Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырри хамăрпа юнашар

14 ноября 2016 г.

Ял çынни çут çанталăкăн кирек хăш тапхăрĕпе те туллин усă курма тăрăшать. Ыранхи куна шанса пурăннăранах-тăр унăн ĕçĕ кулленех çителĕклĕ. Акă тавралăх шурă юрпа витĕннĕ вăхăтра вăл ирĕн-каçăн витерен тухма та пĕлмест. Юрать çу каçа утти-улăмне ытлă-çитлĕ хатĕрленĕ - паян ăна ĕнесемпе вăкăрсем умне хурса пар кăна.

Ялта пурăнаканăн килти хушма хуçалăхĕнче те, вырăнсенчи производство кооперативĕсенче те хресчене куллен укçа паракан çăл куç вăл - сĕт отраслĕ. Çакна ăнланакансем сĕт ытларах сăвас тĕллевпе ĕнесене пăхнă çĕрте çĕнĕлĕхсемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Ăнланатпăр, ĕç тухăçлăхĕн тĕп никĕсĕ ĕнене епле пăхнинче. Апла пулсан ĕç çыннин пĕлтерĕшĕ тĕп вырăнта тăрать.

Килти хушма хуçалăхри икĕ ĕни те кăçал йĕкĕрешсем пăруларĕç те паян вĕсенчен кашниех пысăк тимлĕх ыйтать. Çавăнпа та вĕсене Лисук аппа ирлесех апат парса тата суса пÿртелле иртрĕ. Килти ĕçсене вĕçлесен пĕрлешÿллĕ хуçалăх выльăхĕсене апат пама каймалла пулнăран ирех килти ĕçсене кÿлĕнет вăл.

- Вăрăм укçа шыраса пурте инçе çула тухайрас çук. Килтех, вырăнти пĕрлешÿллĕ хуçалăхрах ответлăха туйса ĕçлесен укçа-тенкĕпе саплашăнса пыма пулать. Акă куллен сĕт сутни те çемье бюджетне самай тĕкĕ парать, - ирхи сĕте сĕрнĕ май хăйĕнпе хăй калаçрĕ Елизавета Федорова.

Ĕçлеме пулать тенĕрен. Елизавета Федоровна 20 çула яхăн Чкалов ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ĕнесене машинăпа сăвакан операторта вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та лăпланса килте лараймарĕ. 6 çул операторта ĕçленĕ хыççăн 2-мĕш çул ĕнтĕ вăл ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕне ферминче выльăх пăхакан пулса вăй хурать. "Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче. Çавна шута хурса куллен ĕçе тухатпăр. Çу каçа ытлă-çитлĕ янтăланă апата паян ĕнесене вăхăтра парса тăратпăр. Ку вăл пирĕн тивĕç. Эпир çавна ăнланатпăр", - ĕçри вăрттăнлăха уçса пуплерĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Килти хушма хуçалăх тенĕрен. Анаткас Апашри Федоровсен вăл пысăк. Ĕçрен ÿркенменскерсем паян килти пахчасăр пуçне икĕ 60 сотка çĕрпе, ял çыннисен 3 анкартийĕпе усă кураççĕ. Унта туса илнĕ утăпа пахча çимĕç тата тымар çимĕç харпăрлăхра икĕ ĕне, икĕ вăкăр, йышлă чăх-чĕп тытма пулăшни вăрттăнлăх пулманнине ăнланатăп. Çапла вăл - ĕçлекенĕн çулĕ уçăлсах пырать.

Сунă сĕте Лисук аппа паян пĕтĕмпе майлах патшалăха сутать. Иртнĕ çу кунĕсенче кулленхи сăвăм 30 килограмран та иртетчĕ. Паян та анчахрах пăруланă ĕнесем сăвăма ÿстерсе пыраççĕ. Пăруласса вара кăçал икĕ ĕни те йĕкĕреш пăруларĕ. Çамрăк выльăхсене таса-сывă ÿстересси кил хуçи хĕрарăмĕн паянхи тĕллевĕ пулса тăрать. "Йĕркеллĕ пăхсан вĕсенчен те тупăш илесси иккĕлентермест. Çапла пултăрччĕ те", - терĕ вăл хăйĕн савăнăçне пытармасăр.

Икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ хĕрарăм паян килти хушма хуçалăха Сергей ывăлĕпе тытса пырать. Ĕçрен хăраманскер пĕрлешÿллĕ хуçалăхри тата килти ĕçсене вĕçленĕ хыççăн ялти "Чулкаç" фольклор ансамбльне çÿреме те вăхăт тупни маншăн хăйне евĕр тĕлĕнтермĕш пулчĕ. "Ыйтаççĕ те хирĕçлейместĕп. Унта тухсан вара халăхпа пĕрле кăмăл уçăлать, чунпа канатăп. Мĕн кирлĕ мана паян урăх", - терĕ икĕ хĕрне качча панă хыççăн виçĕ хут кукамай пулнă Елизавета Федоровна.

А. БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика