Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

12 ноября 2016 г.

Ял çыннисемпе

тĕл пулаççĕ

Районта черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ çитес юн кун, ноябрĕн 16-мĕшĕнче иртет. Унăн темисем: Чăваш Республикин 2017 çулхи тата планланă 2018 çулпа 2019 çулхи республика бюджечĕ çинчен, уй-хир ĕçĕсене туса ирттернин итогĕсем çинчен, 2016 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри халăха йышăнмалли куна ирттересси çинчен. Вырăнсенче ĕç коллективĕсемпе, ял çыннисемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ май информаци ушкăнĕсен представителĕсем çавăн пекех граждансен актуаллă ыйтăвĕсене хуравлĕç, çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнĕç.

Юнкун информаци ушкăнĕсем районти кашни ял тăрăхнех çитме палăртаççĕ.

 

Полици кунне

уявларĕç

Ноябрĕн 9-мĕшĕнче шалти ĕçсен районти пайĕнче професси уявне паллă турĕç. Мероприятие полици сотрудникĕсемпе пĕрле шалти ĕçсен органĕсенче вăй хунă ветерансем тата халăх дружинникĕсем хутшăнчĕç.

Ĕçре лайăх енпе палăрнисене çак кун савăнăçлă лару-тăрура наградăсемпе палăртрĕç. Служба картлашки тăрăх çÿлерех хăпарнисене пакунсем парса чысларĕç. Ветерансене те кăкăр умне "Честь. Порядок. Долг" тесе çырнă астăвăм медалĕсене çакса ячĕç. Çак сăмахсем пур полицейскишĕн те ĕç девизĕ вырăнне пулнине палăртрĕç.

 

Ентеше манмаççĕ

Паллă çыравçă тата тухтăр Куçма Пайраш çуралнăранпа ноябрĕн 14-мĕшĕнче 110 çул çитет. Вăл пирĕн районти Вускассинче çуралса ÿснĕ. Çавна май районта тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркелерĕç.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем вулав конференцийĕнче Пайрашăн прозăпа драматурги пултарулăхĕ пирки тĕплĕн калаçрĕç.

Районти тĕп библиотекăра "Тухтăр та, калав ăсти те" курав йĕркеленĕ. Çак ятпа иртнĕ информаци сехетне çамрăксем хутшăннă: "Молодая гвардия" пĕрлешĕвĕн тата районти Çамрăксен парламенчĕн членĕсем ентешĕн кун-çулĕпе хавхалансах паллашнă.

 

"Родина" - 10 çулта

Муркаш шкулĕнчи "Родина" çарпа патриот клубĕ йĕркеленнĕренпе 10 çул çитрĕ. Çакна май шкулта савăнăçлă мероприяти ирттернĕ. Унта районти ертÿçĕсемпе пĕрлех Шупашкартан килнĕ хăнасем те чылаййăн хутшăннă. Вĕсем пурте "Родинăн" вунă çулхи çитĕнĕвĕсем чăнах та пысăккине палăртнă. Республикăри çарпа патриот клубĕсен йышĕнче вăл лидерсенчен пĕри пулса тăнине каланă.

"Родинăн" çуралнă кунĕ вара шкулта клуб ячĕпе ирттернĕ спартакиадăран пуçланнă. Унта районти тата республикăри çамрăк армеецсемпе çарпа патриот клубĕсем, пурĕ 30 ытла команда, хутшăнса хăйсен пултарулăхне тĕрĕсленĕ.

Н. Николаева хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика