Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăллăха тивĕçекенсене компенсаци параççĕ

14 ноября 2016 г.

2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăсемпе усă курнăшăн тÿленĕшĕн уйăхсерен укçан компенсаци парса пулăшаççĕ. Компенсаци виçине пурăнмалли çуртшăн тата коммуналлă услугăсемшĕн чăннипе мĕн чухлĕ тÿленине кура палăртаççĕ. Анчах та компенсаци тÿленĕ чухне нормативсене те шута илеççĕ. Вĕсен виçисене Раççей Федерацийĕн право акчĕсемпе çирĕплетнĕ.

2016 çулхи 9 уйăхра районти социаллă хÿтлĕх пайĕ уйăхсерен паракан компенсаципе 2359 çынна тивĕçтернĕ. Пĕтĕмĕшле сумма 6 млн та 296 пин тенкĕпе танлашать.

Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăсемпе усă курнăшăн уйăхсерен компенсаципе тивĕçтересси мĕнле пулса пыни пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне Владимир НИКИТИНА каласа пама ыйтрăм.

 

- Владимир Германович, пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăсемпе усă курнăшăн тÿлеме кайнă расхутсене саплаштарма социаллă пулăшупа тивĕçтерессин хальхи çĕнĕ законодательство бази пирки тĕплĕнрех ăнлантарса параймăр-ши; Уйăхсерен паракан компенсаци виçи мĕнрен килет;

- Федерацин "О социальной защите инвалидов в Российской Федерации", "О ветеранах", "О социальной защите граждан, подвергшихся воздействию радиации вследствие катастрофы на Чернобыльской АЭС" саккунĕсемпе килĕшÿллĕн федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăсемпе усă курнăшăн 50 процент кăна тÿлеме право панă. Çак социаллă пулăшупа тивĕçтерессин формине вара федераци субъекчĕсем хăйсем палăртаççĕ. Пирĕн республикăра çак йĕркене Чăваш Республикин 2009 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче йышăннă "О форме предоставления мер социальной поддержки по оплате жилого помещения и коммунальных услуг отдельным категориям граждан" Саккунĕпе палăртнă. Улшăнусене саккуна 2015 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнчи 68-мĕш номерлĕ саккунпа кĕртнĕ.

Çавна каласа хăвармалла. Пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăсемпе усă курнăшăн тÿлеме патшалăхăн социаллă пулăшăвĕпе тивĕçтерессин форми улшăнчĕ. Унччен çăмăллăхпа усă кураканăн категорине кура уйăхсерен пурне те пĕр пек (фиксированный) укçа тÿлевĕ парса тăнă. Халĕ вара кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса тÿлемелли компенсаци виçине çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăсемшĕн норматива кура тата чăннипе мĕн чухлĕ тÿленине шута илсе палăртаççĕ.

Саккунпа килĕшÿллĕн 2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса июлĕн 31-мĕшĕччен социаллă пулăшупа тивĕçтермелли çĕнĕ йĕрке çине куçса пĕтмелли куçăм тапхăрĕ пулнă. Ку тапхăрта çăмăллăхсене тивĕçнисене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăсемшĕн тÿленине саплаштарма компенсацие республика стандарчĕсене кура парса тăнă. Ку стандартсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ.

- Çынна çĕнĕ йĕркепе уйăхсерен компенсаципе тивĕçтернĕ чухне çăмăллăхпа усă кураканăн категорине, ку çурт-йĕрте çемье членĕсем миçен пурăннине шута илеççĕ-и-ха;

- Енчен те гражданинăн социаллă пулăшу мелĕсемпе усă курмалли право çемьен ытти членĕсем тĕлĕшпе те пур пулсан, компенсацие вĕсемшĕн те шутласа параççĕ (Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем, Чернобыльти инкеке пĕтерме хутшăннисем, инвалид ачаллă çемьесем).

Енчен те çын чирленине пула инвалида тухнă пулсан, унăн çемье членĕсем валли çăмăллăх прави пулмасть.

Инвалид муниципалитет хваттерĕнче пĕччен пурăнать пулсан, вăл пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăсемшĕн тÿленĕ суммăн 50 проценчĕ чухлĕ компенсацие тивĕçет. Енчен те хваттер инвалидăн харпăрлăхĕнче пулсан тата вăл ку хваттерте пĕччен пурăнать пулсан, коммуналлă услугăсемшĕн тÿленин 50 процентне ăна (коммуналлă услугăсемпе усă курмалли норматива кура) компенсаци шучĕпе тавăрса параççĕ.

Федераци çăмăллăхĕпе усă куракан 2 çынран тăракан çемье тивĕçекен компенсаци мĕн чухлĕ пулассине тĕслĕхре пăхса тухар:

1. Çурта хутса ăшăтма тата апат хатĕрлеме газпа усă курнăшăн:

- норматив хутса ăшăтма 1 тăваткал метр пуçне уйăхне - 10 кубла метр*

- норматив апат хатĕрлеме пĕр çын пуçне уйăхне - 20 кубла метр*

- тариф (1 кубла метр) - 5,17 тенкĕ*

- норматив 40 тăваткал метр лаптăка хутса ăшăтма - 400 кубла метр (10х40ç400)*

- норматив апат хатĕрлеме 2 çын пуçне - 40 кубла метр (20х2ç40)*

- нормативпа пĕтĕмпе усă курмалла - 440 кубла метр (400Ç40ç440)*

- пĕр уйăхра пĕтĕмпе усă курнă - 225 кубла метр*

- пĕр уйăхшăн тÿлеме шутласа панă - 1163 тенкĕ те 25 пус (5,17х225ç1163 тенкĕ те 25 пус).

Тĕрĕссипе газа нормативпа пăхнинчен сахалрах расхутланă. Тивĕçтерекен çăмăллăх виçи çакăн чухлĕ пулать:

1163,25,2 çын х 50:ç290 тенкĕ те 81 пус.

2. Электроэнергипе усă курнăшăн:

- норматив 1 çын пуçне уйăхне - 77 кВтч*

- норматив 2 çын пуçне уйăхне - 154 кВтч (77х2ç154)*

- пĕр уйăхра расхутланă - 140 кВтч*

- тариф - 2,09 тенкĕ*

- пĕр уйăхшăн тÿлеме шутласа панă - 292,60 тенкĕ (2,09х140ç292,60).

Тĕрĕссипе электроэнергипе нормативпа пăхнинчен сахалрах усă курнă. Тивĕçтерекен çăмăллăх виçи çакăн чухлĕ пулать:

292,60,2 çынх50:ç73,15 тенкĕ.

Пĕр уйăхшăн паракан компенсацин пĕтĕмĕшле виçи 363,96 тенкĕ пулать (290,81Ç73,15ç363,96).

Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса июлĕн 31-мĕшĕччен - куçăм тапхăрĕ пулнă чухне - çăмăллăхпа усă куракансене категорие пăхмасăрах пурне те пĕр пек фиксированнăй тÿлев парса тăнă.

Август уйăхĕнче федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансене пурне те пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăсемшĕн чăннипе мĕн чухлĕ тÿленине кура укçа тÿлевĕсене çĕнĕрен шутласа панă. Енчен те гражданинăн компенсаци виçи регион стандартĕнчен пĕчĕкрех ларать пулсан, ăна стандарт шайне çитерсе тÿленĕ. Август тата сентябрь уйăхĕсемшĕн те компенсацие çав йĕркепех тÿленĕ.

Анчах та çавна пĕлмелле. Ноябрь уйăхĕнче граждансен тÿлевĕсене тепĕр хут шутласа палăртаççĕ. Ун чухне компенсацие ытлашши тÿленисене пурне те шута илеççĕ. Çавăнпа та ку уйăхра компенсаци виçи ытти уйăхрисенчен пĕчĕкрех те пулма пултарать. Ăна асра тытас пулать.

- Тÿлев виçисене палăртма федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансен социаллă хÿтлĕх органĕсене пымалла-и-ха;

- Енчен те гражданин унчченех укçа тÿлевне илсе тăнă пулсан, унăн ниçта та кайма кирлĕ мар. Компенсацие те вăл малтанхи пекех - е почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ урлă, е кредит учрежденийĕ урлă илсе тăрĕ.

Енчен те вара пурăнакан вырăна улăштарнă тата ун пирки социаллă хÿтлĕх пайне пĕлтермен пулсан, вĕсен социаллă хÿтлĕх пайне паспортпа пырас пулать. Паспортра вара пурăнакан çĕнĕ вырăнта регистрациленнине паллă туни пулмалла. Унсăрăн гражданин компенсацисĕрех юлма пултарать.

- Гражданин федераци çăмăллăхне пуçласа тивĕçет пулсан, документсене илсе пынă хыççăн мĕн вăхăтран ăна компенсаци тÿлеме пуçăнаççĕ-ши;

- Документсене йышăннă хыççăн 15 кун хушшинче социаллă хÿтлĕх пайĕ çынна компенсаци пама пуçăнасси пирки йышăну тăвать. Компенсаципе заявлени панă хыççăнхи уйăхăн 1-мĕш числинчен кая юлмасăр тивĕçтереççĕ.

- Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тÿленĕшĕн компенсаци илессин ыйтăвĕсемпе харпăр хăйĕн ăçта консультаци илме май пур-ха;

- Ку ыйтупа кирек кам та районти социаллă хÿтлĕх пайне пыма пултарать. Адресĕ: Муркаш ялĕ, Мир урамĕ, 6-мĕш çурт. Çавăн пекех 62-2-69 тата 62-2-40 телефонсемпе те шăнкăравлама пултаратăр.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.          

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика