09 ноября 2016 г.
Ыран - донор кунĕ
Ыран, ноябрĕн 10-мĕшĕнче, Муркашра донор кунĕ иртет. Юн парас текенсене Муркашри район тĕп больницин поликлиникинче кĕтеççĕ, анчах та пурне те мар. Ку хутĕнче юн пама иртнĕ 12 уйăхра 1-2 хут юн е плазма панисене йышăнаççĕ.
Донорсене паспорт пулсан кăна регистрацилеççĕ.
Юн панă кун вĕсене 446 тенкĕ те 10 пус компенсаци параççĕ, Ĕç кодексĕпе килĕшÿллĕн çак кун ĕç укçине сыхласа хăварма тата тепĕр кану кунĕ илме ирĕк паракан справкăпа тивĕçтереççĕ. Çавăн пекех гемотрансмиссив инфекцийĕсене те тÿлевсĕрех тĕрĕслеççĕ.
Тăкаксене
чакармалла
Район администрацийĕнче баланс комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта муниципалитет унитарлă предприятисем епле ĕçленине пăхса тухнă. Ларăва комисси ертÿçи - район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ертсе пынă. Виçĕ предприяти ертÿçи иртсе пыракан çулталăкăн виççĕмĕш кварталти ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. "Муркаш" пасарĕ кăна çав тапхăрта тухăçлă тимлени курăнать. Р. Тимофеев палăртнă тăрăх, асăннă объект çынсемшĕн питех те кирлĕ, хăтлăх ĕçне татах та вăйлатмалла.
"БТИ" чикĕллĕ яваплăхлă общество тата "Моргаушское" ЖКХ" предприяти виççĕмĕш квартала тăкаклă вĕçленĕ. Комисси ертÿçи ĕç тухăçлăхне ÿстерес тесе ăнăçлăрах çул-йĕр шырама сĕннĕ.
Муркашсем -
маттурсем
Халăх йăли-йĕркине упрас, ăна йăхран-йăха куçарас тĕлĕшпе октябрь-ноябрь уйăхĕсенче республикăра Муркаш районĕнчи ал ĕç ăстисен куравĕ иртнĕ. Хĕрарăмсен районти канашĕ йĕркеленипе пултарулăхпа уйрăмах палăракан династисен ĕçĕсене республика шайне илсе тухнă. Курава Шихровсен, Щегловсен, Васильевсен, Демидовсен, Лескинсен, Тепловсен, Васильевсен, Силовсен, Лаптевсен, Семеновсен, Александровсен династийĕсем хутшăннă.
Вакансисем пур
Çулталăк пуçланнăранпа ĕçпе тивĕçтерекен районти центра 1192 çын ĕç вырăнĕ шыраса килнĕ. Ноябрĕн 7-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕррисен йышне 50 çынна официаллă майпа регистрациленĕ. Ĕç вырăнĕ кирли пирки 29 предприятипе организаци 204 ваканси пурри çинчен информаци тăратнă.
Çулталăк пуçланнăранпа 1053 çынна яланлăх тата вăхăтлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Обществăлла ĕçре 91 çын вăй хума пултарнă. Ĕç вырăнĕ тупассипе йывăрлăх туякан 5 çынна вăхăтлăх тимлеме май туса панă. 14 - 18 çулсенчи 562 çамрăка вăхăтлăх ĕç сĕннĕ. Çамрăк ăрăва ĕçлеме майсем туса пани питех вырăнлă. Професси хатĕрленĕвне тата квалификацие ÿстерме 26 çынна сĕннĕ.
Р. Илларионова хатĕрленĕ.