăшма май пурри пирки те сÿтсе явнă.

Паллă ĕнтĕ, хĕллехи кунсенче ял çыннин пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ĕç çитсех каймасть. Çавăнпа та завод дирекцийĕ пулăшнипе ун чухнехи "Хлебороб" колхозра ĕçрен пушă çынсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ. Çапла майпа çынсем хĕл кунĕсенче те ĕçлесе илме пултарнă.

Вăл вăхăтра районĕпе çĕр улми лартса çитĕнтермен колхоз-совхоз пулман та. Ăна кăларса пухма вара ĕç вăйĕ çитсех кайман. Ытларах ĕçе ун чухне алă вĕççĕн пурнăçлама тивнĕ вĕт-ха. Çавăнпа та вĕренме пăрахтарсах çĕр улми пухса кĕртме аслă вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсене те, шкул ачисене те явăçтарма тивнĕ. Паллă ĕнтĕ, завод коллективĕ те ку ĕçрен айккинче тăрса юлман. Хула рабочийĕсем Суворов яч. хис., Мичурин яч. хис., Ильич яч. хис., Чапаев яч. хис. колхозсен тата ытти хуçалăхсен çĕр улми пуссисенче çуллен вăй хунă. Канмалли кунсенче кăна мар, уйăхшар та тăрăшнă. Çак ĕçсене йĕркелесе пырасси ытларах ун чухне Владимир Рубцовăн хулпуççийĕ çине тиеннĕ. "Ударник" хуçалăха вара Платон Давыдов патне пахалăхлă çĕр улми вăрлăхĕ патне тăтăшах кайса çÿренĕ. Ун чухне Суворов яч. хис. колхоз председателĕ пулнă Василий Павлова, К. Иванов яч. хис. хуçалăх ертÿçинче тимленĕ Анатолий Иванова, Мичурин яч. хис. хуçалăха ертсе пынă Александр Михайлова, "Герой" колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ Алексей Иванова, "Дружба" тата "Сеятель" колхозсене ертсе пынă Александр Федотовпа Харлампий Волкова, Киров яч. хис. тата Ильич яч. хис. хуçалăхсен ертÿçисем пулнă Борис Андреевпа Вячеслав Александрова тата ыттисене Авенир Троицкий ырăпа асăнать.

Хăйĕн шухăшне - Владимир Рубцова асăнса волейбол турнирне ирттерме тытăнассине пурнăçа кĕртме май туса панăшăн ĕç ветеранĕ район администрацийĕн пуçлăхне Ростислав Тимофеева пысăк тав сăмахĕ калать. "Мана ăнланчĕç, пулăшрĕç", - тет вăл. Çавăн пекех ăмăртăва йĕркелесе ирттерме спонсорла пулăшупа тивĕçтерекенсене - акционерсен "Компания "Хмель" хупă обществин президентне Геннадий Горланова, акционерсен "Чувашсетьгаз" уçă обществин "Моргаушимежрайгаз" филиалĕн директорне Решит Чебенова, Шупашкарти чикĕллĕ яваплăхлă "Ремстройаппарат" общество генеральнăй директорне Олег Патеева, электромеханика колледжĕн директорне Алексей Судленкова, стартерсемпе генераторсем тăвакан «Электром» заводăн генеральнăй директорне Александр Ефремова тав тăвать.

- Çапла, паянхи кун иртнĕ вăхăта каçса кайса мухтакансем те, пĕтĕмпех хура сăрăпа сăрлакансем те сахал мар. Эпĕ вара çавна кăна калас тетĕп. Апла туни те, капла туни те тĕрĕс мар пулĕ. Совет саманинче те япăххипе пĕрлех курăмли, лайăххи те сахал мар пулнă. Чи кирли вара - япăххинчен хăпса пыни, лайăххине çул параса аталантарса пыни. Туслă çыхăнусен, килĕштерсе ĕçлессин малашлăхĕ те çук мар тесе шухăшлатăп, - вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне ĕç ветеранĕ.

Редакцирен. Сăмах май, хисеплĕ пенсионер, пирĕн районăн сумлă тусĕ Авенир Троицкий çак кунсенче хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ. Çав ятпа эпир ăна çирĕп сывлăх, телей, канлĕ кунсем сунатпăр.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика