14 ноября 2016 г.
Ача-пăча тĕрлĕ енлĕ аталанассинче, пушă вăхăтпа тĕрĕс усă курассинче хушма вĕренÿ паллă вырăн йышăнать. Ку енĕпе вара районти Ача-пăча пултарулăх çурчĕ пысăк тÿпе хывать. Асăннă учреждени ячĕ-сумĕ те çулсеренех ÿссе пырать. Кăçал вĕсем пире черетлĕ хут савăнтарчĕç.
Районти Ача-пăча пултарулăх çурчĕ вĕренÿ туризмĕ енĕпе "Моргаушский район - край перспективного туризма" проект хатĕрлесе 200 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнине маларах пĕлтернĕччĕ. Халĕ асăннă учреждени проекта пурнăçлас енĕпе туллин ĕçлеме пуçларĕ. Çавна май эпĕ çак учреждени ертÿçине Алевтина Рожковăна асăннă ĕçпе тĕплĕнрех паллаштарма ыйтрăм.
- Алевтина Владимировна, грант çĕнсе илни, паллах, пысăк савăнăç. Ку районти ачасемшĕн черетлĕ парне пулчĕ ĕнтĕ.
- Çапла, урăхла сăлтавлама та май çук. Хушма пĕлÿ паракан организацисен вĕренÿ туризмĕн ĕçне аталантармалли программисен конкурсне хутшăнма эпир питĕ тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр. Тĕрĕссипе каласан, ку ĕç пирĕншĕн çĕнĕлĕх пулман. Ачасемпе эпир маларах та туризм енĕпе тимленĕ, тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Грант çĕнсе илни вара пире питех те тĕллевлĕн вăй хума хистет. Çак пысăк парнене районти пур шкулти ачасем те туйса илме пултарĕç.
"Моргаушский район - край перспективного туризма" проект тĕллевĕ пысăк. Ăна вăя кĕртнĕ май ачасен çутçанталăк ырлăх-пурлăхĕпе усă курас, упрас пĕлĕвне ÿстермелле, шыравпа тĕпчев ĕç-хĕлне вăйлатмалла, район ăнăçлăхĕшĕн, тавралăх хăрушсăрлăхĕшĕн, тирпейлĕхĕшĕн тăрăшмалла.
Учрежденин тĕп тĕллевĕ вара - кашни ачан тавракурăмне тĕрлĕ енлĕ аталантарма пулăшасси, ачана хушма вĕренĕве явăçтарасси. Ачана тимлĕхсĕр аякра пачах та асăрхамасăр хăварма юрамасть. Кашни ачан вăл е ку енĕпе туртăмĕ пурах, ăна вăхăтра асăрхама тăрăшмалла. Ача хăй ăсталăхне ытларах туптатăр, ыттисем умне тухма хăнăхтăр, пĕлĕвне кăтартма пултартăр.
Муркаш районĕ - ăнăçлă та пуян тăрăх, вырăнĕпе те, илемлĕхĕпе те, пултаруллă çынсемпе те. Паллашмалли, пĕлмелли чылай. Пирĕн патра вăй хуракансем çÿлерех асăннă проект шайĕнче туристсен икĕ маршрутне хатĕрлерĕç. Пĕрремĕшĕ - "Муркаш - Ильинка - Каршлăх - Калайкасси - Москакасси - Муркаш" маршрут. Иккĕмĕшĕ - "Муркаш - Çуткÿл - Турай - Исетерккĕ - Сосновка - Уйкас Янасал - Вăрманкасси - Муркаш" маршрут. Каникул вăхăтĕнче 13 шкулти ачасем çÿлерех асăннă маршрутсемпе çула тухрĕç.
- Проектра район тулашне шута илмен-и;
- Паллах, унсăр мар. Çапах та чи малтан хамăр тăван кĕтесрен пуçлас терĕмĕр, каярах вара район тулашне тухассине те шута илтĕмĕр. Çак тапхăртах çÿлерех асăннă проект шайĕнче 6 шкулти ачасем Шупашкар хулине кайса килчĕç. Халăх йăли-йĕркипе тата ыттипе паллашрĕç. Ачасене уйрăмах трактор музейĕ кăсăклантарчĕ. Мĕн тĕрлĕ кăна техника çук пулĕ кунта.
Йошкар - Олари, Козьмодемьянскри, Шупашкарти, Ильинкăри çул çÿревсем те ачасен асĕнче чылайлăха упранĕç. Мĕнпур экскурсие тÿлевсĕр йĕркелетпĕр. Çавăнпа та çак самантпа усă курма тăрăшмалла.
- Проект экскурсисемпе кăна чикĕленмен пулĕ-ха;
- Проекта питех те анлăн пурнăçлама палăртнă. Экскурсисене илсе каяссине кăна шута илмен, вĕсенче хăйсен ăсталăхне те курма тăрăшăпăр, тĕрлĕ калаçăва хутшăнтарăпăр. Çитес вăхăтра "А мы туристы" экологипе туризм фестивалĕ иртмелле. "Достопримечательности района" шыравпа тĕпчев ĕçĕ пулмалла. Çавăн пекех чылай-чылай ĕç пурнăçлама шухăшларăмăр эпир. Мероприятисене кÿршĕ республикăри хăнасене те хутшăнтарма палăртрăмăр.
Тăван çĕршыв вара шăпах та пирĕн пĕчĕк тăван кĕтесрен пуçланать. Хамăр тавралăх пирки кашни ачан пĕлмелле. Çапла вара вырăнти туризм шайне ÿстернĕ май ачасенче патриотизм туйăмĕ те, хамăр несĕлсен йăли-йĕркине упрасси те ÿсĕ тесе шухăшлатăп эпĕ.
Р. Илларионова калаçнă.